Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӗнче (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй, амӑшӗ ӗненнӗшӗн ӑшӗнче самаях хӗпӗртерӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах ӑна тӗрӗсне калама юрамасть. Тете сӑмахӗ — маншӑн саккун», — терӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тетӗшӗ патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ах, тупнӑ та хӗр, куҫпа курмӑттӑмччӗ пӗрех хут…» — хӑй ӑшӗнче тарӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье ӑшӗнче ашшӗ юнӗ вӗреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑп та лӑп хирӗҫле пурӑнакан Энтрей ҫеҫ: «Манӑн лаша чирлерӗ-ха», — тесе суйрӗ, ӑшӗнче вара: «Сана, тӑрпалтай плахая, пулӑшма ухмаха тухман-ха эпӗ. Пӗрех ырӑ сӑмаху та, хӑҫан та пулин хама пулӑшасси те пулас ҫук санран. Курӑпӑр-ха ҫынсене мӗнле ӗҫтерсе-ҫитернине. Сахарӗ пулӑшать-ха. Тем ыррине кӗтет пулас-ха вӑл ҫав йӗксӗксенчен. Кӑтартӗ-ха вӑл сана ыррине, кӗтсех тӑр», — тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тулса ҫитсен шыв тӑкӑннӑ пекех, этем ӑшӗнче капланса тӑвӑннӑ ҫилӗ те хӑйӗн чиккинчен тухса каять.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑс ӑшӗнче кӗлетки кӑна палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мӗн ухмахланать-ши ӗнтӗ? Кирлех пулчӗҫ пулӗ вӗсем пире…» — шухӑшларӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учитель ҫырӑва малтан ӑшӗнче вуласа тухнӑ та салхуллӑ куҫӗсемпе Тарье ҫине пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Лартӑр, итлетӗр. Сиенӗ пулас ҫук, усси, тен, пулӗ те», — шутларӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович хӑйӗн сарайӗ ҫине хӑпарса кайса бинокльпе пӑхма пуҫларӗ: «Мала тухсан, каятӑп уява, тухаймасан — каймастӑп, намӑс», — шутларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей вара хӑй ӑшӗнче: «Эй, чее те вара шуйттан Сахарӗ. Ӑс ҫитерет, шельма», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл чӗнмест, ӑшӗнче хӑй тӗллӗн тем шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑрах хӑй ӑшӗнче ҫапла та шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Унӑн ялан яла тӗлӗнтерес шухӑш», — терӗ хӑй ӑшӗнче, анчах сасӑпа ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Карта ӑшӗнче ваттисем нумаях мар — ҫич-сакӑр ҫын анчах.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Чӑнах, ку этем сутӑнчӑк мар пулмалла, — шутларӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манӑн хӗҫе лайӑхрах тӗрӗсле, атаман, унӑн ӑшӗнче Крым ханӗ валли ҫырса хатӗрленӗ ҫыру пур.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунсенче тем пек йывӑр пулин те, аван ӑнланатпӑр - ҫакӑн пек арҫынсем, ҫӗршыв ыйтнине пурнӑҫлакансем, мӑшӑрӗсене, ачисене, савнийӗсене хӑварса сыхлавҫӑсен ретне тӑракансем пуррипе эпир пурӑнатпӑр, тутлӑ ҫиетпӗр, ӑшӑ вырӑн ӑшӗнче ҫывӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Ун ӑшӗнче 100 яхӑн тӗс пулӑ ишсе ҫӳренӗ.

В нем плавали около 100 видов рыб.

Берлинра 1 млн литр шыв калӑпӑшӗллӗ тӗнчери чи пысӑк цилиндр аквариум ҫурӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33733.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех