Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утса (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хывӑн, лар, — Фомин сӗтел хушшинчен тӑрса тухрӗ, аллине кӑнтарса, Григорий патне утса пычӗ.

Раздевайся, садись, — Фомин встал из-за стола, подошел к Григорию, протягивая руку.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фоминӗ йӗнерленӗ лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтнӑччӗ, Капарин унпа юнашар утса пыратчӗ.

Фомин вел в поводу оседланного коня, Капарин шел рядом.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий хӑвӑрт ун патне утса пычӗ, ыталаса питӗнчен чуптурӗ.

Григорий быстро шагнул к ней, обнял, крепко поцеловал в щеку.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл самай ӳсӗрччӗ, тайкаланса утатчӗ, анчах Григорий патне утса пынӑ чухне, шурӑ тӑмпа вараланнӑ курткӑн пур тӳмисене те тӳмелесе, хӑйӑлтатса каларӗ:

Он был преизрядно пьян, покачивался на ходу, но, подойдя к Григорию, застегнул на все пуговицы измазанную белой глиной куртку, хрипло сказал:

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья ӑна тимлӗ тӑнларӗ, унтан, аллисене хуллен вӗҫерсе, кӑмака умнелле утса кайрӗ.

Аксинья внимательно выслушала его рассказ, затем мягко освободила руки и отошла к печи.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, кӑштах уксахласа, сӗтел патне утса иртрӗ, ларчӗ.

Прихрамывая, он прошел к столу, сел.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вӑл, аллине кубанка ҫӗлӗкӗ патне тытса, Григорипе сиввӗн сывпуллашрӗ, янк тӳрӗ те кулас килмелле мӑнкӑмӑллӑскер, хулпуҫҫи ҫине тӑхӑнса ҫыхмалли ҫӗнӗ пиҫиххине нӑчӑртаттарса, тӑкӑрлӑкпа утса кайрӗ.

— Приложив руку к кубанке, он холодно попрощался с Григорием, пошел по переулку, поскрипывая новыми наплечными ремнями, прямой и до смешного важный.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем виҫӗ квартал утса иртрӗҫ, унтан Фомин чарӑнса тӑчӗ.

Они прошли три квартала, и Фомин приостановился.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем урампа утса кайрӗҫ.

Они пошли по улице.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун патнелле Петропа пӗр полкра службӑра ҫӳренӗ Яков Фомин — Дон ҫарӗнче пӑлхав тунӑ 28-мӗш полк командирӗ пулнӑскер — утса килет.

К нему подходил Яков Фомин — однополчанин Петра, бывший командир мятежного 28-го полка Донской армии.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шкул хӳми патӗнче вӑл курми пулнӑ куҫӗсемпе тислӗк тӑкса ҫемҫетнӗ ҫӗр ҫине пӑхса тӑчӗ, хӑйне халь таса мар картлашкасем тӑрӑх ҫыхса лартнӑ алӑсемпе путвала аннӑ пек, хыҫран тӑршӑнчӑк авӑрлӑ нагана ҫатӑрласа тытнӑ ҫын утса пынӑ пек курчӗ.

Он стоял около школьного забора, незрячими глазами смотрел на унавоженную землю и уже видел себя со связанными руками, спускающегося по грязной лестнице в подвал, и — человека сзади, твердо сжимающего шершавую рукоятку нагана.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохор ӑсланса кайнӑ ҫаврака кунчаллӑ ҫӑматӑ тӑхӑнса янӑ та, мулаххайне куҫ харшисем ҫинех пусса лартнӑскер, ӗне сумалли пушӑ витрене алапашлӑн сулкаласа, крыльца еннелле утса килет.

Прохор в растоптанных круглых валенках, в надвинутом по самые брови треухе шел к крыльцу, беспечно помахивая порожним дойным ведром.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хутор варринелле васкамасӑр утса кайнӑ май, Григорий, таҫта ют ҫӗре килсе лекнӗ пек, мӗн ачаран пӗлнӗ-палланӑ ҫуртсемпе сарайсем ҫине тинкерӳллӗн сӑнаса пӑхса пычӗ.

Медленно шагая к центру хутора, Григорий внимательно, словно в чужой местности, разглядывал знакомые с детства дома и сараи.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ хӗрӗх ҫухрӑм патне ҫуран утса килтӗм, урасем шӑйрӑлса пӗтрӗҫ, ыран канатӑп та виҫмине регистрацие каятӑп.

— Я шел пешком почти сорок верст, подбился, завтра отдохну, а послезавтра пойду на регистрацию.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья хыпаланчӗ, тем васкавлӑ ӗҫ кӗтнӗ пек, хӑвӑрт килнелле утса кайрӗ, хӑйсен крыльци умне ҫитсен ҫеҫ, уттине чакарса, нӑчӑртатакан картлашкасем тӑрӑх хуллен асӑрханса улӑхрӗ.

Аксинья спешила домой, шла быстро, словно там ждало ее неотложное дело, только около крыльца своего куреня замедлила шаг, осторожно поднялась по скрипучим ступенькам.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий ачана урайне антарса ячӗ, кулкаласа, хӑмӑр ӳтлӗ пысӑк аллине тӑсса, кӗрӳшне хирӗҫ утса пычӗ.

Григорий бережно опустил ребенка на пол, пошел навстречу зятю, улыбаясь, протягивая большую смуглую руку.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аван та пулӗччӗ ҫав акапуҫ тыткӑчӗсене тытса, кӑпкалатнӑ ҫӗрӗн нӳрӗ те тӑварсӑр шӑршине, суха тимӗрри касса хӑварнӑ курӑкӑн йӳҫек тутӑлла уҫӑ варкӑшне сӑмса шӑтӑкӗсемпе сӑхланчӑклӑн ҫӑтса, нӳрӗ касӑ тӑрӑх акапуҫ хыҫӗнчен утса пыма.

Хорошо бы взяться руками за чапиги и пойти по влажной борозде за плугом, жадно вбирая ноздрями сырой и пресный запах взрыхленной земли, горький аромат порезанной лемехом травы.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тулли ӳтлӗ тӗрӗклӗ вӑкӑрсем малтанхи пекех виҫеллӗн те йывӑррӑн утса пыраҫҫӗ.

Крупные упитанные быки шли все тем же размеренным заплетающимся шагом.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрарӑм-лавҫӑ, чӑпӑрккипе хӑмсаркаласа, вӑкӑрсемпе юнашар утса пырать.

Подвозчица шагала рядом с быками, помахивая кнутом.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Громов алӑк еннелле лӳпперрӗн тайкаланса утса кайрӗ, аллипе ӳркевлӗн алӑк хӑлӑпне тытрӗ те сасартӑк, пӗрре сиксех, ҫенӗкрен тухса вӑркӑнчӗ, тулти алӑка урӑм-сурӑммӑн шалтлаттарса хупса, крыльцаран сикрӗ.

Гром вразвалку пошел к выходу, лениво взялся за скобу и вдруг одним прыжком перемахнул сени, бешено хлопнул наружной дверью, прыгнул с крыльца.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех