Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аса сăмах пирĕн базăра пур.
аса (тĕпĕ: аса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрушӑ хӗрлӗ пӗлӗте курасран чунӑм ҫук, ҫавна аса илсенех чӗтрене еретӗп.

От одной мысли, что я увижу опять страшное багровое небо, меня начинает трясти.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ чӗтресе, такӑнса, сӑмахсемпе чӑлханса, ҫиллес мадам хама мӗн-мӗн вӗрентнине аса илме тӑрӑшса, пӗли-пӗлми чӗлхене калаҫа пуҫларӑм.

И я, дрожа, запинаюсь, путаюсь в словах, стараясь припомнить все, чему меня обучала в усадьбе сердитая мадам, начинаю говорить.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, Расщепей ӗҫӗпе хӗрсе кайнӑскер, ун ҫинчен аса та илмен.

Меня так захватила работа в группе Расщепея, что я совсем не думала об этих делах.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлашки сӑмахӗсем ҫинче вӑл кӑмӑллӑн йӑл кулса ячӗ, калӑн ҫав — авалхи тусӗ Бирюкова Устя унӑн куҫӗ умне, чиперех тухса тӑчӗ, тесе, вара ҫак калама ҫук лайӑх хӗр ача ҫинчен вӑл темӗскер ырӑ япала, хӑй анчах пӗлнине, аса илчӗ, тесе.

Он вдруг так хорошо улыбнулся, будто ясно представил себе, что за славная девчурка была эта Устя Бирюкова, его старая знакомая, и он вспомнил что-то хорошее, одному ему про нее известное.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пӗр ҫамрӑк ача ҫинчен калакан хӑрушӑ историе аса илтӗм; вӑл, ҫавӑн пек, аташса кайса, тӗттӗм этемсем хушшине лекнӗ, тӑнне ҫухатнӑ, вара ют ҫӗршыв ҫыннисем патӗнче вӑраннӑ, тет.

Я вспомнила, как в школе у нас рассказывали страшную историю про мальчишку, который заблудился, попал в руки к темным людям, а потом очнулся у каких-то иностранцев…

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тахҫан эпир Собор садӗнче Петькӑпа иксӗмӗр тупа тунӑ сӑмахсене: «Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар», тенӗ сӑмахсене аса илтӗм эпӗ.

Клятва, которую когда-то мы с Петькой дали друг другу в Соборном саду, припомнилась мне: «Бороться и искать, найти и не сдаваться».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл питӗ интереслӗччӗ, кӑшкӑрасса ҫеҫ ытла хытӑ кӑшкӑратчӗ те, ҫавна итлесен, «Вӑхӑт ҫитрӗ» текен трагедире Гришка Фабер кӑшкӑрса калаҫни аса килетчӗ.

Он был очень интересный, но немного слишком орал и напомнил мне, поэтому Гришку Фабера в трагедии «Настал час».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аса илтӗм эпӗ Энска, Сковородникова, Даша инкене, кӑшт сывалсанах Энска ҫыру яма шут тытрӑм.

Я вспомнил Энск, Сковородникова, тетю Дашу и решил, что, как только поправлюсь, напишу в Энск.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫӑкӑр ҫемҫинчен те тата темӗскертен епле кушак та шӑши туса панине эпӗ аса илтӗм те, вӑл тӗлӗнсе кайрӗ, кушакӗ шӑши тытатчӗ, чӑн-чӑн кушак пек макӑратчӗ.

и он удивился, что я еще помню, как он делал из хлебного мякиша и еще из чего-то кошку в мышку, и кошка ловила мышку и мяукала, как настоящая кошка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унпа эпир «иртнӗ вӑхӑта» аса илтӗмӗр.

Мы с ним вспомнили «старое время»,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк вӑл кантӑк умӗнче епле тӑнине аса илтӗм, эп хӑй патне пырсан, вӑл картишнелле тинкерсе пӑхатчӗ, ытла салхуллӑччӗ хӑй, кӑшт хӗрӗнкӗрех те.

И вдруг я вспомнил, как он стоял у окна, когда я пришел к нему, стоял и внимательно смотрел во двор, очень грустный и немного пьяный.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑр вуланӑ ҫырусене аса илме тытӑнтӑм.

Я стал вспоминать письма, которые мы читали.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вечерта пулни-иртни хыҫҫӑн эпӗ шкула ним мар пулса пырасса ачасем кӗтсех тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем мана, именӗ тесе, ӑна-кӑна аса илтересшӗн мар.

Ребята ждали, что, после того что произошло на вечеринке, я приду сама не своя, и сговорились, должно быть, ни о чем мне не напоминать.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пире мӗн интереслентерни те «вӑл ачасене мӗн те мӗн таран ҫавӑрма пултарни ҫеҫ» аса килет.

Нас интересует лишь «мера и степень его воздействия на детей».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп пӗлместӗм-ха «крокодилла куҫҫуль» мӗне пӗлтернине, анчах ҫак сӑмахсене каланӑ чух эпӗ Коравлев епле Марья Васильевна пӳлӗмӗнчен тухнине аса илтӗм, вӑл шурнӑччӗ, мӑйӑхӗ ҫыпӑҫтарса хунӑ пек усӑнса аннӑччӗ, вара кусем пурте улталанине эпӗ ҫинчех ӑнкарса та илтӗм.

Я не знал, что такое «крокодиловы слезы», но при этих словах мне представился Кораблев, выходящий из комнаты Марьи Васильевны, бледный, с повисшими, точно приклеенными усами, и я сразу понял, что они все врут.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун чух эп ун ҫине пӑхмарӑм та, кайран ҫеҫ аса илтӗм ун сӑнарне.

Я тогда на нее не смотрел потом припомнил.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Канашлу йышӑннине аса илсе, Оренбург хӳмисем хушшинче чылайччен хупӑнса пурӑнма тивессе курнӑ май, эпӗ тарӑхнипе кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм.

Вспомня решение совета, я предвидел долговременное заключение в стенах оренбургских и чуть не плакал от досады.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Аранах вара (ҫав саманта эпӗ халӗ те хама-хам кӑмӑллӑ пулса аса илетӗп) манӑн ӑшӑмра чӗре сисӗмӗ этем имшерлӗхне ҫӗнтерчӗ.

Наконец (и еще ныне с самодовольствием поминаю эту минуту) чувство долга восторжествовало во мне над слабостию человеческою.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Аса та илмен пулӗ эсӗ, ваше благородие, хӑвна ҫил-тӑманра ҫӑлнӑ ҫын аслӑ государь хӑй пулнине?

Ну, думал ли ты, ваше благородие, что человек, который вывел тебя к умету, был сам великий государь?

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫитес вӑхӑтрах хӑвӑрт улшӑнусем пуласса кӗтнӗ пулин те, эпӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушӑлӑхрине аса илсенех, ӑш варкама тытӑнать.

Хотя я и предвидел скорую и несомненную перемену в обстоятельствах, но все же не мог не трепетать, воображая опасность ее положения.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех