Шырав
Шырав ĕçĕ:
49. Вӗсем патне ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем пуҫтарӑннӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ пынӑ, вӗсене хӗстерсех тӑнӑ; ҫапах Израиль ывӑлӗсем парне вырӑнне унӑн малтанхи никӗсӗ ҫинех туса лартнӑ; вара хӑй вӑхӑтӗнче, — ирсерен те, каҫсерен те, — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сана хирӗҫ яман мана Ҫӳлхуҫа Турӑ: эпӗ Евфрат ҫинче вӑрҫӑ вӑрҫатӑп, халӗ Ҫӳлхуҫа — манпа пӗрле, Ҫӳлхуҫа мана хистет; пӑрӑн, Ҫӳлхуҫана ан хирӗҫле, тенӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ун вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине унчченхи ҫулсеренхи кӗнекесенче ҫырса кӑтартнӑ: Израиль халӑхӗ кирек хӑш халӑхран та, кирек хӑш патшалӑхран та ытларах ҫылӑха кӗрсе Ҫӳлхуҫана хирӗҫле усал ӗҫсем туни ҫинчен, пӗлсе тӑрсах Ҫӳлхуҫана хурлани ҫинчен, Унӑн сӑмахӗсем Израиле мӗншӗн хирӗҫле пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Иосия патша хушнипе ҫав кун пасха ирттернӗ чухне Ҫӳлхуҫана мӗнле парне кӳмеллине, Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмеллине пӗтӗмпе пурӑнӑҫа килтернӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак ӗҫ пынӑ вӑхӑтра илемлӗ, чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ, хӑйсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх тӑрса тухнӑ священниксемпе левитсем, 11. Моисей кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн халӑх умӗнче тутлӑлла ҫӑкӑрсем тытса тӑнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Левитсем: Иисус, Биннуй, Кадмиил, Шеревия, Иуда тата Матфания; Ҫӳлхуҫана аслӑланӑ чухне ҫак Матфания хӑйӗн тӑванӗсене, юрӑҫсене, ертсе пынӑ; 9. вӗсен тӑванӗсем Бакбукия тата Унний кӗлӗ тунӑ чухне вӗсемпе тӗлме-тӗл тӑнӑ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗтӗм халӑх алӑсене ҫӳлелле ҫӗклесе: «аминь, аминь» терӗ, — ӗнтӗ ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тыткӑнран куҫса килнисем Израиль Туррине пӗтӗм Израильшӗн парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вуникӗ пӑру, тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл ҫичӗ путек тата ҫылӑх парни кӳме вуникӗ качака таки — илсе пычӗҫ: ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳчӗҫ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара эпӗ вӗсене каларӑм: сире Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ҫак савӑт-сапана та Ӑна халалланӑ; ку ылтӑнпа кӗмӗле аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парнеленӗ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ тыткӑнран таврӑннӑ Израиль ывӑлӗсем пасха апачӗ ҫинӗ; Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, пуҫҫапмашкӑн ытти халӑхсен тасамарлӑхӗнчен хӑпса Израиль ывӑлӗсем ҫумне хутшӑннисем те пасха апачӗ ҫинӗ.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑшӑн савӑнса, пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫана мухтавласа хыттӑн, янӑравлӑн кӑшкӑрса тӑнӑ.И весь народ восклицал громогласно, славя Господа за то, что положено основание дома Господня.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара вӗсем, пӗр-пӗринпе ылмашӑнса: «мухтавлӑр», «Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр», «Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе» тесе юрлама пуҫланӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗҫлекенсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывсассӑн, Ҫӳлхуҫана Израиль патши Давид панӑ йӗркепе мухтама унта священниксен тумне тӑхӑннӑ, аллине трупа тытнӑ священниксене тата кимвал тытнӑ Асаф ывӑлӗсене тӑратса тухнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫана ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнчен пуҫласа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑма пуҫланӑ.6. С первого же дня седьмого месяца начали возносить всесожжения Господу.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене кунсеренех кӳме пуҫланӑ, ҫав парнене тата ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана халалланӑ мӗнпур уявра та парса тӑма пуҫланӑ, тимлӗ пулса, ҫынсем тата ырӑ кӑмӑлтан Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем ют халӑхсенчен хӑраса тӑнӑ пулин те, парне вырӑнне ун малтанхи никӗсӗ ҫинех лартнӑ; вара ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана ирсерен те, каҫсерен те парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иосия патша хушнипе ҫав кун Пасха ирттернӗ чухне, парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, Ҫӳлхуҫана парне кӳмеллине пӗтӗмпе пурӑнӑҫа килтернӗ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла хатӗрленсе ҫитсессӗн, патша хушнипе священниксем хӑйсен вырӑнне тӑнӑ, левитсем те хӑйсен ушкӑнӗсемпе тӑрса тухнӑ; 11. ӗнтӗ Пасха путекне пуснӑ; священниксем унӑн юнне левитсен аллинчен илсе сирпӗтсе тухнӑ, левитсем тир сӳсе тӑнӑ; 12. вара, Моисей кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек, ҫав выльӑхсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн халӑх ывӑлӗсене йӑх тӑрӑх салатса панӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл священниксене хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ, вӗсене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтума хавхалантарса тӑнӑ, 3. Ҫӳлхуҫана халалланӑ левитсене, пӗтӗм Израиль ҫыннисене вӗрентсе тӑракансене, каланӑ: сӑваплӑ саккун арчине Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — тутарнӑ Ҫурта лартӑр; малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреме кирлӗ мар; халӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн тата Унӑн Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлеме пикенӗр; 4. Израиль патши Давид хушса хӑварнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон хушса хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, хӑвӑр ушкӑнӑрпа тӑрса тухӑр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсемпе, хӑвӑр халӑхӑр ывӑлӗсемпе, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара Пасха путекне пусӑр, тасалӑр, унтан, Моисей урлӑ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе килӗшӳллӗн, путеке хӑвӑр тӑванӑрсем валли хатӗрлӗр.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Иосия саккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл вӑтӑр пӗр ҫул хушши патшара ларнӑ, 2. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, Давидӑн, хӑй ашшӗн, ҫулӗпе ҫеҫ ҫӳренӗ, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнман.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.