Шырав
Шырав ĕçĕ:
Выртсан-выртсан, хӗр пирки ӑш вӗҫтерсе тертлене-тертлене хӑшкӑлсан, тепӗр тесен, шухӑшлама та пӑрахас, манас ку шухӑша, тесе те пӑхсаччӗ Матви — анчах та мӗн-ҫке-ха, шухӑшлам мар-шухӑшлам мар тенӗ шухӑшӗ, юри тенӗ пек, йӗкӗлтенӗ пек, пӗрехмай ҫулӑхрӗ йӗкӗте, пӗрехмай ҫулӑхрӗ.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑш вӑр-вар перӗнет.
Сифилис // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 134–142 с.
Яшка та чӗрене пымасть, чей те кантармасть ӑш ҫуннинчен.
Литейщик Козырев Иван хӑйне ҫӗнӗ хваттере вырнаҫтарни ҫинчен каласа пани // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 88–92 с.
Ӑш хыпнине пусараймасӑр вӑл ӳстерсе кӑтартакан кӗленчене картта ҫине пӑрахнӑ та, пысӑккӑн яра-яра пусса, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳреме тытӑннӑ.Он взволнованно бросал лупу на карту и ходил по комнате большими шагами.
5. Ватӑ ҫарҫынни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Пӗр каласан, класс ӑш ҫуннине кваспа лӑплантарать-им, класс, ӗҫес енчен, вӑл хӑй те ухмах мар.Ну, а класс-то жажду заливает квасом? Класс — он тоже выпить не дурак.
Сергей Есенина // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 58–64 с.
Вӗсем иккӗшӗ те хӑраса ӳкрӗҫ, вӗсен ӑш вӑркама пуҫларӗ.
41 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Нумай ҫисе тултарнӑ пирки ӑш пӑтраннипе горнист Журден вӑранса хӑсма пуҫланӑ пулнӑ.Горнист Журден, которого от обилия съеденной пищи тошнило, проснулся.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Пуҫ ҫаврӑнасси, ӑш йӗкленесси, ыйхӑпа аптрасси ҫак кун кунӗнех канӑҫ памарӗ.Головокружение, тошнота и сонливость не оставляли нас весь день.
Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.
Эпир каҫса кайсах ҫиме пикентӗмӗр, анчах пӗрер ҫӑвар хыпсанах ӑш пӑтрана пуҫларӗ, хӑсма тытӑнтӑмӑр.
Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.
Пикмӑрсан ӑш вӑркани лӑплана пуҫларӗ.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пирӗн ҫынна калаҫса ӑш пусарни темӗне тӑрать-ҫке.Нам ведь многого не надо — поговори с нами да взгляни ласково, тем и рады.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫӗпрелӗ ялӗнче пӗр пусӑ тараси патне чарӑнчӗ, унта вӑл ӑш каниччен ҫӑл шывӗ ӗҫрӗ, йӑпанса тӑмасӑрах малалла уттарчӗ.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кам пӗлет, тӗнчере таҫта пурӑнать те пуль ҫав ӑш ҫунтармӑш.Кто знает, может, и по сей день живет-поживает где-нибудь этот мучитель.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Востриков та лайӑх комбайнер, вӑл вара ӑш чирӗпе чирленипе ыттисенчен пӑртак каярах юлать.А Востриков тоже замечательный комбайнер, но болен язвой желудка.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Якова медпункта илсе кайрӗҫ, ӑна ӑш чирӗ аптратса ҫитерчӗ, — терӗ шӑппӑн Светлана, вӑл чирленӗшӗн хӑй айӑплӑ пулнӑ пек.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ун пек чухне умра курасси ҫук: йывӑр хуйхӑ чуна кулянтармасть, ӑш вӑркани вӗтӗннӗ чӗре ҫуне шӑратаймасть, куҫ тулли савӑнӑҫ та савӑнӑҫ мар.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Калаҫса ӑш пусармашкӑн юлташ пурришӗн хӗпӗртем пек те пулчӗ Тухтар.Тухтар обрадовался, что есть с кем перемолвиться словом, облегчить душу.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫурт хуҫи, ӑш вӗҫнӗ ҫын пек, лара-тӑра пӗлмест: е кӑмака патнелле иртет вӑл, е сӗтел патнелле пырать.— Хозяин очень возбужден — снует, как челнок, от стола к печке, от печки к столу.
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫын хуйхине ҫын пӗлмест, ӑш темле ҫулӑмпа ҫунать пулин те, тӗтӗм тухни курӑнмасть.
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шӑллӗ тем иккӗленни Шерккее кӗрӗпех ӑш хыптарчӗ.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.