Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсене (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмлетӳсем тума, пуҫланӑ ӗҫсене вӗҫлеме вӑхӑт.

Время подвести итоги и закончить начатое.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йышӑну тума пӗлни пухӑннӑ ӗҫсене пурнӑҫлама май парӗ.

Решительность и деловой подход помогут разобрать все накопившиеся дела.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ӗҫсене мар, хӑвӑрӑн сывлӑха ытларах тимлӗх уйӑрмалла.

Сейчас следует больше внимания уделить своему самочувствию, нежели делам.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем халӗ сире чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене пурнӑҫлама сӗнеҫҫӗ.

Звезды говорят, что сейчас вам следует концентрироваться только на самых важных делах.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тунтикун тата ытларикун ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑнмалла мар, киввисене вӗҫлесе уява хатӗрленмелле.

В понедельник и вторник не следует начинать новые дела, лучше завершить старые и готовиться к празднику.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шкулсене тӗпрен юсас ӗҫ епле пурнӑҫласси пирки 2022 ҫулта раштав уйӑхӗнче хӑш-пӗр ӗҫсене туса ирттернине палӑртнӑ Дмитрий Захаров.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Ырӑ та чипер арӑмӗ пӳртри ӗҫсене тӑвать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав хушӑрах килти ӗҫсене те кая хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑлкассинчи ӗҫсене ӑҫтан пӗлтӗр вӑл?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, земски начальникӗн кун пек ӗҫсене татса пама ниепле тивӗҫ те пулман пултӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хыснана тӳлемелли пӗр пус парӑм ҫук. Кантур хушнӑ ӗҫсене те вӑхӑтра туса пынӑ. Нивушлӗ Михха кивҫен панӑ укҫашӑн?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун чухне вӑл Михха патӗнчи ӗҫсене туса пӗтерчӗ те килне кайма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӑл ӗҫсене туса пӗтерсенех ҫветтуйсене хуҫа арӑмне ӑҫта та пулин илсе кайма йӑлӑнса кӗлтурӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхине малти пӳртре пулса иртнӗ ӗҫсене халь ӗнтӗ Якур хуҫа арӑмӗн ашкӑнӑвӗ ҫеҫ пулчӗ, ун ҫинчен шухӑшлама та кирлӗ мар терӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Павел Антонович, асли пулнӑ май, йывӑр ӗҫсене аслӑ ҫын пек пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Ҫаплах ӗнтӗ, пӗр класра вунпӗр ҫул туслӑн, ӑмӑртмалла вӗренни, пӗрлехи ӗҫсене хутшӑнни ачасене пӗр ҫемьене ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

Йӑлари хытӑ каяшсене пухса илсе тухас, тирпейлес енӗпе ӗҫсене вӑйлатмалла тесе палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаяр чир-чӗртен сыхланса // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10784-kh ... -sykhlansa

Сварка тата ҫулӑмпа ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсене тӗплӗн хатӗрленсе ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Ҫанталӑк условийӗсем ҫӗр ӗҫченӗсене такӑнтарма пулчӗҫ пулин те, аграрисем ҫурхи ӗҫсене вӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Тен, чӑрмавлӑ, анчах паянхи кун кирлӗ мерӑсене пуриншӗн те хӑрушлӑх кӑларакан киревсӗр ӗҫсене асӑрхаттарас тӗллевпе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех