Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хулӑн (тĕпĕ: хулӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрне тӑршшӗ мӑйӑхӗ хулӑн тута хӗррисем тавра авӑнса аялалла усӑннӑ, хура куҫӗсем кӑвар пек йӑлкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑмӑртарах сӑмсин кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан ҫуначӗсемпе сӑмса шӑтӑкӗсем тӗлӗнчен чылай хулӑн тути патне анакан хырмасӑр хӑварнӑ ҫинҫе хура йӗрсем хуҫана уйрӑмах ытарайми илем кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хулӑн хура куҫ харшийӗсем айӗнчен кулса тӑракан хӑмӑр хура куҫсем пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ ӗнтӗ пӗшкӗнсе хӑлхине ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, чӗри тапнине итлеме тӑчӗ, анчах ҫак самантра сарӑ хулӑн ҫӳҫӗ тусӑлнӑ, сӑнне те, тӑнне те ҫухатнӑ Тарье чупса ҫитрӗ те, ывӑлӗпе упӑшки умне тӑсӑлса ӳксе, пӗтӗм ҫын чӗрине ыраттармалла хӑрушӑ сасӑпа: — Эй, турӑ! Мӗнпе ҫырлахтараймарӑмӑр-ши сана?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Сергейсен пахча кӗтессинчи вите аслӑкӗ ҫинчен хулӑн сасӑллӑ автан иккӗмӗш хут шарлаттарса авӑтса яни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисем тата ӑҫта? — хулӑн сасӑпа ыйтрӗ Петр Петрович, пӳрт тӑрринелле тинкерсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех хулӑн пӑр катрамӗ пӳрт умӗнчи тачка вулӑллӑ йӑмрана пырса ҫапӑнчӗ те, йӑмра чӗтренсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫыран хӗрринчисем те, пӑр ҫинчисем те сиссе юлаймарӗҫ — шаларахри хулӑн кӳмерккесем шавласа-шатӑртатса илчӗҫ те, пӗтӗм Палас чашлатса хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Теней, вӗҫсе каяс пек, ик аллипе те хӑлаҫланса илсе хыттӑн кӑна ӳсӗрчӗ — хӑй пӗчӗк пулин те сасси хулӑн унӑн, тӗреклӗ, вӑкӑр пек мӗкӗрмелӗх те хӑват ҫитермелле.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ясака вӑхӑтра тӳлемелле, ял-йышсем, — ӳкӗтлерӗ вӑл хулӑн сассине хӗрхенмесӗр.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кайса килӗпӗр, — майӗпен хӑйӗн хулӑн сассипе тавӑрчӗ асли.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑй куртӑр-ха, унӑн ӗнси хулӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иливан, эс ӑҫта? — кӑшкӑрчӗ вӑл хулӑн сассипе.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Митрополит атте, — кӗрлерӗ хулӑн сассипе священник, — похода хутшӑнакан мӗн пур ратнӑй ҫынсене турӑ ячӗпе кӗрешӗве кӗме пиллет.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Крепость хӳмисем хулӑн та ҫӳллӗ, вӗсен урлӑ чупса пырсах сиксе каҫаймӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Григорьевич Выродков крепоҫре темӗн те пӗр тутарасшӑн иккен: йӗри-тавра хулӑн хӳмесем купалаттарасшӑн, хапхасем айккине ҫичӗ тӗле башньӑсем лартасшӑн, посадра икӗ мунча, гостинӑй ҫурт, тутарсем валли хӑна килӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, тар хатӗрлеме селитра картишӗ тӑвасшӑн.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лере, Ушатых вотчининче, чутласа хатӗрленӗ пӗренесене, юпасемпе хулӑн хӑмасене воинсемпе мастеровойсем лашапа ҫӳлелле турттарчӗҫ, май килнӗ чухне ал вӗҫҫӗн йӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрне варринче лапка-лапка юр тиеве тата йывӑрлатрӗ, туратсем хулӑн «мамӑка» тӳсеймесӗр ҫӗр ҫумне ҫитиех авӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Халь пӗвери пӑр хулӑн мар-ха, ҫарта тепӗр чухне пӑрсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗрех кӑкӑр таран шыв урлӑ тулӑсене каҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫутӑ сӳнтерсе мотора чарсанах шофер хӑлхине ашшӗн аслати евӗр хулӑн сасси пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех