Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эсӗ сăмах пирĕн базăра пур.
эсӗ (тĕпĕ: эсӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла эсӗ вӗсене шеллетӗн, ҫавӑнпа та ачашласа ӳкӗте кӗртме шухӑшлатӑн-и?

Ты их прижеливаешь и норовишь с нежностями уговаривать?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ вӑтам хресченсене хӑратса пӑскӑрткаласа илессине хирӗҫ тӑратӑн пулать, эппин?

Ты, значится, супротив того, чтобы нашим середнякам острастку задавать?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗншӗн-ха вара эсӗ, Давыдов, ку статья шӑп та шай мана пуҫран пырса тӗкет, тетӗн?

А почему ты, Давыдов, говоришь, что статья именно мне в глаз встромилась?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ ан пӳл-ха, Андрей!

— Ты не перебивай, Андрей!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ рядовой боец, ҫавӑнпа та строя тытса пыр, унсӑрӑн эпир сана часах ҫӑварлӑхлама пултаратпӑр!

Ты рядовой боец и ты строй соблюдай, а то мы тебе прикорот сделаем!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ тата, тархасшӑн, сӑмахна пӗтер-ха, Макар, ӗҫ ҫинчен калаҫас пулать-ҫке!

— И ты, пожалуйста, кончай, Макар, об деле надо гутарить!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ, хайхискер, эскадронтан шӑп та шай пӗр сотня вырнаҫмалӑх маларах сиксе ӳкнӗ… — терӗ Разметнов, юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах Давыдова пулӑшса пыраканскер.

— Ты от эскадрона-то выскакал вперед как раз на сотенник… — хмурясь, сказал Размётнов, последнее время упорно поддерживавший Давыдова.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ хамӑр пӗрле тунӑ йӑнӑшсене халӗ епле тӳрлетесси пирки сӗнӳсем пар, кун пек мӗнле-ха апла эсӗ, Троцкий майлах: «Эпӗ партире, эпӗ тата парти…» — тесе кӑна тӑратӑн…

Давай предложения, как нам наши общие ошибки поправлять, а этак что ж ты, как Троцкий: «Я в партии, я да партия…»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн эсӗ ҫакӑн пек хаклӑ вӑхӑтра та сӑрнайна ӗнерсе ларатӑн?

Что ты в такое дорогое время разводишь волынку?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ ӗҫ пирки калаҫ-ха, Макар!

— Ты по существу говори, Макар!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ, Давыдов, яланах мана: эсӗ — сулахай троцкист, тесе куҫран тӗртеттӗнччӗ.

Ты, Давыдов, мне все время в глаза ширял, что я — левый троцкист.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эппин эсӗ совет влаҫне хирӗҫ?

Ты, значится, против Советской власти?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ, шӑхличӗ, мана вӗрентсе ларма тата тӗртсе калаҫма ҫамрӑкрах-ха халь!

— Ты, кужёнок, молодой меня учить и заметки мне делать!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫичҫӗр арӑм та виҫҫӗр еркӗн пӗлнӗ эпӗ, хӗрсен вара шучӗ ҫук, анчах эсӗ — пӗртен-пӗрре, ман ҫепӗҫскерӗм!

Семьсот жен я знал, и триста наложниц, и девиц без числа, но единственная — ты, прекрасная моя!

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ман кӑкӑрсем хушшинче эсӗ мирра ҫыххи евӗрех выртатӑн!

Ты лежишь, как мирровый пучок у меня между грудей!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кидар чатӑрӗсем пекех, Соломон храмӗнчи каркӑҫсем пекех хӳхӗм эсӗ!

Ты прекрасна, как шатры Кидарские, как завесы в храме Соломоновом!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Эпӗ шутланӑ вара: Гор мар-ши эсӗ, Озирис ывӑлӗ, е урӑх турӑ?

И я думала: не Гор ли ты, сын Озириса, или иной бог?

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Эп камне пӗлнӗ-и эсӗ?

Знала ли ты, кто я?

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Эсӗ, халех тӑрса, ман патӑмран кайсан та, сана урӑх нихҫан курмалла мар пулсан та, хам ӗмӗрӗм вӗҫленичченех тав туса асӑнӑп эпӗ сан ятна, Соломон!

Если бы ты сейчас же встал и ушел от меня и если бы я осуждена была никогда потом не видеть тебя, я до конца моей жизни буду произносить с благодарностью твое имя, Соломон!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Куншӑн ӳкӗнместӗн-и эсӗ, Суламифь?

— Ты не жалеешь об этом, Суламифь?

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех