Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Кунта ӗнтӗ эллин та, иудей те, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗр Христос анчах, Христос Вӑл — пуринче те.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫакна, хамӑншӑн калама ҫук паха шутланаканнине, Христоса пула эпӗ сиен кӳрекенни вырӑнне ҫеҫ хутӑм.7. Но что для меня было преимуществом, то ради Христа я почел тщетою.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сирӗншӗн ун пекех чунтан-вартан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук: 21. пурте хӑйсене кирлине шыраҫҫӗ, Иисус Христоса юрӑхлине шырамаҫҫӗ; 22. Тимофей шанчӑклине эсир хӑвӑр пӗлетӗр: Ырӑ Хыпар сармашкӑн вӑл мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пек пулӑшса тӑчӗ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хатӗрленӗр, пилӗкӗре чӑнлӑх ҫыхӑр, тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне тӑхӑнӑр, 15. канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн урӑра сырса хатӗр тӑрӑр; 16. кирек хӑҫан та ӗненӗвӗн хулканне тытса тӑрӑр: унпа эсир шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те сӳнтерме пултарӑр; 17. тата ҫӑлӑнӑҫӑн калпакне, Сывлӑш паракан хӗҫе — Турӑ Сӑмахне — илӗр.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ку — калама ҫук пысӑк вӑрттӑнлӑх; эпӗ ҫакна Христоспа ӗненекенсен ушкӑнӗ (Чиркӳ) ҫинчен каланӑ тесе шутлатӑп.32. Тайна сия велика; я говорю по отношению ко Христу и к Церкви.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗлсех тӑрӑр: аскӑн ҫыннӑн, ирсӗр ҫыннӑн, мула хапсӑнакан ҫыннӑн, — ку ӗнтӗ йӗрӗхе пуҫҫапаканпа пӗрех, — Христоспа Турӑ Патшалӑхӗнче пайӗ ҫук.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйӗн тулӑхлӑ мухтавне кура, Хӑй Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Вӑл сирӗн шалти ӑс-хакӑлӑра тӗреклӗлентерме вӑй патӑрччӗ, 17. ҫапла ӗненнипе сирӗн чӗрӗрсем ӑшне Христос вырӑнаҫтӑрччӗ, 18-19. юрату сирӗн тымарӑр, сирӗн никӗсӗр пултӑрччӗ, вара сирӗн мӗнпур сӑваплӑ ҫынпа пӗрле Христос юратӑвӗн сарлакӑшӗпе тӑршшӗ, тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшӗ мӗн иккенне пӗлсе ҫитмелле пултӑрччӗ, Христосӑн ӑспа пӗлме ҫук юратӑвне ӑнласа илмелле пултӑрччӗ; ҫапла вара сирӗнте Туррӑн пур ырӑлӑхӗ те пултӑрччӗ.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ мана — сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере — ҫав тивлете панӑ: 9. мана ӑна суя тӗнлисене Христосӑн пӗлсе пӗтерме ҫук ырӑлӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме тата пурне те Иисус Христос урлӑ туса ҫитернӗ Туррӑн ӗмӗр никама та каламасӑр тӑнӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлтерме панӑ, 10. ӗненекен ушкӑн урлӑ халӗ ӗнтӗ тӳпери пуҫлӑхсемпе хӑватсене те Туррӑн тӗрлӗ ӑслӑлӑхне пӗлмелле тунӑ; 11. ҫав ӗҫ Турӑ ӗмӗртен малтанах хушнипе пулнӑ, Турӑ ӑна Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ туса ҫитернӗ; 12. Ун урлӑ эпир хӑюллӑ пултӑмӑр, Ӑна ӗненнипе Турӑ умне шанса пыратпӑр.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ан улталанӑр: Турра улталама ҫук.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн евӗрлисемшӗн саккун ҫук.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Чура арӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, чура ывӑлӗ ирӗклӗ арӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле еткер илес ҫук» тенӗ.Изгони рабу и сына ее, ибо сын рабы не будет наследником вместе с сыном свободной.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпир иудейран ҫуралнӑ, суя тӗнлисенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар; 16. ҫапах та этем саккуна пурӑнаҫласа пынипе мар, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухнине пӗлсессӗн, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр — эпир ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫласа пынипе мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухасшӑн, мӗншӗн тесессӗн саккуна пурӑнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук.
Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир хӑвӑра Хӑйӗн тивлечӗпе Чӗнсе Илекене пӑрахса Ырӑ Хыпара урӑхла вӗрентни хыҫҫӑн ҫапла хӑвӑрт кайнинчен тӗлӗнетӗп эпӗ; 7. урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук, сире пӑлхатакан, Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑсасшӑн тӑрӑшакан ҫынсем ҫеҫ пур.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хам ӑшӑмри Христос чӑнлӑхне асӑнса калатӑп: пӗтӗм Ахаи ҫӗрӗнче манӑн ырӑ ятӑма никам та пӗтерес ҫук.10. По истине Христовой во мне скажу, что похвала сия не отнимется у меня в странах Ахаии.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тавах Турра калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн!
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа эпир сире Асийӑра хамӑр хурлӑх курнине пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар; пире чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ: хамӑр чӗрӗ юласса та сунманччӗ.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эй ӑссӑр! эсӗ акни ҫӗрмесессӗн шӑтас та ҫук.36. Безрассудный! то, что ты сеешь, не оживет, если не умрет.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Этемле шухӑшласа калатӑп: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, эпӗ Эфесра тискер кайӑксемпе кӗрешнинчен мӗн усси мана?
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ?Если мертвые совсем не воскресают, то для чего и крестятся для мертвых?
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.