Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Алексей сăмах пирĕн базăра пур.
Алексей (тĕпĕ: Алексей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫласа килсен ӑҫта ӗҫе вырнаҫӗ-ши пирӗн Алексей? — маччана пӑхса выртнӑ хушӑрах пӑчӑртарӗ арӑмне хӑй ҫумне.

Куда же наш Алексей устроился на работу после службы в армии? — смотрел он в потолок и прижимал к себе жену.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Упӑшки те ҫывӑрайманнипе аптранипе туйса хӗрарӑм ҫӑварне уҫрӗ: — Кӗҫех Алексей вун иккӗ тултарать.

Чувствуя, что и мужу не спится, женщина открыла рот: - Вскоре Алексею двенадцать исполнится.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Пылчӑкӗ шӑл хушшине ларса юлать, — шӳт туса калаҫрӗ Алексей.

Вся вкуснятина остается в зубах, — шутил Алексей.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

«Упӑшкин ячӗ Слава иккен. Алексей уншӑн мӗнле ҫуннине пӗлейрӗ-ши Оксана? Ҫамрӑкрахчӗ ҫав ывӑлӗ ҫӗре кӗнӗ вӑхӑтра. Вун тӑваттӑра кӑначчӗ вӗсем. Оксана кун пирки халӗ те пӗлмест пулас», — йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑракан хӗрарӑм ҫинчен куҫне илмерӗ хунямӑшӗ пулайманскер.

«Супруга, значит, зовут Славой. Знает ли Оксана, как по ней тоскует Алексей? В то время они были совсем молодыми, когда хоронили его. По четырнадцать было им. Вроде бы Оксана до сих пор не знает об этом», — несостоявшиеся теща не сводила глаз с женщины со сияющей улыбкой.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Епле ун пирки ӗмӗтленетчӗ ывӑлӗ Алексей, тахҫанах ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ пӗртен пӗр ачи.

Как же мечтал о ней сын Алексей, давно ушедший в мир иной единственный ребенок.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Арҫынсем ҫӳле тата пӑртак утӑ ывӑтрӗҫ те Алексей сасси илтӗнчӗ: — Ан, Ираида аппа.

Мужчины еще немного покидав на верх сена послышался голос Алексея: - Спускайся, тетя Ираида.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Алексей, нумай-и-ха унта хӑпартмалли? — ыйтрӗ вӑл.

- Алексей, много там закидывать? - спросила она.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Алексей Судленков Общество палати регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин, культурин аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе Чӑваш Республикинчи, федерацин территорири ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе, ҫӗршыври тата регионти общество пӗрлӗхӗсемпе, граждансен ытти институчӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий ПЕТРОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри Общество палатин председателӗпе Алексей Судленковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий ПЕТРОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Алексей Ефимов - Тӑвай районӗн Хисеплӗ гражданинӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Апла-тӑк, пирӗн тӑрӑхри чухӑн ҫӗрсем ҫинчех 50 центнер е ытларах та тухӑҫ илме май пуррине Алексей Никифорович ӗҫпе ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Алексей Никифорович тырпул туса илессине наука вӗрентӗвӗн никӗсӗ ҫинче туса пырассине йӗркелесе янӑ, анлӑ лаптӑксем ҫинче сӑнавсем ирттернӗ, ҫӗнӗ меслетпе пур ҫӗрте те пысӑк тухӑҫ илме май пуррине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Алексей Ефимов Тӑвай районӗнчи «Красная Чувашия» колхозра тӗп агрономра хӗрӗх ҫула яхӑн вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

- Алексей Никифорович, калӑр-ха, мӗнпе интереслӗ агроном ӗҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Алексей Никифорович пӗр вӑхӑта шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке каччи Алексей Иванов Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ М.В.Петров ертсе пынипе тимӗр вӑййипе вунпилӗк ҫултах кӑсӑкланма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Крымран — тӑватӑ медальпе // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ку ӑмӑртура Алексей Леонтьев, Леонид Ярдов, Иван Майоров, Вячеслав Христофоров, Ринат Сафин тата Михаил Бабич мала тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Спортсменсене ҫавӑн пекех ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионки Елена Николаева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, ЧР экологи министрӗ Сергей Павлов, Комсомольски районӗн ертӳҫисем Хасиятулла Идиатуллинпа Алексей Самаркин, ЧР спорт ветеранӗсен канашӗн председателӗ Василий Шоркин, СССР спорт мастерӗ, тӗнче категориллӗ судья Сергей Бронников, ЧР кире пуканӗ йӑтакансен федерацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Карпов, спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ, Европа чемпионӗ Сергей Яковлев тата ыттисем ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫак ӗҫе Шупашкарта еплерех йӗркелени ҫинчен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каласа пачӗ.

Как налажена эта работа в Чебоксарах, рассказал глава городской администрации Алексей Ладыков.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Алексей Алексеев инженер Чӑвашрадиора — 5-мӗш ҫул.

Инженер Алексей Алексеев в Чувашрадио - 5-ый год.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех