Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫерем сăмах пирĕн базăра пур.
ҫерем (тĕпĕ: ҫерем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран пӗлӗвне Етӗрнере ӳстернӗ яш ыттисемпе пӗрле Ҫӗпӗре ҫерем ҫӗрсене уҫма каять.

Куҫарса пулӑш

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Ҫавӑнпа апатра шӗлепки уҫӑлман е уҫӑлнӑ, анчах шӗлепкин аял енче тӗксӗм хӑмӑр чӗлкемсем ҫук ҫерем кӑмпипе кӑна усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

• Фоли йӳҫекӗ нумаййине кура ҫерем кӑмпине онкологипе чирлӗ ҫынсен ҫиме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Хӗрарӑмсене пит ҫине тӑтӑшрах ҫерем кӑмпин маски хума сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

• Ӑсчахсем ҫерем кӑмпин тепӗр паха енне тӗпчесе палӑртнӑ: вӑл ӳт ватӑлса пӗркеленессине вӑрахлатать, ӳте пиҫӗлӗх кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫерем кӑмпи сахал калориллӗ пулсан та выҫнине хӑвӑрт ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫерем кӑмпинче аш кӑмпинчи /вешенка/ пекех ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе астуса юлассишӗн яваплӑ лизинпа аргинин пур.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

• Апатра ҫерем кӑмпипе усӑ курсан инфаркт хӑрушлӑхне чакарма тата атеросклероз аталанӑвӗнчен сыхланма пулать.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Вегетариансем какай ҫименнипе организмра белоксен выҫлӑхӗ аталанасран рациона ҫерем кӑмпи кӗртсе хӳтӗленме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫерем кӑмпинче пахча ҫимӗҫре пачах ҫук фоли йӳҫекӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫерем кӑмпи юнран ытлашши холестерина кӑларма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

• Ҫак ҫерем кӑмпине вӑрманта пухмалла мар, ӑна кашни лавккара тенӗ пекех сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи /шампиньон/, унӑн паха енӗсемпе сывлӑхшӑн усӑллах мар енӗсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлни ытлашши пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Унччен ял урамӗнче ҫерем те шӑтса-ешерсе ӗлкӗреймен, паян ҫӳллӗ курӑк ашкӑрать.

Раньше на деревенской улице не успевала вырасти зелень, сегодня буйно разрослась высокая трава.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

1959 ҫулта йӗкӗт комсомол путевкипе Казахстана ҫерем ҫӗр уҫма кайнӑ.

В 1959 году парень с комсомольской путевкой поехал в Казахстан на поднятие целины.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

— Эсӗ вӑкӑрсене тӑвар та ҫерем ҫине яр, эпӗ вара кайрӑм, — терӗ вӑл ассӑн сывласа илсе.

— Ты выпряги быков и пусти их на попас, а я пошел, — сказал он со вздохом.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Михаил Александрович Шолохов ҫырнӑ «Уҫнӑ ҫерем» романӑн иккӗмӗш кӗнекин куҫарӑвӗ.

Перевод второй книги романа «Поднятая целина», написанной Михаилом Александровичем Шолоховым.

Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуа Да-ма хӗрарӑм кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ те курӑк шӑтма ӗлкӗреймен ҫерем татӑкӗсемпе витсе хунӑ мӗскӗн вилтӑприне курчӗ.

Старуха Хуа посмотрела в указанном направлении, но не увидела ничего, кроме жалкого холмика из комков желтой земли, еще не заросшей травой.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех