Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шайра (тĕпĕ: шай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пулса курнӑ Елена Баймяшкина каласа панӑ тӑрӑх вӑл ҫӳллӗ шайра пулнӑ.

Как рассказала нам побывавшая там Елена Баймяшкина, она прошла на достойном уровне.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Тепри калӗ: «тупнӑ вак-тӗке япала», — тесе калӗ. — «Чи кирли — спорт мероприятине ҫӳллӗ шайра ирттерни, шкул ачисене спорта явӑҫтарасси, Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑкӑн паттӑрлӑхне асра тытни», — пулӗ унӑн хуравӗ.

Другой скажет: «нашел мелкую вещь», — скажет он. — «Самое нужное — чтобы спортивное мероприятие прошло на высоком уровне, приобщение школьников к спорту, почтение памяти подвига молодого, что сложил голову в Чеченской войне», — был бы его ответ.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Хӑватлӑ инфратытӑм туса хунӑ, чылай объекта Пӗтӗм Раҫҫейри «ПӖРЛӖХЛӖ РАҪҪЕЙ» политика партийӗн социаллӑ проектне пурнӑҫланӑ шайра хута янӑ.

Создана мощная современная инфраструктура, ряд спортивных объектов введен в эксплуатацию в рамках реализации социального проекта Всероссийской политической партии «ЕДИНАЯ РОССИЯ».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2010 ҫултан пуҫласа пирӗн республикӑра Раҫҫей Президенчӗн указне пурнӑҫланӑ шайра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 5,5 пин ытла ветеранӗ ҫӗнӗ те хӑтлӑ хваттерсем илнӗ.

В нашей республике начиная с 2010 года в рамках реализации указа Президента России более 5,5 тыс. ветеранов Великой Отечественной войны получили комфортные квартиры.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Тӗрлӗ мероприятире Чӑваш Ене тивӗҫлӗ шайра кӑтартакан ачасен патриотлӑх, мӑнаҫлӑх ҫирӗпленет, вӗсем тӑван ен шӑпишӗн кашниех яваплӑ пулнине ӑса хываҫҫӗ.

У ребят, достойно представляющих Чувашию на различных мероприятиях, формируются патриотизм, гордость и личная ответственность за судьбу родного края.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Сывлӑха лайӑх шайра тытма уҫӑ сывлӑшра куллен ҫур сехет уҫӑлса ҫӳрени те ҫителӗклӗ.

Чтобы быть в хорошей физической форме, достаточно совершать ежедневные получасовые пешие прогулки.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пурнӑҫра спортпа туслашма кирлине тата сывӑ апатланӑва лайӑх шайра пропагандӑлани те хӑйӗн ырӑ витӗмне кӳчӗ.

Важную роль сыграла и эффективная пропаганда спортивного образа жизни и здорового питания.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ӗҫсене укҫа-тенкӗпе патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхне аталантарнӑ шайра тивӗҫтермелле.

Финансирование работ необходимо обеспечить в рамках развития государственно-частного партнерства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫав хушӑрах халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи урамри ҫулсем япӑх шайра пулни пирки граждансем мана пӗр хутчен ҫеҫ мар ӳпкелешсе пӗлтерчӗҫ.

В то же время ко мне неоднократно обращались граждане с жалобами на плохое состояние уличных дорог сельских населенных пунктов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫавнашкал пурӑнмалли ҫурт-йӗре вӑтам шайра пурӑнакан 5000 яхӑн ҫемье юрӑхлӑ хакпа туянма тата ҫапла майпа хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарать.

Приобрести такое жилье по доступным ценам и улучшить свои жилищные условия смогут около 5 тыс. семей со средним достатком.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Уйрӑммӑн палӑртатӑп: ял ҫӗрӗнчи таса уйра кӗске вӑхӑт хушшинче производство культури ҫӳллӗ шайра шутланакан ку чухнехи хӑватлӑ заводсем туса лартнӑ.

Особо отмечу, что за короткий срок в сельской местности, практически в чистом поле, были построены мощные современные заводы с высоким уровнем культуры производства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Эпир ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие йӗркелесе ирттерме тӗплӗн хатӗрлентӗмӗр тата ӑна питех те ҫӳллӗ шайра ирттертӗмӗр.

Мы серьезно подготовились и на высоком уровне провели это важнейшее мероприятие.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех