Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Пророк ывӑлӗсен арӑмӗсенчен пӗри, ӗсӗклесех, Елисее каланӑ: санӑн чуру, манӑн упӑшкам, вилчӗ; чуру Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннине пӗлетӗн эсӗ; ӑна кивҫен панӑ ҫын халӗ вара манӑн ачамсене иккӗшне те хӑй патне чуралӑха илсе кайма килчӗ, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ каланӑ: пыратӑп; эсӗ мӗнле — эпӗ те ҫаплах; санӑн халӑху епле — манӑн халӑх та ҫаплах; санӑн урхамахусем мӗнле — манӑн урхамахсем те санӑнни пекех, тенӗ.Он сказал: пойду; как ты, так и я, как твой народ, так и мой народ; как твои кони, так и мои кони.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав вӑхӑтра Иорам патша, Самарирен тапранса тухса, пӗтӗм Израиль халӑхне хӑй тавра пуҫтарнӑ; 7. вӑл тата Иудея патши Иосафат патне ҫынсем янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: Моав патши манран уйрӑлчӗ, эсӗ манпа пӗрле ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа пыратӑн-и? тенӗ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Илия каланӑ ӑна: ытла йывӑррине ыйтатӑн эсӗ; эхер те мана хӑвӑн патӑнтан илсе кайнине курайсассӑн, мӗн ыйтни пулӗ, кураймасассӑн — пулмӗ, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иерихонри пророксен ывӑлӗсем Елисей патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа паян хӑвӑн хуҫуна илсе каясса пӗлетӗн-и эсӗ? тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вефильри пророксен ывӑлӗсем Елисей патне тухнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа паян хӑвӑн хуҫуна илсе каясса пӗлетӗн-и эсӗ? тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Илия Елисее каланӑ: эсӗ кунтах юл, Ҫӳлхуҫа мана Вефиль хулине ярать, тенӗ.2. И сказал Илия Елисею: останься здесь, ибо Господь посылает меня в Вефиль.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн ҫапла калать: выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн, тет, тенӗ.4. За это так говорит Господь: с постели, на которую ты лег, не сойдешь с нее, но умрешь.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Михей каланӑ: эхер те эсӗ вӑрҫӑран таврӑнаятӑн пулсассӑн, ман урлӑ Турӑ мар калаҫнӑ вара, тенӗ.28. И сказал Михей: если возвратишься в мире, то не Господь говорил чрез меня.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран уйӑрӑлса кайнӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ? тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа каларӗ: эсӗ илӗртсе ҫавӑрӑн ӑна, тӑвӑн ҫакна, кай та ҫапла ту, терӗ.Господь сказал: ты склонишь его и выполнишь это; пойди и сделай так.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ; эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Седекия, Хенаана ывӑлӗ, тимӗр мӑйрака туса тӑхӑннӑскер, каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫакӑнпа эсӗ Сири ҫыннисене тӗппипе пӗтермелле сӗксе тухӑн, тет, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине каланӑ: эсӗ мӗнле, эпӗ те ҫапла; сан халӑху мӗнле, ман халӑхӑм та ҫавӑн пекех; санӑн урхамахусем мӗнле, ман урхамахсем те ҫавӑн пекех, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илия: тупрӑм, эсӗ ӗнтӗ ҫылӑх ӑшне путнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тӑватӑн, [Ӑна ҫиллентеретӗн].
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ахав Илияна каланӑ: тупрӑн эсӗ мана, тӑшманӑм! тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 18. Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ; 19. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫырӑвӗсенче вӑл ҫапла ҫырнӑ: халӑха типӗ тытмалли куна пӗлтерӗр, Навуфее халӑх умне лартӑр; 10. ӑна хирӗҫ икӗ юрӑхсӑр ҫынна лартӑр, вӗсем ӑна хирӗҫ кӳнтелесе калаччӑр: «эсӗ Турӑпа патшана хурларӑн» тетчӗр; ҫавӑн хыҫҫӑн илсе тухӑр та ӑна чулпа персе вӗлерӗр, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.