Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Ун чухне — Иисусӑн мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех, ун хыҫҫӑн юлса пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫанӑн Израильшӗн тунӑ пур чаплӑ ӗҫне те курнӑ аслӑ ҫынсен ӗмӗрӗнче те — халӑх Турра пӑхӑнса тӑнӑ.

7. Тогда народ служил Господу во все дни Иисуса и во все дни старейшин, которых жизнь продлилась после Иисуса и которые видели все великие дела Господни, какие Он сделал Израилю.

Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Анчах та [сан патӑнта] кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннишӗн тӑшман пулса ӑна вӑрттӑн сыхласа ҫӳрет пулсассӑн, ӑна вӗлерес тесех вӗлерет пулсассӑн, унтан ҫав хуласенчен пӗрне тарса ӳкет пулсассӑн, 12. вӑл пурӑннӑ хулари аслӑ ҫынсен ӑна каялла илсе килмешкӗн ҫын ямалла, ӑна юншӑн тавӑраканӗн аллине вӗлерме тытса памалла; 13. ӑна куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр; Израиль ҫинчен айӑпсӑр ҫыннӑн юнне ҫуса яр, вара сана ырӑ пулӗ.

11. Но если кто [у тебя] будет врагом ближнему своему и будет подстерегать его, и восстанет на него и убьет его до смерти, и убежит в один из городов тех, 12. то старейшины города его должны послать, чтобы взять его оттуда и предать его в руки мстителя за кровь, чтоб он умер; 13. да не пощадит его глаз твой; смой с Израиля кровь невинного, и будет тебе хорошо.

Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫак ҫынсен ячӗсем акӑ: Иуда йӑхӗнчен Халев, Иефонния ывӑлӗ; 20. Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Самуил, Аммиуд ывӑлӗ; 21. Вениамин йӑхӗнчен Елидад, Кислон ывӑлӗ; 22. Дан ывӑлӗсен йӑхӗнчен Буккий пуҫлӑх, Иоглий ывӑлӗ; 23. Иосиф ывӑлӗсенчен, Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ханниил пуҫлӑх, Ефод ывӑлӗ; 24. Ефрем ывӑлӗсен йӑхӗнчен Кемуил пуҫлӑх, Шифтан ывӑлӗ; 25. Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Елицафан пуҫлӑх, Фарнак ывӑлӗ; 26. Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчен Фалтиил пуҫлӑх, Аззан ывӑлӗ; 27. Асир ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ахиуд пуҫлӑх, Шеломий ывӑлӗ; 28. Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗнчен Педаил пуҫлӑх, Аммиуд ывӑлӗ, тенӗ.

19. И вот имена сих мужей: для колена Иудина Халев, сын Иефонниин; 20. для колена сынов Симеоновых Самуил, сын Аммиуда; 21. для колена Вениаминова Елидад, сын Кислона; 22. для колена сынов Дановых князь Буккий, сын Иоглии; 23. для сынов Иосифовых, для колена сынов Манассииных князь Ханниил, сын Ефода; 24. для колена сынов Ефремовых князь Кемуил, сын Шифтана; 25. для колена сынов Завулоновых князь Елицафан, сын Фарнака; 26. для колена сынов Иссахаровых князь Фалтиил, сын Аззана; 27. для колена сынов Асировых князь Ахиуд, сын Шеломия; 28. для колена сынов Неффалимовых князь Педаил, сын Аммиуда.

Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Вӑрҫӑра пулнисем ярса илнӗ тупӑшран тапӑра ҫакӑн чухлӗ илсе килнӗ: вак выльӑх — ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин пуҫ, 33. шултӑра выльӑх — ҫитмӗл икӗ пин пуҫ, 34. ашак — утмӑл пӗр пин пуҫ, 35. ҫынсен, арпа хутшӑнман хӗрарӑмсен, шучӗ мӗнпурӗ вӑтӑр икӗ пин чун пулнӑ.

32. И было добычи, оставшейся от захваченного, что захватили бывшие на войне: мелкого скота шестьсот семьдесят пять тысяч, 33. крупного скота семьдесят две тысячи, 34. ослов шестьдесят одна тысяча, 35. людей, женщин, которые не знали мужеского ложа, всех душ тридцать две тысячи.

Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Манӑн чунӑм тӳрӗ ҫынсен вилӗмӗпе вилтӗр, манӑн вилӗм вӗсенни пек пултӑр!

Да умрет душа моя смертью праведников, и да будет кончина моя, как их!

Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Елеазар священник вара ҫунтарса янӑ ҫынсен пӑхӑр тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илнӗ, кайран вӗсене парне вырӑнне витме ҫапса сарнӑ, 40. ҫакна Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑма тунӑ, урӑх ҫын — Аарон йӑхӗнчен тухман ҫын — никам та Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗрме ан шутлатӑр, ҫав ҫыннӑн Корей курнине, унпа пӗр канашлӑ ҫынсем курнине курмалла ан пултӑр тесе, Елеазар священник хӑйне Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каланӑ пек тунӑ.

39. И взял Елеазар священник медные кадильницы, которые принесли сожженные, и разбили их в листы для покрытия жертвенника, 40. в память сынам Израилевым, чтобы никто посторонний, который не от семени Аарона, не приступал приносить курение пред лице Господне, и не было с ним, что с Кореем и сообщниками его, как говорил ему Господь чрез Моисея.

Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 37. Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — кала: вӑл ҫунса кайнисен [пӑхӑр] тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илтӗр те унти вут-кӑвара кӑларса ывӑттӑр, 38. мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсен тӗтӗркӗчӗсем вӗсен вилӗмӗпе тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ, халӗ ҫав тӗтӗркӗчсене парне вырӑнне витме ҫапса сарччӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умне илсе килнӗччӗ, вӗсем тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ; вӗсем Израиль ывӑлӗсене астутаракан паллӑ пулӗҫ, тенӗ.

36. И сказал Господь Моисею, говоря: 37. скажи Елеазару, сыну Аарона, священнику, пусть он соберет [медные] кадильницы сожженных и огонь выбросит вон; ибо освятились 38. кадильницы грешников сих смертью их, и пусть разобьют их в листы для покрытия жертвенника, ибо они принесли их пред лице Господа, и они сделались освященными; и будут они знамением для сынов Израилевых.

Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Моисей халӑха каланӑ: ҫак йӗркесӗр ҫынсен чатӑрӗсенчен пӑрӑнӑр, вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн вӗсемпе [пӗрле] пӗтес мар тесессӗн, вӗсен пӗр япалине те ан тӗкӗнӗр, тенӗ.

26. И сказал обществу: отойдите от шатров нечестивых людей сих, и не прикасайтесь ни к чему, что принадлежит им, чтобы не погибнуть вам [вместе] во всех грехах их.

Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эсӗ пире, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗртен илсе тухса, пушхирте вӗлерме илсе килтӗн, ку сахал-им? эсӗ тата пирӗн пуҫ пулса тӑрасшӑн! 14. эсӗ пире сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре илсе килтӗн-и, пире уй-хир, иҫӗм пахчи патӑн-и? эсӗ ҫак ҫынсен куҫӗсене суккӑр тӑвасшӑн-и? пымастпӑр! тенӗ.

13. разве мало того, что ты вывел нас из земли, в которой течет молоко и мед, чтобы погубить нас в пустыне? и ты еще хочешь властвовать над нами! 14. привел ли ты нас в землю, где течет молоко и мед, и дал ли нам во владение поля и виноградники? глаза людей сих ты хочешь ослепить? не пойдем!

Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Моисей ҫӗр пӑхса килме янӑ ҫынсен ячӗсем ҫаксем пулнӑ ӗнтӗ.

17. Вот имена мужей, которых посылал Моисей высмотреть землю.

Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Сирӗнпе пӗрле пулмалли ҫынсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Елицур, Шедеур ывӑлӗ; 6. Симеон йӑхӗнчен Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ; 7. Иуда йӑхӗнчен Наассон, Аминадав ывӑлӗ; 8. Иссахар йӑхӗнчен Нафанаил, Цуар ывӑлӗ; 9. Завулон йӑхӗнчен Елиав, Хелон ывӑлӗ; 10. Иосиф ывӑлӗсенчен: Ефрем йӑхӗнчен Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; Манассия йӑхӗнчен Гамалиил, Педацур ывӑлӗ; 11. Вениамин йӑхӗнчен Авидан, Гидеоний ывӑлӗ; 12. Дан йӑхӗнчен Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ; 13. Асир йӑхӗнчен Пагиил, Охран ывӑлӗ; 14. Гад йӑхӗнчен Елиасаф, Регуил ывӑлӗ; 15. Неффалим йӑхӗнчен Ахира, Енан ывӑлӗ.

5. И вот имена мужей, которые будут с вами: от Рувима Елицур, сын Шедеура; 6. от Симеона Шелумиил, сын Цуришаддая; 7. от Иуды Наассон, сын Аминадава; 8. от Иссахара Нафанаил, сын Цуара; 9. от Завулона Елиав, сын Хелона; 10. от сынов Иосифа: от Ефрема Елишама, сын Аммиуда; от Манассии Гамалиил, сын Педацура; 11. от Вениамина Авидан, сын Гидеония; 12. от Дана Ахиезер, сын Аммишаддая; 13. от Асира Пагиил, сын Охрана; 14. от Гада Елиасаф, сын Регуила; 15. от Неффалима Ахира, сын Енана.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Хӑвӑн ар чура, хӗрарӑм чура пултӑр тесессӗн, ар чурана та, хӗрарӑм чурана та хӑвӑр тавра пурӑнакан халӑхсенчен туянӑр; 45. хӑвӑр патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫынсен ачисене те туянма пултаратӑр; вӗсен сирӗн патӑрта сирӗн ҫӗрӗрте ҫуралнӑ ӑрӑвӗнчи ҫынсене те илме юрать, вӗсем те сирӗн пулма пултараҫҫӗ; 46. эсир вӗсене хӑвӑр хыҫҫӑн, пурлӑхӑра ывӑлӑрсене парса хӑварнӑ пек, еткерлӗхе парса хӑварма пултаратӑр; вӗсем ӗмӗрех сирӗн чурасем пулччӑр.

44. А чтобы раб твой и рабыня твоя были у тебя, то покупайте себе раба и рабыню у народов, которые вокруг вас; 45. также и из детей поселенцев, поселившихся у вас, можете покупать, и из племени их, которое у вас, которое у них родилось в земле вашей, и они могут быть вашей собственностью; 46. можете передавать их в наследство и сынам вашим по себе, как имение; вечно владейте ими, как рабами.

Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Израиль ывӑлӗсене кала: ку Манӑн сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ пулӗ, те; 32. ӑна ытти ҫынсен ӳтне сӗрме юрамасть, ӑна тунӑ хутӑшран [хӑвӑр валли] ун пек ҫу ан тӑвӑр; вӑл — сӑваплӑ япала: сирӗншӗн вӑл сӑваплӑ япала пулмалла; 33. эхер те кам та пулин ҫавӑн пек ҫу тӑвать е кам та пулин унпа урӑх ҫынна сӗрет, ҫавна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, те, тенӗ.

31. А сынам Израилевым скажи: это будет у Меня миро священного помазания в роды ваши; 32. тела прочих людей не должно помазывать им, и по составу его не делайте [сами себе] подобного ему; оно - святыня: святынею должно быть для вас; 33. кто составит подобное ему или кто помажет им постороннего, тот истребится из народа своего.

Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Кайран хӑвӑн ывӑлу санран: ку мӗн? тесе ыйтсассӑн, ӑна кала: Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ; 15. фараон пире ярасшӑн мар пулса кутӑнланса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫамӑр Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене пурне те — ҫынсен малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа малтанхи выльӑх таранчченех — вӗлерсе тухрӗ, ҫавӑнпа эпӗ вар уҫса ҫуралаканнисене, арсене, пурне те Ҫӳлхуҫана парне кӳретӗп, кашни малтанхи ывӑлӑма тӳлесе илетӗп; 16. ҫакӑ санӑн аллу ҫинчи карт пултӑр, ҫамкуна ҫыхмалли хӑю вырӑнне пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, те, тенӗ.

14. И когда после спросит тебя сын твой, говоря: что это? то скажи ему: рукою крепкою вывел нас Господь из Египта, из дома рабства; 15. ибо когда фараон упорствовал отпустить нас, Господь умертвил всех первенцев в земле Египетской, от первенца человеческого до первенца из скота, - посему я приношу в жертву Господу все, разверзающее ложесна, мужеского пола, а всякого первенца из сынов моих выкупаю; 16. и да будет это знаком на руке твоей и вместо повязки над глазами твоими, ибо рукою крепкою Господь вывел нас из Египта.

Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Культура сферин ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫне тата обществӑна чунтан парӑннипе палӑрса тӑраҫҫӗ, вӗсем пире пурнӑҫа юратма, ҫынсен чунӗнче патриотла туйӑмсене вӑратма, ӗмӗрхи хаклӑхсене ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ.

Работники сферы культуры всегда являли собой образец бескорыстного служения своему делу и обществу, воспитывали любовь к жизни, пробуждали патриотические чувства, учили «вечному, доброму, светлому».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2741252

Пире кӑмӑл-сипетӗн улшӑнми хаклӑхӗсем тавра пӗрлештерсе, ҫынсен ӑс-хакӑлне аталантарма тата вӗсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшса, тӗрлӗ наци ҫыннине ӑнланмалли май шутланса вӑл этеме тивӗҫлӗн пӑхса ҫитӗнтерес, халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес, ҫӗршыв пӗрпӗтӗмлӗхне сыхласа упрас ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑрать.

Объединяя нас вокруг истинных нравственных ценностей, способствуя духовному развитию и самореализации людей, являясь ключом к пониманию представителей разных национальностей, она играет основополагающую роль в процессе формирования личности, в укреплении дружбы между народами, сохранении целостности нашей страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3236998

Ӗҫ-хӗл йӗркине палӑртнӑ май, вӗсем вӗт общество шухӑш-кӑмӑлӗ, ҫынсен ӑс-тӑнӗпе кӑмӑл туйӑмӗ ҫине витӗм кӳреҫҫӗ, политика тата идеологи анлӑхне йӗркелеҫҫӗ.

Ведь, определяя повестку дня, они в значительной степени влияют на общественное мнение, умонастроения людей, формируют политическое и идеологическое пространство.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2926907

Ҫакӑ вара юлашкинчен пирӗн ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗшӗн, регионти тата пӗтӗм ҫӗршыври обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗн ҫирӗплӗхне сыхласа упрассишӗн питех те пӗлтерӗшлӗ.

А это в конечном счете имеет огромное значение для социального самочувствия наших людей, сохранения стабильной общественно-политической обстановки в регионе и стране в целом.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

Наркомансене пулӑшатпӑр тесе киревсӗр ҫул ҫине тӑнӑ, ҫынсен прависене пӑснӑ тӗслӗхсем ҫӗршывра пулкаларӗҫ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл пытармасть: ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ пысӑкланӗ, тупӑшсӑр юлакансенчен хӑшӗ-пӗри вара наркотик суту-илӗвӗпе ҫыхӑннӑ саккунсӑр ӗҫпе явӑҫса кайма пултарасси те часах.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех