Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепре каласан, ун пек сӑмах тухнишӗн хӗрпултӑрӗ хӑй те айӑплӑ-и тен: голова ҫамрӑк хӗрарӑмсем тырӑ вырнӑ ҫӗре ҫӳренине тата хӑшпӗр козаксем патне — ҫамрӑк хӗрсен ашшӗсем патне — кӗрсе тухнине вӑл питех те юратман.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тӑван аттем те — тӑшман маншӑн: ирӗксӗрех юратман ляха качча парасшӑн.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӗн каламалли, — эхер те мана турӑпа таса хӗр Мария юратман пулсан! тен, эсир те мана ӗненмен пулӑттӑр: пӗррехинче темле асамҫӑ ҫинчен сӑмах хускатса пӑхрӑм — мӗн тейӗр? тупӑнчӗ каскӑн пуҫ, асамҫӑ пуррине ӗненмест!
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Паллах, Марийка унӑн кӑмӑлне кайнӑ, анчах Лозневой юратман та пулас ӑна. Вӑл Марийка хыҫҫӑн юратнӑран ҫӳремен, ку паллах ӗнтӗ. Анчах Марийка ҫакна туйман-и вара?
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ҫуралнӑранпах тӗксӗм ҫын пулнипе те ҫавӑн пек туйӑннӑ: хулӑн туталлӑ та типшӗмрех сӑн-питлӗ, сарлака пуҫӗ ҫинче кӑтраланса ларнӑ ҫӳҫӗ те (ҫакӑн пек ҫӳҫпе ҫӗлӗксӗр те ҫӳреме пулать), йӑмӑх ҫутта юратман хура куҫӗсем те тӗксӗм унӑн.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Дивизи командирӗн ӑшӑ блиндажӗнче унӑн адъютанчӗпе связистсем кӑна: ватӑ генерал ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче хӑйпе пӗрле нумай ҫын хӑварма юратман.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Матвей Юргинпа Лена Малышева хӗвел тухнӑ чух киленсе кайсах хӑйсем ҫинчен калаҫса ларса, вӑрҫӑра никам та юратман ҫапӑҫу умӗнхи йывӑр минутсене пачах туймарӗҫ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лашасем сӑрта улӑхсан, тата нӳрлӗ те тарӑн сухаланӑ тӑпра ҫине тухса, утӑпа утма пуҫласан, — ку пулас вӑрман тӑрӑхӗн пӗр енӗ, — Никифор Васильевичпа Иван Атаманов пӗр-пӗринпе ролӗсене улӑштарнӑ пекех туйӑнчӗҫ: вӑрман ӑстаҫи, йывӑҫсем лартакан ҫынсене курсан, кӑмӑллӑн кулса ячӗ, юланутпа ҫӳрессин пӗтӗм хурлӑхне ҫийӗнчех маша кайнӑ пек, унӑн пичӗ кӑмӑлланса, ҫуталса кайрӗ; утӑпа ҫӳреме юратман юланутҫӑ вара, кунта лашасене хӑвӑртах юртӑра чуптарма пулас ҫуккине ӑнланса, кичемленчӗ, унтан, туратсем ҫине салхуллӑн пӑха-пӑха илсе, енчӗк кӑларчӗ те чикарка ҫавӑрма пуҫларӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакна анчах калам: ачасене юратман ҫын чӑн-чӑн Учитель шайне нихӑҫан та ҫитеес ҫук.Только одно скажу: человек, не любящий детей, никогда не станет настоящим Учителем.
Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27
Ахаль чухне ваклама юратман лейтенант, ҫак сайра минутсенче темле уҫӑлса кайнӑ; вӑл тӗрлӗрен историсем нумай пӗлнӗ тата хӑш чухне полководецсемпе учёнӑйсен пурнӑҫӗсем ҫинчен каласа панӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Голубь Мамочкинӑн ӳстерсе кӑтартакан пултарулӑхӗнчен темӗн чухлех тӗлӗнме пултарнӑ, анчах та уншӑн ҫак нумай калаҫма юратман ҫамрӑк лейтенант ҫеҫ чӑн-чӑн пример пулса тӑнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Аниканов, Ҫӗпӗрти колхозник пулнӑскер, ӗҫре яланах ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнӑ; Марченко, металлист пулнӑскер, ӗҫе час тавҫӑрса илме пӗлнӗ тата ӑна тӗплӗн шутласа илсе тунӑ; Мамочкин вара, тинӗс хӗрринчи портра пурӑннӑскер, ӑна-кӑна тиркесе, шутласа тӑма юратман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Анчах кирек хӑҫан та сӑмах ваклама юратман хуҫа паян кӑмӑллӑн калаҫрӗ, ҫакӑ вара Лозневоя ирӗксӗрех кухньӑра чарса тӑчӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Йӑрансем вӑл пурпӗрех чавнӑ, унта удобрени сапнӑ, вӑрӑсем акса шӑтарнӑ пулсан та, ҫак ҫамрӑк та ачаш тӗпсене хальчченхи пек юратман.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Илья Стегачева нихҫан та юратман тата юратмастӑп, тесе Татьяна тупа тунӑ пулсан та, вӑл ӑна ӗненнӗ пулин те, кӳренӳллӗ те кӑштах ҫилленчӗклӗ туйӑм ҫухалмарӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӗненетӗн-и, Наташа, эпӗ ӑна юратман пулсан, унпа ҫакӑн пек мар тата кунта мар калаҫнӑ пулӑттӑм.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эсӗ кам ҫинчен каланине пӗлетӗп, — терӗ Виктор салхуллӑн, кӗнеке листисене уҫа-уҫа хупса, — анчах эпӗ ӑна нихҫан та юратман…
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кил хуҫи арӑмӗ калаҫма юратман, салху хӗрарӑм пулчӗ.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чи малтан кунта рубежӑн сулахай флангӗнче тӑнӑ ротӑсем, пӗтӗм йышӗпе тенӗ пек, килсе ҫитрӗҫ, — хыпаланма юратман, лӳппертерех Журавский капитан, пуринчен ытларах ҫапӑҫнӑ пулин те, хӑй батальонӗнчи йыша лайӑхрах упраса хӑварнӑ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.