Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫывӑхра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхра ларакан студент, кӗрнеклӗ господинӑн кӗреҫе сухалӗпе мӑйӑхӗ ҫине пӑхса илсе, вырӑнтан тӑчӗ.

Сидящий рядом студент, взглянув на осанистую бороду и усы солидного господина, встал с места:

Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Володӑпа Надя инҫетри Женевӑра мар, кунта ҫывӑхра, Марк та Питӗрте мар, кунта пулнӑ пулсан, тата лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ те, юрӗ ӗнтӗ, пурте сывӑ, пурте ирӗкре.

Было бы совсем хорошо, если бы и Володя с Надей жили поблизости, а не в далекой Женеве, и Марк не в Питере, а здесь, но главное — все здоровы, все на свободе.

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Туземецсем ҫывӑхра пулмалла, — терӗ вӑл.

— Видимо, туземцы где-то недалеко, — сказал он.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫапах та лаша ҫаплах хӑй тунсӑхланӑ витене туймарӗ, пӗтӗмӗшле илсен, тавралӑхра та Сан-Фелисе асьенда пек пысӑк плантаци ҫывӑхра пулни нимпе те палӑрмарӗ.

Однако лошадь все еще не учуяла конюшни, по которой должна была очень соскучиться, да и вообще ничто вокруг не выдавало близости такой большой плантации, как асьенда Сан-Фелисе.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Халӗ Америка ҫыранӗ ҫывӑхра тесе шутлатӑн-и эс?

— А ты считаешь, что теперь американский берег недалеко?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл шутланӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫывӑхра ӗнтӗ.

По его расчетам, земля была уже близко.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кун пек чухне тупӑш ҫывӑхра пирки иккӗленмесен те юрать.

В таких случаях можно не сомневаться, что добыча близка…

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хуҫи ҫывӑхра ҫук чухне Мунито хӑйӗн «пултарулӑхне» ҫухатнӑ.

Когда хозяина не было вблизи, Мунито теряла свой «дар».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗскӗнсене пӗр-пӗр хирӗҫ пулнӑ карап хӑй ҫине илнӗ пулӗ, шлюпкӑна кунтан типҫӗре ҫитме май ҫукпа пӗрех, — ҫывӑхра утравсем ҫук, Америка континенчӗ те питӗ инҫе.

Будем надеяться, что несчастных подобрало какое-нибудь встречное судно, ведь добраться до суши на шлюпках отсюда почти невозможно — слишком велико расстояние до ближайших островов и тем более до Американского континента.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫывӑхра никам та ҫуккине курса, Дубов юр ҫинче хутланса выртакан фашист патне чупса тухрӗ, унӑн ҫав тери хытӑ пӑчӑртаса тытнӑ аллинчи револьверне хӑвӑртрах вӗҫертсе илчӗ, кӗсйинчен вара докуменчӗсене, чӗлӗмне туртса кӑларчӗ.

Видя, что поблизости никого нет, Дубов подскочил к лежавшему ничком фашисту, вынул из его судорожно сжатой руки револьвер, взял из карманов документы, трубку.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Йывӑҫ тӗмисем хушшине хӑвӑртрах чупса кайса, ҫывӑхра ҫынсем ҫук-и, тесе сӑнаса тӑратчӗҫ.

Отбежав в кусты, оглядывались, нет ли вблизи людей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫывӑхра темиҫе вуншар километр хушши ҫӑра вӑрман тӑсӑлса выртать.

Рядом на десятки километров тянутся густые леса.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— Чугун ҫул та ҫывӑхра мар, иҫмасса, хуларан пилӗк километрта, — тет ун майлӑ пулса Володя Малышев.

— Даже железную дорогу не рядом, а в пяти километрах провели, — поддержал его Володя Малышев.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Аслашшӗсен пӳрчӗ умӗнчи ватӑ йӑмра ҫывӑхра ларнӑ пекех туйӑнать.

До старой ветлы у дедушкиного дома, кажется, рукой подать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ротӑна ӑҫта та пулин ҫывӑхра тӑшмансем пуррипе ҫуккине пӗлме разведкӑна янӑ пулнӑ.

Рота была выслана на разведку: посмотреть, нет ли где поблизости врагов.

Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.

Вунулттӑмӗш бригадӑри ҫамрӑк салтаксем, тупӑран пенине хӑнӑхманскерсем, ҫывӑхра бомба е граната ҫурӑлса кайсанах ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхнӑ.

В шестнадцатой бригаде молодые солдаты, непривычные к артиллерийскому огню, то и дело оглядывались, когда поблизости разрывались бомбы и гранаты.

Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.

— Эпир пеме пултараймастпӑр: ҫывӑхра вӗсен вӑйсем нумай пулсан, вӗсем сыхланма пуҫлаҫҫӗ.

— Мы стрелять не можем: если вблизи у них крупные силы, они насторожатся.

Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Анчах, тата тепӗр хут калатӑп, пулеметсем шатӑртаттарнине, пӗчченшерӗн тата харӑссӑн пенӗ сасӑсене инҫетре те пек, ҫывӑхра та пек туйӑнакан кӑшкӑрашнӑ сасӑсене итлесе тӑма ҫӑмӑлах мар вара.

Но, повторяю, это была нелегкая задача — слышать стрекотанье пулемета, залпы и разрозненные выстрелы, крики, казавшиеся то отдаленными, то снова очень близкими.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ҫывӑхра та ҫук-и?

— А вблизи?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Кунта пӗтӗмпе пайланассинчен питӗ аякра-ха, ҫирӗп элементсен сӑнчӑрла реакцийӗ пуласси те ҫывӑхра мар.

Тут еще очень далеко до полного распада и не менее далеко до цепной реакции с устойчивыми элементами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех