Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет сăмах пирĕн базăра пур.
сехет (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь икӗ сехет.

Теперь два часа.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Виҫ сехет ҫурӑччен кӗл тӑвать те-ха вӑл, йӗрки ҫавӑн пек ӗнтӗ унӑн.

— Обычно он молится до половины четвертого, — это его правило.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӗрӗксен официаллӑ пӗлтерекенӗсем те патриотсем пулаҫҫӗ пулсан, вӗсем те хамӑра пулӑша пуҫласан, эппин хамӑр кӗтнӗ аслӑ сехет ҫапрӗ темелле, ку вӑл — халӑх хавалӗ кӗрешӗве хатӗрленсе ҫитнине пӗлтерет, халӑх пӑлхава хатӗрленсе ҫитни ҫинчен калать!

Если даже турецкие официальные осведомители становятся патриотами и нашими союзниками, значит — наступил великий час, значит — дух народа готов к борьбе и народ для нее созрел!

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунтан Алтӑнӑвӑ ялне ҫитесси пӗр сехет, пӑшалпа пенине те никам илтес ҫук.

Он находился в часе ходьбы от Алтынова, и если бы пришлось стрелять, никто не услышал бы выстрелов.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫур сехет пек иртрӗ, Петр кӑшт кӑна лӑпланчӗ.

Прошло полчаса, и Петр немного успокоился.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн эс пире сехет хушши урамра тытса тӑратӑн йытӑ? — ятлаҫса илчӗ хӑрах куҫлӑ жандармӗ, плащӗнчен юрне силленӗ май.

— Почему ты держал нас целый час на улице, скотина? — ругался одноглазый полицейский, стряхивая снег с плаща.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта ҫитиччен икӗ сехет хушши каймаллаччӗ-ха, лаши йӑлт ӗшенсе ҫитрӗ, ҫулӗ те пит ашӑм пулчӗ.

До нее было часа два езды, но конь выбился из сил, а дорога оказалась трудная.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Виҫӗ сехет кайнӑ хыҫҫӑн, йӑлтах юр айне пулса, вӑл Карнар трактирне ҫитсе чарӑнчӗ.

После трехчасового пути всадник, весь в снегу, остановился у Карнарского постоялого двора.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов унпа кунсерен темиҫе сехет хушши пӗрле ирттерчӗ, хӑнӑхса ҫитрӗ, пыра-киле ӑна ҫак старик кӗттерсе тунсӑхла та пуҫларӗ.

Огнянов каждый день проводил с ним по нескольку часов и,привыкнув к нему, уже не мог без него обходиться.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тата икӗ сехет утрӗ вӑл, ӗнтӗ ял хыҫҫӑн ял кая тӑрса юлчӗ, малта тинех темӗн ҫуталнӑ пек курӑнчӗ.

Он шел еще часа два, миновал еще несколько деревень, и, наконец, впереди что-то забелело.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫырма-ҫатраллӑ ҫулпа икӗ сехет тертленсе пынӑ хыҫҫӑн Огнянов пӗр ката патне ҫитсе тухрӗ.

После двухчасового трудного пути по оврагам и буеракам Огнянов добрался до первых зарослей.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чун хавалӗпе юратса, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫлени пӗр сехет хушшинче ишӗлсе аннине асне илчӗ вӑл.

Мысленным взором Огнянов видел, как в течение часа обрушилось здание, воздвигавшееся с такой любовью и воодушевлением.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ху пӗлетӗн-ҫке, ҫав элекҫӗ мӗн те пулин шухӑшласа кӑлармасӑр сехет те лараймасть.

Сам знаешь, сплетница и часа не может прожить без вздорных измышлений.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Марко чорбаджи патне эс шӑпах тӑват сехет ҫитеспе пынӑ; эпир ун патӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн пулнӑ, — терӗ онбаши.

— Ты пришел к чорбаджи Марко в четыре часа без малого; мы тогда только что вышли от него, — возразил онбаши,

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӗнер каҫпа ӑҫтаччӗ-ши вара эс, ҫак пӑтӑрмах пулнӑ чухне, тӗрӗксен вӑхӑчӗпе виҫ сехет тӗлнелле?

— А где ты был вчера вечером, когда все это произошло, — часа в три по турецкому времени?

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Миҫе сехет ҫитнине пӗлчӗҫ.

Стали справляться, сколько часов.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӗрӗк сехет хушши тӑратпӑр ӗнтӗ.

И то уж четверть часа стоим.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ сирӗн Машӑпа пӗрле пулма юрамасть, вӑл эсир хӑвӑра питӗ лӑпкӑ тытнине асӑрхама пултарать тата ҫур сехет хушши васкавлӑн пуҫтарӑннӑ чухне асӑрхама ӗлкӗрейрет-и-ха вӑл?

А вам теперь было бы тяжело с Машею, ведь не годилось бы, если б она заметила, что вы совершенно спокойны, да где будет ей заметить в полчаса торопливых сборов?

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ Машӑна каларӑм: эсӗ ӑна вунӑ сехет ҫурӑ ҫитиччен ан вӑрат, терӗм, ҫапла вара ыран сирӗн чей ӗҫнӗ-ӗҫменех чугун ҫул ҫине васкамалла пулать; пур япаласене те майлаштарса ӗлкӗреймесен, эсир хӑвӑр килетӗр, е вӗсене сире илсе пырса парӗҫ; мӗнле тӑвас тетӗр эсир: Александр Матвеич сирӗн хыҫҫӑн пытӑр-и, е хӑвӑр каялла килетӗр-и?

А я сказал Маше, чтобы она не будила вас раньше половины одиннадцатого, так что завтра, едва успеете вы напиться чаю, как уж надобно будет вам спешить на железную дорогу; ведь если и не успеете уложить всех вещей, то скоро вернетесь или вам привезут их; как вы думаете сделать, чтобы вслед за вами поехал Александр Матвеич или сами вернетесь?

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ халӗ хама мӗн кирлине пурне те турӑм; акӑ виҫӗ сехет ӗнтӗ; вӑратмасан, эсир питӗ нумай ҫывӑрма пултаратӑр.

Я достиг теперь и последней цели своего посещения: вот уже три часа; если вас не будить, вы проспите очень долго.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех