Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Давид килӗпе Иерусалим ҫыннисем ҫине тивлет ярӑп, кӑмӑлӗсене ҫемҫетӗп, вӗсем вара хӑйсем сӑнӑпа Чикнийӗ ҫине пӑхӗҫ, Уншӑн пӗртен-пӗр ывӑлшӑн ӗсӗкленӗ пек ӗсӗклесе йӗрӗҫ, малтан ҫуралнишӗн хуйхӑрнӑ пек хуйхӑрӗҫ.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакӑншӑн эпӗ куҫҫуль тӑкӑп, ӗсӗклесе йӗрӗп, ҫаратса хӑварнӑ, ҫарамас юлнӑ ҫын пек ҫӳрӗп, шакал пек ӳлӗп, страус пек макӑрӑп, 9. мӗншӗн тесен вӑл арканни чуна ыраттарать, ҫак инкек ӗнтӗ Иуда патне, ман халӑхӑмӑн хапхи патне, Иерусалим патнех ҫитрӗ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй священниксем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр та макӑрӑр! алтарьте ӗҫлесе тӑракансем, ӗсӗклесе йӗрӗр! эй манӑн Туррӑма ӗҫлесе тӑракансем, кӗрӗр те хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннипех ҫӗр каҫӑр! ӗнтӗ сирӗн Туррӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси пӗтрӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗҫкӗҫӗсем, вӑранӑр, эрех ӗҫекенсем, пурте иҫӗм ҫырли сӗткенӗшӗн макӑрӑр, ӗсӗклесе йӗрӗр — ӑна сирӗн ҫӑвартанах туртса илчӗҫ!
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Сусанна хыттӑн ӗсӗклесе йӗрсе янӑ та каланӑ: ӗмӗрхи Туррӑм, пытарӑнса тӑнине куракан, пурне те пуличчен малтанах пӗлекен Туррӑм!
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй, ӗсӗклесе йӗрӗр! ах, хурлӑхлӑ кун!
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Оронаим енчен кӑшкӑраҫҫӗ: «хурах, ҫаратаҫҫӗ! аркатаҫҫӗ!» 4. Моава пӗтернӗ; унӑн ачисем ӗсӗклесе йӗреҫҫӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсир ҫакна итлемесессӗн, манӑн чунӑм вӑрттӑн йӗрӗ, сирӗн мӑнаҫлӑхӑршӑн ӗсӗклесе макӑрӗ, вӗри куҫҫульпе йӗрӗ, куҫӑмран вӗҫсӗр куҫҫуль юхӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа кӗтӗвӗ тыткӑна лекрӗ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сӑрт-тушӑн кӑшкӑрса хӳхлеме, ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхшӗн эпӗ ӗсӗклесе йӗме пуҫлӑп: вӗсем ӗнсе-ҫунса кайнӑ, унта никам та ҫӳремест, унта кӗтӳ сасси те илтӗнмест; вӗҫен кайӑк та, выльӑх-чӗрлӗх те пӗтӗмпе саланса-тарса пӗтнӗ.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Фарсис карапӗсем, ӗсӗклесе макӑрӑр! Ӗнтӗ сирӗн тӗрекӗр арканнӑ.14. Рыдайте, корабли Фарсисские! Ибо твердыня ваша разорена.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тир хулипе мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Ӗсӗклесе йӗрӗр, Фарсис карапӗсем: ӗнтӗ хулана аркатнӑ: кил-ҫурт ҫук, кил-ҫурта кӗрекенни те ҫук.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ пулӑҫӑсем йӗрсе ярӗҫ, юханшыва вӑлта пӑрахакансем ӗсӗклесе макӑрӗҫ, шывра тетел каракансем те аптӑрасах ӳкӗҫ; 9. йӗтӗн тыллакансем те, шурӑ пир тӗртекенсем те кулянӗҫ; 10. ҫип арлакансем шалтӑрах кайӗҫ, тара кӗрешнисем пурте вӑйран сулӑнӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Фамарь ӗнтӗ пуҫӗ ҫине тусан сапса, ҫийӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, аллине пуҫӗ ҫине хурса ӗсӗклесе йӗрсе пынӑ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.