Шырав
Шырав ĕçĕ:
Карӑлса кайнӑ пӗчӗк сарӑ сӑмсинчен юнлӑ кӑпӑк хӗрелсе тухнӑ, пӗчӗк шӑрҫа пек куҫӗ чеен хӗсӗннӗ, сивӗнсе ҫитеймен урисем вӗттӗн чӗтреҫҫӗ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Такӑрланса ҫитеймен ҫулпа лашасем ҫунана аран-аран сӗтӗреҫҫӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫук, ҫитеймен, — хирӗҫ тавӑрчӗ Марийка.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак ҫуркунне, уй юртан тасалсанах, «СТЗ — НАТИ» тракторсем, типсе ҫитеймен ҫӗр ҫине чӑпар йӗр хӑварса, ҫеҫенхире пуклак та вӑрӑм сӑмсасемлӗ пилӗк электротрактор, вӗсем хыҫҫӑн резина кустӑрмаллӑ сип-симӗс курӑк тӗслӗ пилӗк пӗчӗк вагон туртса тухрӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей коридор тӑрӑх утса кайрӗ те Алдахин кабинечӗпе юнашар ҫиелтен коленкорпа сӑрман алӑк ҫинче тин ҫеҫ ҫурнипе куҫ хӑнӑхса ҫитеймен саспаллисене курчӗ: «РК секретарӗ — Т. Нецветова».
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак сехетре мӗн ҫине пӑхатӑн, пурте чӑн-чӑн та илемлӗ картина пек курӑнать: хӗвел пайӑркисем йывӑҫсене ҫап-ҫутӑн ҫутатнипе ҫулҫӑсем те хӑйсем витӗр ҫип пек ҫинҫе ҫутӑ пайӑркисене ҫӗр ҫине яраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем халӗ ирхи сывлӑм тумламӗсемсӗр тӑрса юлнӑ та, йӑлтӑртатмаҫҫӗ; машинасем — кунта легковойсем те, грузовиксем те пур — лаша транспортӗнчен чылай инҫене икӗ рете ларса тухнӑ, шоферсем, хӑйсен йӑлипе пӗр ушкӑна пухӑнса тем ҫинчен питех те шакӑлтатса калаҫаҫҫӗ; кучерсен яланах ҫавӑн пек; хӑйсен ӗҫӗсем, хӑйсен интересӗсем пур — Дорофей вӗсен пуҫлӑхӗ, пурте вӗсем чикарккӑ туртаҫҫӗ, машинӑсем хӑваласа иртнӗ эпир пӗлекен ҫӳрен ӑйӑрсене тимлесех сӑнаҫҫӗ, — хӑйсемпе юнашар тӑракан лашасем ҫине пӑхмасӑр апат ҫиччӗр тесе, вӗсене айккинерех тӑратнӑ тачанка ҫумне кӑкарнӑ; тикӗт сӗрнӗ атӑ тӗсӗ кайнӑ лампассемлӗ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫийӗнчи тӑвӑртарах пиншакӑн тӳмисене пурне те тӳмеленӗ Тутаринов старик Никита Мальцевпа тата Стефан Петрович Рагулинпа тем ҫинчен калаҫать; вӑхӑт-вӑхӑтпа площадьре тытӑнчӑклӑрах сасӑ янӑраса каять: «Электричество пысӑк вӑй пулса тӑнине сирӗн ӑнланмалла ӗнтӗ!» — ку Прохор Ненашев хӑй пекех электриксене темскер ӑнлантарса парать; Илья Стегачев, пухӑва килнӗ кашни ҫынна сывлӑх сунать, хӑнасене типографи краски шӑршинчен те тасалса ҫитеймен ҫӗнӗ хаҫат парать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Уйӑх ҫутинче татах шурӑрах курӑнакан пуҫӗ каҫӑрӑлнӑ, курӑк ӑшне путнӑ; ҫӑварне хупланӑ тачка тутисем ҫинче хура йӗр курӑнать — сивӗнсе ҫитеймен юн сӑрхӑнса тӑрать; курӑк хушшинче икӗ кӑвак чечек — пӗри хӑлха патӗнче, тепри янахран аяларах — унӑн кантӑк пек сивӗ куҫӗсем ҫине хӑравҫӑлла