Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Иосафат патне пырса евит туса каланӑ: тинӗс леш енчен, Сирирен, сана шутсӑр йышлӑн тапӑнса килеҫҫӗ; вӗсем Хацацон-Фамаре, урӑхла каласассӑн Енгеддие, ҫитнӗ те ӗнтӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑн чухне Соломон тинӗс хӗрринчи Идумея ҫӗрне — Ецион-Гаверпа Елаф хулисене — кайнӑ.17. Тогда пошел Соломон в Ецион-Гавер и в Елаф, который на берегу моря, в земле Идумейской.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тата вӑл сапансем тунӑ, вӗсем ҫине лартма ҫӑвӑнмалли савӑтсем тунӑ; 15. пӗр тинӗс, ун айӗнчи вуникӗ вӑкӑр, 16. чарасемпе калаксем, ченӗҫкесем, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрӗ — ҫакна пурне те Хирам-Авий Соломон патшана Турӑ Ҫурчӗ валли якатса ҫутатнӑ пӑхӑртан туса панӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хулӑнӑшӗпе тинӗс хуранӗ алӑ тупанӗ хулӑнӑш пулнӑ, унӑн хӗрри, алтӑр хӗрри евӗрлӗскер, ҫурӑлса сарӑлнӑ лили чечекне аса илтернӗ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унран Соломон пӑхӑр тинӗс, юпасем тата пӑхӑр савӑт-сапа тутарнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те шавлаччӑр, хир те, унта мӗн пурри те — пурте савӑнччӑр.32. Да плещет море и что наполняет его, да радуется поле и все, что на нем.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫиччӗмӗш хутӗнче ача каланӑ: акӑ тинӗс енчен пысӑках мар, этем алӑ тупанӗ пысӑкӑш, пӗлӗт хӑпарать, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ахав ӗҫсе ҫиме кайнӑ, Илия вара Кармил тӑррине улӑхнӑ та чӗркуҫленсе, пуҫне чӗркуҫҫине перӗнмелле пӗксе ларнӑ, 43. унтан хӑйпе ҫӳрекен тарҫине, ҫамрӑк ачана, каланӑ: пыр-ха, тинӗс еннелле кайса пӑх-ха, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Тата вӑл Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур тинӗс ҫинче те хуҫа пулса тӑнӑ.][И господствовал он над всеми морями от реки до земли Филистимской и до пределов Египта.]
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Соломон ҫыннисемпе пӗрле ишме ҫав карап ҫине Хирам тинӗс ӗҫне пӗлекен тата карапсемпе ҫӳреме пӗлекен хӑйӗн ҫыннисене янӑ; 28. вӗсем Офир ҫӗрне кайнӑ, унтан тӑватҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн илсе тухса Соломон патшана кӳрсе панӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Соломон патша тата Идумея ҫӗрӗнче Елоф хули ҫывӑхӗнчи Ецион-Гавер теекен хулара, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче, карап тунӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хулӑнӑшӗпе тинӗс хуранӗ алӑ тупанӗ хулӑнӑш пулнӑ, унӑн хӗрри, алтӑр хӗрри евӗрлӗскер, ҫурӑлса сарӑлнӑ лили чечекне аса илтернӗ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унтан пӑхӑртан шӑратса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ: унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ, йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ Соломона ӑслӑлӑхпа питех те пысӑк ӑс-хакӑл, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек виҫесӗр ӑстӑн панӑ.29. И дал Бог Соломону мудрость и весьма великий разум, и обширный ум, как песок на берегу моря.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ халӑхлӑ Иудӑпа Израиль ӗҫнӗ, ҫинӗ, савӑнса пурӑннӑ.20. Иуда и Израиль, многочисленные как песок у моря, ели, пили и веселились.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ҫӳлхуҫа Соломона питех те пысӑк ӑс-хакӑлпа ӑслӑлӑх, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек нумай пӗлӳ панӑ.[И дал Господь Соломону разум и мудрость весьма великую и обширный ум, как песок при море.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫанӑн хаяр сассипе, Унӑн ҫилли ҫил пек вӗрсе тӑнипе тинӗс тӗпӗсем курӑнчӗҫ, тӗнченӗн тӗпӗ-никӗсӗ уҫӑлчӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа та ҫапла канаш паратӑп: сан патна пӗтӗм Израиль — Данран пуҫласа Вирсавия таранах — тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑн пуҫтарӑнтӑр та, эсӗ ху вӗсемпе пӗрле кайӑн; 12. вара эпир, вӑл кирек хӑш вырӑнта пулсассӑн та, ӑна хирӗҫ тухӑпӑр та, ҫӗр ҫине сывлӑм ӳкнӗ пек, ӑна тапӑнӑпӑр; унпа пӗрле пулнӑ ҫынсенчен пӗри те чӗрӗ юлаймӗ; 13. эхер те вӑл пӗр-пӗр хулана тарсассӑн, пӗтӗм Израиль ҫав хула патне вӗренсем илсе пырӗ те, эпир вӑл хулана пӗр чул юлмиччен юханшыва кайса пӑрахӑпӑр, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Филистимсем те Израиле хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫтарӑннӑ: вӑтӑр пин ҫар урапи, ултӑ пинлӗ утлӑ ҫар тата тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ халӑх; пынӑ та Михмасра Беф-Авенӑн хӗвелтухӑҫ енне тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аммон патши патне Иеффай каллех элчӗсем янӑ, 15. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Иеффай акӑ мӗнле калать: Израиль Моав ҫӗрне те, Аммон ҫӗрне те илмен; 16. Египетран тухсан, Израиль пушхир урлӑ Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ, Кадеса ҫитнӗ; 17. Израиль ҫавӑнтан Эдом патши патне элчӗсем янӑ, каланӑ ӑна: «Мана хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ» тенӗ; анчах Эдом патши ӳкӗте кӗмен; Моав патши патне те элчӗсем янӑ вӑл, анчах ку та хирӗҫ пулнӑ; ҫавӑнпа Израиль Кадесрах юлнӑ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.