Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑрҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑрҫӑ (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ мӗн — ҫакӑнпа вӑрҫӑ пӗтсе ларчӗ тетӗн-им?

— Ты что, думаешь, на этом и кончилась война?

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫитес вӑхӑтрах вӑрҫӑ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кайӗ, ун чух вара вырӑс ҫыннисен лӑпкӑ та аслӑ, вилӗмсӗр чун-хавалне нимӗнле нимӗҫ вӑйӗ те парӑнтараймӗ, шухӑшларӗ Озеров.

Озеров подумал о том, что в недалеком будущем наступит перелом в войне, что никакая вражеская сила никогда не сломит спокойного, величавого и бессмертного духа русских людей.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эп сана калатӑп: паян вӗсем вӑрҫӑ пуҫланнӑ кунхинчен те ытларах ӗненеҫҫӗ!

И я тебе скажу: сегодня они верят даже сильнее, чем в первый день войны!

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрҫӑ пӗтсен.

— После войны.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрҫӑ вара тӑруках ав ҫавӑнталла ҫаврӑнса каятчӗ! —

И война сразу повернет туда! —

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Волошин майор полкӗ Опочка патӗнче — Великая ятлӑ юханшыв хӗрринче пулнӑ.

Когда началась война, полк майора Волошина стоял рядом с Опочкой, на берегу реки Великая.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ҫапла, вӑрҫӑ пек мар ҫав.

— Да, на войну не похоже.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпир мӗн чухлӗ каялла чакатпӑр, ҫӗршыва, пурлӑха пӑрахса хӑваратпӑр, нуша куратпӑр, ҫапах та, ҫук, ҫак вӑрҫӑ нумайӑшне чӗререн пырса тивеймен-ха!

Сколько мы отходим, сколько земель и добра бросаем, сколько нужды терпим, а нет, многим еще не дошла эта война до печенок!

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халиччен, дивизи штабӗнче ӗҫленӗ чух, вӑл яланах вӑрҫӑ хирӗнчен инҫетре пулнӑ-мӗн.

До сих пор, работая в штабе дивизии, он находился вдалеке от поля боя.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мускавран леререхре нихҫан та вӑрҫӑ пулман пулас.

Дальше Москвы никогда, кажись, войны не было.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь вӗт ку вӑрҫӑ хӑш еннелле ҫаврӑнса тӑрассине те ӑнланса илме ҫук.

Теперь ведь и не поймешь, куда это война повернет.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫак минутсенче Марийка ӑнланса илчӗ: вӑрҫӑ Андрейӑн вӑйне пӗтерсех пырать иккен.

И в эти минуты Марийка подумала, что война истощает силы Андрея.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрҫӑ ҫинчен вӑл мӗн шухӑшланине ӑнланма хӗн пулнӑ.

Трудно было понять, что он думает о войне.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрҫӑ пуҫланса кайнӑ.

Началась война.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Авӑ, вӑрҫӑ хапхаран пӑхать!

Война вон глядит в ворота!

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрҫӑ ҫинчен те манса кайнӑ, э?

— Забыл и о войне, а?

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унта вӑрҫӑ пырать ӗнтӗ.

Война там уже идет.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Каллех вӑрҫӑ

И опять вот война…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫук, ку — мӗн ӗмӗр-ӗмӗрех хӑйсене законлӑ тивӗҫ пулнӑ, халӗ вӑрҫӑ вучӗ витӗр каялла туртса илнӗ хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче шанчӑклӑн утакан ҫынсен — ҫӑмӑл, ҫав вӑхӑтрах ҫав тери тӗреклӗ, ирӗклӗ, ялан хавхалантаракан юхӑма ҫирӗп пӑхӑнса пыракан ҫынсен утти.

Нет, это был легкий и вместе с тем очень прочный, вольный, но строго подчиненный одному вдохновляющему движению шаг людей, которые уверенно ступают по своей собственной земле, всегда, испокон веку, законно им принадлежавшей и вот опять снова отвоеванной.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑрҫӑ вӑрттӑнлӑхӗ, Гора пичче, — кӑштах именсе кайрӗ Володя, анчах ҫавӑнтах ним тунмасӑр каласа пачӗ:

— Военная тайна, дядя Гора, — смутился немного Володя, но тут же чистосердечно признался:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех