Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсене (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палӑртса хунӑ ӗҫсене 2023 ҫул вӗҫлениччен йӗркене кӗртсе пӗтересси те графикра пур.

Куҫарса пулӑш

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

Паянхи пурнӑҫшӑн кун пек ӗҫсене йӗркелесе пуҫарса пыни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Хальхи вӑхӑтра хамӑрӑн ӗҫсене тата та хӑвӑртрах туса пыма пикенетпӗр.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Чуна ӗҫкӗпе мар, калаҫса, килти ӗҫсене сӳтсе явса пусармалла.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ӗнтӗ вӗсенче патша хушнӑ уйрӑм ӗҫсене тӑвакан служилӑй ҫынсем, стрелецки головасем, казаксемпе вӗсен утаманӗсем хуҫа пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аллах пирӗн ӗҫсене — ыррисене те, усаллисене те — йӑлтах курса тӑрать, — коран сӑмахӗсемпе тавӑрчӗ Кебяк князь.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халь ӗнтӗ иксӗмӗр чышкӑсемпе ҫапӑҫса кайсан та Хусанти ӗҫсене нимӗн чухлӗ те улӑштараймӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пек ӗҫсене асӑрханса тумалла.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсӗ вӑхӑтсӑр килтӗн, Шигалей Шейх Аулиярович, тем тесен те пире систермесӗр килмелле марччӗ, — аслӑ князь хушнӑ ӗҫсене пӗр самантлӑха та манасшӑн пулмарӗ окольничий.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанти ӗҫсене начар мар пӗлсе тӑраҫҫӗ пулин те княҫсем унта Шигалее сыхласа пурӑнакан стрелецки голована таҫтан аякран, ют ҫӗр-шывран таврӑннӑ ҫынна йышӑннӑ пекех йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата Хусанти ӗҫсене Крым питӗ пӑтратать.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Хусан хыпарӗсене ҫеҫ ытларах ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ, тавлашма, ытти ӗҫсене сӳтсе явма ӗлкӗрӗпӗр терӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп унашкал ӗҫсене хутшӑнсах кайман.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унсӑр пуҫне, ку хуҫалӑх ӗҫченӗ, Ҫӑлкас Кӑкшӑмри Юрий Васильев та, мӗнпур ӗҫсене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Хан ӑна вырӑссен шӗкӗр хулинчи ӗҫсене тӗплӗрех пӗлсе килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртнӗ хутӗнче, бакши чылайччен Мускавра пурӑннӑ хыҫҫӑн, хан унран кулса та илнӗччӗ: тупата турӑшӑн, эсӗ хӑвӑн арӑмусем пирки Мускаври ӗҫсене пӗлнӗ чухлӗ пӗлместӗн, манӑн хаклӑ тусӑм, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унти ӗҫсене, унти ҫынсене хӑйӗн пилӗк пӳрнине пӗлнӗ пек пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах Сафа-Гирее вӑл сунарта ҫӳренӗ чухне енлӗк тытма мар, патшалӑх ӗҫӗсем ҫинчен калаҫма, Мускавпа Хусан хушшинчи ӗҫсене сӳтсе явма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта хамӑр ӗҫсене тӳрӗ кӑмӑлпа туса пырсан аллах пирӗн ҫылӑхсене каҫарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр ҫинчи вӗт-шак ӗҫсене вӗҫлесен те пырать пуль, леш тӗнчери тӗп ӗҫсене тума хатӗрленме вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех