Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑр тӗрӗслев кунӗсен хӑрушӑ сехечӗсенче пӗтӗм ӑслӑ-тӑнлӑ Россия сирӗн ҫине пысӑк шанчӑк хурать, сире пӗтӗм чунтан ӗненсе тӑрать.В грозный час тяжелого испытания вся мыслящая Россия смотрит на вас с надеждой и верою.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вырӑнтан вырӑна куҫнипе службӑра туса тӑнӑ яланхи ӗҫсенчен хӑпнӑ казаксем тавар турттармалли вакунсенче тӗмсӗлсе лараҫҫӗ, хӑйсене Дон тӑрӑхӗнчи хуторсене ярасса кӗтеҫҫӗ (иккӗмӗш черетпе ҫара илнисене киле яраҫҫӗ текен хыпара пурте хытӑ ӗненсе лартнӑ), лашисене ӳрӗк-сӳрӗккӗн ҫеҫ пӑхаҫҫӗ, кунӗ-кунӗпе пасар тӑрӑх янкӑртатса ҫӳреҫҫӗ, халӑх хӑвӑрт туянакан япаласене — нимӗҫ утиялӗсене, штык, пачка, шинель, сӑран сумка, табак таврашӗсене тата позицире тӑнӑ чух пухса хатӗрленӗ ытти ӑпӑр-тапӑрсене сута-сута яраҫҫӗ…
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Сирӗн сисӗмлӗхӗрсем чӑн-чӑн сисӗмлӗх иккенне ӗненсе ҫитейместӗп эпӗ, — терӗ вӑл.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иван Федорович хӑйӗн аппӑшӗ ырӑ кӑмӑллӑ пулнине чӗререн ӗненсе тӑнипе ҫарти ӗҫне унчченхи пекех йӗркеллӗ туса пынӑ.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чылайччен ӗненсе пурӑнать ӑна хупах хуҫи, кайран ӗненми пулать.
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл госпитальте выртнӑ вӑхӑтра ҫапӑҫу йывӑрлӑхне пӑхмасӑрах салтаксем хӑйсен вӑйне тата хӑйсем ҫӗнтерессе шанса тӑни ҫав тери ҫирӗпленнипе, вӗсем ҫӑкӑрсӑрах, ҫак вай-хал паракан шанчӑка ӗненсе тӑнипе кӑна пурӑнма пултарассӑн туйӑннӑ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лена, макӑрса ямасӑр каласа пама пултарасса ӗненсе илесшӗн пулса, пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн тин пӑшӑлтатса хирӗҫ каларӗ:
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Матвей Юргин ҫурҫӗр иртсен чылай ҫӗрле кӑна, хӑйӗн роти ҫапӑҫӑва питӗ лайӑх хатӗрленсе ҫитнине, ыран вӑл пурнӑҫне хӗрхенмесӗр ҫапӑҫассине ӗненсе илсен ҫеҫ кӑштах лӑпланчӗ, вара нумаях пулмасть тупнӑ телейне ҫӗнӗрен туйса илчӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑйӗн кашни утӑмӗшӗнех, кашни сӑмахӗшӗнех тӑван ҫӗршыв умӗнче пысӑк ответлӑ пулнине ӑнланни Мускав патнелле чакса пынӑ май кашни кунах, ӳснӗҫемӗн ӳсрӗ, — хӑй кирек мӗнле туни пурте ӑна шанса панӑ тата вӑл тӑшмана ҫӗнтерме пултарасса ӗненсе тӑракан ҫӗршер ҫыннӑн пӗр евӗрлӗ пулма кирлине ӑнланать вӑл.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унӑн ҫуталса тӑракан сӑнӗнче кашни йӗрӗнчех хытӑ хавхаланни, пысӑк телейлӗх, мӑнаҫлӑх, пурне те тума хатӗрри, ӑна тума пултарасса ӗненсе тӑни — пурте ҫав тери уҫҫӑн палӑрса тӑчӗҫ.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кайрантарах кӑна вӑл хӑй хӗрӳленнӗ пулсан та тӗрӗс тунине ӗненсе ҫитнӗ: халӑх курайманлӑхӗ хупӑрласа тӑракан ҫуртра вӑл текех пурӑнма пултарайман…
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ыттисемпе пӗрле харсӑррӑн малалла чупрӗ, хӑйӗн вӑйне, хӑй ырӑ ӗҫ тунине ӗненсе чупрӗ, ӑна нимле чӑрмав та тытса чараяс ҫук…
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
. — Ҫӗнӗ ҫын ҫак пӳртре пурӑнса ирттернӗ вӑхӑт ҫителӗклӗ пулнине ӗненсе илнӗ пек Шошин ӑна кӑмӑллӑнах хӑйпе пӗрле илчӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Нимӗҫ фашисчӗсен ҫарӗ халлӗхе хӑватлӑ та хаяр вӑй пулнине йышӑнас пулать; ҫав ҫар Гитлерӑн Мускава тытса илесси ҫинчен калакан приказне ҫирӗп ӗненсе наступление кӗрет.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах вӑл Ленӑна чӗррӗн тупса курас шанчӑкне мӗнпур вӑйран ӗненсе тӑчӗ.Но все же он всеми силами сберегал в себе надежду найти и увидеть Лену живой.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Эпӗ те шырама каятӑп! — терӗ Юргин, пӑлханса тата хӑй мӗн шутлани тем пулсан та кирлине чӗререн ӗненсе.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеров хӑйне сӑрт ҫинчи ҫынсенчен пуринчен те тӑн-пуҫлӑрах тыткаланине Лена тӗппипех ӗненсе ҫитрӗ.И Лена окончательно убедилась, что Озеров ведет себя благоразумнее всех на высоте.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Атакӑна кӗме хатӗрленсе выртнӑ вырӑнта пулнӑ туйӑмсем ӑна тӗнчере мӗнпур лайӑххи, илемли ҫӗнтерессине ӗненсе тӑни халапри пек вӑй хушса пачӗ…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӗрӗсем вара, мӗскӗнсем, ҫакна чӑннипех ӗненсе пӑрахаҫҫӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Партизансем ӑҫта пурӑннине Марийка пӗлет пулсан, амӑшӗ унран та лайӑх пӗлме пултарнине Лозневой ӗненсе тӑнӑ.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.