Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ вӑл, вӑрман хӗрри.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капитан Енакиев ҫине, унӑн кивӗ, анчах ҫав тери тирпейлӗ, тӑп-тӑп ларакан, хура петлицӑллӑ, ылттӑн тӳмеллӗ шинелӗ ҫине, унӑн хытӑ, хӗрри хура, кӑштах куҫӗ ҫинерех антарса лартнӑ тӑваткӑл сӑмсаллӑ картусӗ ҫине, ҫиелтен салтак пуставӗпе тирпейлӗн ҫӗлесе лартнӑ фляжки ҫине, шинелӗн иккӗмӗш тӳминчен ҫакса янӑ электричество фонарӗ ҫине, унӑн ҫирӗп, ҫӳхе, анчах хуть те епле ҫанталӑкра йӑлтӑртатакан пуличченех тасатса янӑ аттисем ҫине пӗрре пӑхса илсенех — ку ҫын мӗн тери тӳре кӑмӑллӑ, тӗрӗс, тата вӑл нихҫан та хӑй шухӑшӗнчен пӑрӑнас ҫуккине пӗтӗмӗшпех ӑнланма пулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Атӑл хӗрри тӑрӑх тӗнче кӗсле сассипе янраса тӑрӗ — ҫакӑ чӑваш юрри пулӗ.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
Атӑл хӗрри яланах чӑваш ҫамрӑкӗсен юратнӑ вырӑнӗ пулнӑ ҫав…Недаром говорят, что набережная Волги всегда была любимым местом прогулок и свиданий.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Сӑмахран, «Йӗс шӑши - сӳс хӳре», «Пирӗн пӳртре кам хыткан», «Шӑлӗ пур - ҫыртаймасть», «Икӗ хырӑмлӑ, пӗр пилӗклӗ», «Мӗн чухлӗ ҫаврӑнать, ҫавӑн чухлӗ хулӑнланать», «Хӑй курпун, чунсӑр, ҫӗр чавать», «Ҫырмара икӗ майра ташласа ҫӳреҫҫӗ», «Шӑлӗ пур - ҫӑварӗ ҫук», «Тимӗр шӑллӑ карчӑк, ури сенӗк пек, пур тӗнчене тӑрантарать, хӑй выҫах пурӑнать», «Вӑрмана кайрӑм - касрӑм, ҫула тухрӑм - аврӑм, киле килтӗм - ҫӗлерӗм, варри - тиха тирӗ, хӗрри - пӑру тирӗ»…
Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26
В2 витамин (рибофлавин) ҫитменнин паллисем – тута хӗрри ҫуркаланни, ӳт япӑхни, сӑмса-тута хутламӗсен тӗлӗнче шыҫни.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
А.В. Кочетов, Бауман, Белинский, Ҫыран хӗрри, Боронин, Утмӑлтурат, Ватутин, Ветвинский, Володарский, Гончаров, Дзержинский, Димитров, Жданов, Чугун ҫул, З.И. Парфенова, Завод, Ешӗл,3 Интернационал, Водниксен кварталӗ, Ешӗл квартал, Киров, Кирпӗч, Комгородок, Комсомол, Котовский, Тимӗрҫӗ, Лазо, Ленин, Линейнӑй, Маяковский, Менделеев, Стрелка микрорайон, Мирски, Мускав, Некрасов, Ҫӗнни, П.Г. Макаров, Пархоменко, Покровский, Радищев, Ҫӑлкуҫ, Салтак тӳми, Сад, Стрелецки, Стрелоксен141 дивизийӗ, Судаев, Сӑр ҫырми, Сӑр тракчӗ, Сӑр тупикӗ, Тельман, Толстой, Тиреклӗ, Фестиваль, Фрунзе, Фурманов, Хуҫалӑх, Чечеклӗ, Шупашкар, Чернышевский, Чкалов, Шаумян, Энгельс, Юбилей, Кӑнтӑр, Явлей тракчӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
5. Хулӑнӑшӗпе тинӗс хуранӗ алӑ тупанӗ хулӑнӑш пулнӑ, унӑн хӗрри, алтӑр хӗрри евӗрлӗскер, ҫурӑлса сарӑлнӑ лили чечекне аса илтернӗ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хулӑнӑшӗпе тинӗс хуранӗ алӑ тупанӗ хулӑнӑш пулнӑ, унӑн хӗрри, алтӑр хӗрри евӗрлӗскер, ҫурӑлса сарӑлнӑ лили чечекне аса илтернӗ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ, 5. Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ; 6. эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ; 7. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ, 8. эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн; 9-10. Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.