пӑхса лараҫҫӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсен тулли те типсе ҫитеймен пичӗсем те, хӗвеле хирӗҫ пӑхнипе йӑлтӑртатакан куҫӗсем те: «Шыва епле лайӑх кӗтӗмӗр эпир! Эсир, Варя инке, пирӗн ҫине ан ҫилленӗр, шыв хӗрринче эпир татах кӑштах ларар-ха…» — тесе каланӑн туйӑнаҫҫӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Дивизири салтаксем — Хура корпусӑн воинӗсем — леш ӗлӗк пӗтӗм Германи тӑрӑх суйласа пухнӑ кӑшт ҫеҫ икӗ метр ҫӳллӗшне ҫитеймен улӑпсем пулман ӗнтӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӑл хӗрӗх ҫул хушши аллинчен кисть пӑрахмасӑр ӗҫлесе те искусствӑн арки вӗҫне сӗртӗнмелӗх те ҫитӗнсе ҫитеймен.Сорок лет не выпускал он из рук кисти, но так и не смог прикоснуться даже к краешку искусства.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Яковлев пӑлханса каласа пачӗ: хӑй служить тунӑ чаҫне сентябрьте тӑшман аркатса тӑкнӑ, вӑл вара хӑйӗн расчетӗнчи икӗ юлташӗпе фронт патнелле кайнӑ, анчах ҫитеймен, партизансен отрядне лекнӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Капан ҫинче инҫе кайма пулӗ-ши тесе шутланӑ евӗр, Сергей кӗрлесе юхакан шыв ҫине пӑхса илчӗ, хӑйӗн ҫӑра та ҫаплах типсе ҫитеймен куҫхаршийӗсене пӳрнисемпе сӑтӑрса якатрӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах, вӑй-халӗ унӑн нумайлӑхах ҫитеймен.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Малтан, полкри ҫынсем ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхса ҫитеймен чух, походран хӑранӑ чух, пурте ҫавӑн пек вырӑнсемпе утма юратнӑ, анчах часах пурте уҫҫӑнах курнӑ: кун пек ҫӗрте утма питӗ йывӑр-мӗн.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вара вӑл хуллен, хытсах ҫитеймен сассине кӑшт ҫеҫ пысӑклатса, сӑмах хушрӗ:
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӗлхе вӗрсе пӗтерчӗ те вӑл, пӗчӗк лампа ҫутса, кӗлетрен пӗр сарӑлсах ҫитеймен сайра та вӗтӗ ҫулҫӑллӑ, шуранкарах та тачка курӑк туни илсе тухрӗ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн та лӑплансах ҫитеймен вӑл.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хут ҫӗленсем вӗҫтерме эпӗ нихҫан та юратман; юратма мар, кунашкал вӑйӑсене чунтанах кураймастӑм, ӑна ӑсӗ ларсах ҫитеймен ача-пӑча ӗҫ ҫукран ӗҫ тупни вырӑнне кӑна хураттӑм.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Эрехӗ калама ҫук селӗм, соя чӑкӑтне те лайӑх пӗҫернӗ; шел, соусӗ ҫеҫ йӳҫсех ҫитеймен: ҫавӑ ӗнтӗ, С. хулинче пурӑнакансем апат-ҫимӗҫе тутӑ кӗртмелли япаласене хатӗрлеме вӗренсе ҫитеймен-ха.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Кӑвакал чӗпписене хӑваласа янӑ, анчах та бассейнри пӑтраннӑ шыв часах тӑрӑлса ҫитеймен.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.