Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланнӑ (тĕпĕ: шутлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш арӗ вырӑсла таса калаҫни те ун чухнехи тапхӑршӑн пӗлтерӗшлӗ шутланнӑ: ял халӑхӗ ӗҫлӗ хутсем ҫыртарма ун патне пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак компанин официаллӑ партнерӗ шутланнӑ май «Дент-а-мед» «Nobel Biocare» клиника ӑсталӑхӗн центрӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑшман тылӗнче пӗтӗмпе партизансен 6200 отрячӗ, пурӗ 1 миллион ытла ҫын, шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Тулли мар кӑтартусем тӑрӑх подпольщиксен йышӗнче 220 пин ытла ҫын шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Ун чухне паспортри штамп та ҫав тери кирлӗ япала шутланнӑ – партипе хӗсмет карьеринче ҫитӗнӳсем тума, чикӗ леш енне кайма тата ытти те.

Тогда штамп в паспорте играл большую роль – для успеха в карьере партийном и государственном, для выезда за рубеж и прочее.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ун чухне паспортри штамп та ҫав тери кирлӗ япала шутланнӑ – партипе хӗсмет карьеринче ҫитӗнӳсем тума, чикӗ леш енне кайма тата ытти те.

В то время штамп в паспорте считался необходимостью – для карьерного роста в партийном и государственном деле, для выезда за границу и прочее.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Фельдшер ялта мӗн ӗмӗр тӑршшӗ яланах сумлӑ ҫын шутланнӑ.

Веками фельдшер в деревне всегда считался уважаемым человеком.

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Совет Союзӗ саланнӑ хыҫҫӑнах унччен ун йышӗнчи республика шутланнӑ ҫӗршывсенчен (Литвапа Латви тата Эстонисӗр пуҫне) Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.

Сразу же после распада Советского Союза из числа стран, числившихся в нем (кроме Литвы, Латвии и Эстонии) организовали Союз независимых государств.

Фестивале юбилее халалларӗҫ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Тумалановсем яланах тӗслӗх ҫемье шутланнӑ: ылтӑн алӑллӑ кил хуҫи кама кӑна пулӑшман-ши?

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ӗлӗк ҫынна ялтан хӑваласа яни чи пысӑк хаса /наказани/ шутланнӑ.

В старину изгнание человека из деревни считалось большим наказанием.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

XX ӗмӗр варринче Жданов ячӗлӗ колхозӑн Рассых Ямалетдинович ертсе пынӑ физкультура коллективӗ пирӗн республикӑра кӑна мар, Атӑл тӑрӑхӗнче те чи малтисенчен пӗри шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тинӗсре пулнӑскерсем ял ҫинче хисепре шутланнӑ.

Те, кто был в море, в деревне пользовались уважением.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Шӑла ыраттармасӑр сиплесси» принцип ун чухне компанин тӗп тӗллевӗ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ аслӑ шкул шутланнӑ май вырӑнти правительство тӗрлӗ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртме пулӑшать-и?

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Мероприятие Раҫҫей специалисчӗсем кӑна мар, унччен тӑванла республикӑсем шутланнӑ ҫӗршывсен хирургӗсем те хутшӑннӑ: хӑнасем ҫӗршывӑн 50 ытла регионӗнчен тата Беларуҫран, Кӑркӑсстанран, Узбекистанран пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Чӑваш чӗлхи кунне йышӑнасси вӑл самантшӑн пысӑк ҫитӗнӳ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

4. Мардохей ӗнтӗ патша ҫуртӗнче аслӑ ҫын шутланнӑ, унӑн чапӗ пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ, Мардохей ҫӳлерен ҫӳле ҫӗкленнӗ.

4. Ибо велик был Мардохей в доме у царя, и слава о нем ходила по всем областям, так как сей человек, Мардохей, поднимался выше и выше.

Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫак хушу саккунпа танах шутланнӑ, ҫавӑнпа та, пурте палӑртса хунӑ куна хатӗрленсе тӑччӑр тесе, ӑна ҫырса илсе кашни ҫӗре, кашни халӑха пӗлтерсе тухмалла пулнӑ.

14. Список с указа отдать в каждую область как закон, объявляемый для всех народов, чтобы они были готовы к тому дню.

Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Пӗрремӗш уйӑхра ӗҫлекен пӗрремӗш уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ Завдиил ывӑлӗ Иашовам пулнӑ; унӑн уйрӑмӗнче ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ; 3. вӑл Фарес ывӑлӗсенчен пулнӑ, пӗрремӗш уйӑхра ӗҫлекен ҫарпуҫсен пуҫлӑхӗ шутланнӑ.

2. Над первым отделением, для первого месяца, начальствовал Иашовам, сын Завдиила; в его отделении было двадцать четыре тысячи; 3. он был из сынов Фареса, главный над всеми военачальниками в первый месяц.

1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Иахаф — асли, Зиза иккӗмӗшӗ пулнӑ; Иеушпа Бериян ачисем йышлӑн пулман та, ҫавӑнпа вӗсем пӗр кил-йыш шутланнӑ.

11. Иахаф был главным, Зиза вторым; Иеуш и Берия имели детей немного, и потому они были в одном счете при доме отца.

1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех