Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Киле (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тоня ҫул ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те киле кӗчӗ.

Кинув последний взгляд на дорогу, Тоня вошла в дом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсир пӗлетӗр-и, арестленӗ ҫынна кам хӑтӑлма пулӑшнине? — тесе ыйтрӗ Лиза киле ҫитсе пынӑ хушӑра.

— А вы знаете, кто освободил арестованного? — спросила Лиза, когда подходила к дому.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Ав мӗншӗн киле таврӑнмарӗ вӑл», — шухӑшларӗ Павел.

«Так вот почему он не вернулся», — подумал Павел.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Киле тавӑрӑннӑ май, вӑрман улпучӗн ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, хуллентерех ута пуҫларӗ.

И, возвращаясь обратно, около знакомой усадьбы лесничего замедлил шаг.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл унтан ҫак киле ҫывӑхарса килекен инкекрен хӑтарма йӑлӑнать; унпа юнашар тӑракан карчӑкӗ унӑн кӗллине пула ҫывхарса килекен ура сассисене часах уйӑрса та илеймерӗ.

Он просил его отвратить несчастие от дома сего, и стоявшая рядом с ним старуха не сразу разобрала за шепотом его молитвы шум приближающихся шагов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑма хӑй пӗлнӗ таран лӑплантарас тесе вӑл виҫҫӗшӗ те инҫетре, пӗр тӗттӗм ялта, Брузжак пиччӗшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ тесе, вӗсене унта хӑрушӑ мар, анчах халех киле тавӑрӑнма юрамасть, нимӗҫсене кунта тӑма йывӑрлансах пырать, часах улшӑну пулассине кӗтсе тӑмалла, тесе пӗлтерчӗ.

Успокоил как мог испуганную женщину, сообщив, что все трое устроились далеко, в глухом селе, у дядьки Брузжака, что они там в безопасности, но возвращаться им сейчас, конечно, нельзя, но что немцам туго, можно ожидать в скором будущем изменения.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Виҫҫӗшӗнчен киле таврӑнаканни пӗри те пулмарӗ.

Никто из троих домой не возвращался.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Станци коменданчӗ хушнипе хуларан шоссе тӑрӑх нимӗҫ салтакӗсене тиенӗ грузовиксем киле пуҫларӗҫ.

Из города уже летели по шоссе грузовики, полные немецких солдат, вызванных комендантом станции.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем хирӗҫ тӑрса пӑлханма пуҫлаҫҫӗ текен хыпарсем киле пуҫларӗҫ.

С линии приходили слухи, что железнодорожники начинают бастовать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун пек япалана киле ан илсе килнӗ пултӑр.

Я тебе всерьез говорю — ничего в дом не носи.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Киле кайма ӗлкӗрӗн, — йӑлӑнать Маруся.

Успеешь домой, — говорит упрашивающе Маруся.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Ах, шуйттан, киле таврӑниччен тӳрех унта чупмаллаччӗ-мӗн, — ҫивӗччӗн шухӑшларӗ вӑл. — Мӗнле шӑхӑрса тӑрса юлтӑм пулать-ха эпӗ?»

«Эх, черт, надо было сразу бежать туда, а не идти домой! — с отчаянием думал он. — И как это я проморгал?»

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эсӗ ӑна путсӗре, кала: пӗр патрон ҫеҫ киле илсе таврӑнтӑр, — пуҫне пӑрса тататӑп.

Ты ему, подлецу, скажи: если хоть один патрон в дом принесет, голову оторву!

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Декабрь пуҫламӑшӗнче эшелонсемпех капланса киле пуҫларӗҫ.

В начале декабря хлынули целыми эшелонами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ултӑ кунран Артём каҫхине киле таврӑнчӗ.

Через шесть суток вернулся Артем вечером.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павка хуҫа арӑмӗ патне кайрӗ те, киле каятӑп, тесе пӗлтерчӗ, анчах лешӗ ямарӗ.

Пошел Павка к хозяйке и заявил, что уходит домой, но та не отпускала.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗрре, январь уйӑхӗнчи сивӗ кунта, Павка хӑйӗн сменинчи ӗҫсене пӗтерсе киле кайма хатӗрлене пуҫларӗ, анчах ӑна улӑштаракан ача пымарӗ.

В один из морозных январских дней дорабатывал Павка свою смену и собирался уходить домой, но сменявшего его парня не было.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павкӑшӑн киле тавӑрӑннӑ пиччӗшӗпе калаҫасси ытла ырах мар пуласси паллах.

Не предвещала Павке ничего приятного беседа с приехавшим братом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Василий пупран вак-тӗвек хурлӑхсем тата та нумай тӳснӗ Павка: пуп ӑна хӑвала-хӑвала алӑкран кӑларнӑ, пуршӑн-ҫукшӑнах эрни-эрнипе кӗтессе тӑратнӑ, пӗр урок та ыйтман унран, ҫавӑн пирки вара унӑн мӑнкун умӗн начар вӗренекенсемпе пӗрле пуп патне киле урок пама каймалла пулнӑ.

Много еще мелких обид перенес мальчик от отца Василия: гонял его поп за дверь, целыми неделями в угол ставил за пустяки и не спрашивал у него ни разу уроков, а перед пасхой из-за этого пришлось ему с неуспевающими к попу на дом идти сдавать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл ӗнтӗ майпа киле тавӑрӑнса, ҫав тери тӑрӑшса ирхи куна каҫчен акцизнӑй инспектор патӗнче кухаркӑра ӗҫлекен амӑшне мӗн каласа парасси ҫинчен шухӑшларӗ.

Он думал о том, как ему явиться домой и что сказать матери, такой заботливой, работающей с утра до поздней ночи кухаркой у акцизного инспектора.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех