Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреме (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхи водителӗн ҫынсене «Ҫӗрпӳ-Шупашкар» маршрутпа илсе ҫӳреме ирӗк ҫук-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Кӑҫал Ваня 4-мӗш класа ҫӳреме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вите пахча хыҫӗнчех вырнаҫнӑ, унта ҫӳреме меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ҫулла вӗсемпе улӑхра ҫӳреме кӑмӑллатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Ӗҫ вӑхӑта нумай илет пулсан та /канмалли кунсемсӗр иртен пуҫласа каҫченех ӗҫре вӑл/ Петр Степанов спорткомплексри бассейна ҫӳреме вӑхӑт тупать.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫапах Чӑваш Ен тӗп хулинче унӑн малашне ҫуран кӑна ҫӳреме тивет-тӗр.

Но все же в столице Чувашии ему в дальнейшем придется ходить лишь пешком.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Граждан урамӗнче ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра тухса ҫӳреме кансӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нимӗчкасси старости // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.08

Пирӗн ахаль чупса-выляса ҫӳреме вӑхӑт та пулман.

У нас не было времени просто поиграть-побегать.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Вӑрҫӑ тапхӑрӗн малтанхи ҫурринче Скворцовсен ҫемйи ялта епле пурӑннине ас тумастӑп, вӑхӑт та ҫукчӗ вӗсем патне ҫӳреме.

Не помню как жила в деревне семья Скворцовых в первой половине военной поры, и времени не было ходить к ним.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

— Эпӗ ҫӗршыв тӑрӑх ҫул ҫӳреме юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Лара-тӑра пӗлмен таврапӗлӳҫӗ // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Пушӑ вӑхӑтра Сергейпа Саша вӑрмана е посадкӑна ҫӳреме юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Хамӑр пата ҫывӑхрах – Патӑрьелне кайса ҫӳреме ҫӑмӑлтарах пултӑр терӗмӗр-ши?

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Вӑрҫӑнмасӑр, лӑпкӑн ҫӳреме те ҫук э…

Нельзя ездить без ругани, спокойно э...

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ванюк хама ним пулман пек тыткалама хушнине асра тытса ҫеҫ яланхиллех савӑк ҫӳреме тӑрӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Килте арӑмпа пепке кӗтнӗ е упӑшка ӗҫлеме кайнӑ чухне тус-юлташпа ӗҫсе-савӑнса ҫӳреме юратакан, ташӑ каҫӗсене ҫитме кӑмӑллакан, каҫхине киле пач таврӑнмасӑр ҫӳреме хал ҫитерекен упӑшка-арӑма «лайӑх» тесе епле мухтӑн-ха?

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Никам та кӑларса яман мана. Тухтӑрсем вӑрӑм ҫул ҫӳреме юрамасть тенине шута илсе министртан кайма больницӑрах ыйту ҫыртӑм. Ҫийӗнчех Муркашри чӑх-чӗп фабрикин директорне ҫирӗплетрӗҫ», — тет экс-министр.

"Никто меня не выгонял. Приняв во внимание запреты врачей ездить в дальние поездки попросил освободить от должности министра. Тут же назначили директором Моргаушской птицефабрики", - говорит экс-министр.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Районсене тухса ҫӳреме те вӑхӑт ҫукчӗ.

Не было даже времени выезжать в районы.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Мӑшӑр район тилхепине тытса пынӑ вӑхӑтра салара лавккасене ирӗклӗн кӗрсе тухма та юраман, мӗншӗн тесен пурте палланӑ, ытлашши калаҫакансем яланах пулнӑ, Валериан Семенович ҫын хушшинче ҫӳреме чаратчӗ.

В то время, когда супруг держал вожжи района нельзя было свободно ходить по магазинам села, потому, что все узнавали, всегда находились те, кто болтал лишнее, Валериан Семенович запрещал ходить среди людей.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

8-мӗш класс ӗҫне илсе пыма тата тутар чӗлхине вӗрентме, шкулта йӗркеленӗ фольклор ушкӑнне ертсе пыма, Тури Качаел ялӗнчи «Шӑнкӑрав» фольклор ансамбльне ҫӳреме ӗлкӗрет хастар учитель.

Куҫарса пулӑш

Ачасен кӑмӑлӗ ҫеҫ пултӑр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Мӗншӗн тесен 5-мӗш класран вӗсем Сиктӗрмери вӑтам шкула ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех