Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненсех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн та, хӑш-пӗрисем ӗненсех каймарӗҫ ҫакна.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Леш, ухмах Тимушӗ, ӗненсех ҫӳрет пулӗ-ха унпа.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тен, Оксана та ӑна ӗненсех каймасть, анчах тӗрӗслесе пӑхма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Телепатине эпӗ ӗненсех каймастӑп, ҫын шухӑшне тепӗр ҫын епле пӑхӑнтартӑр?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Выставкӑна тӑратнӑ скульптурӑсене вӑл ҫулталӑк ҫурӑра тунӑ тесен, ӗненсех те каймарӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Нумайӑшӗ вӑл вӑхӑтра чунтан ӗненсех ҫапла шутларӗ пулмалла: ак Мӗшӑпа Кӑкшан тӑрӑхӗнчи, Ар-Сӗнтӗрти пӑлхавҫӑсене сапаласа ятӑмӑр, вӗсен пуҫлӑхӗсене тӗрлӗ майпа пӗрерӗн-пӗрерӗн пӗтерсе тӑкрӑмӑр: тек вӑйлӑ пӑтӑрмах пулассине кӗтмелли ҫук, малашне Хусан ҫывӑхӗнче, Атӑлпа Шур Атӑл таврашӗнче лӑпкӑ пурнӑҫ пуҫланать терӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипе каласан Алттыш малтан пит ӗненсех те кайман пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗ вӗсем патне килессине.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Саррие, ҫапӑҫура тӗрӗслесе пӑхман ҫынна, ӗненсех пӗтереймеҫҫӗ-ха пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗсем, ҫапах та систерсе хучӗҫ: ҫав икӗ тилӗ умӗнче сыхӑ пул, кирлӗ-кирлӗ мара персе ан яр терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усалне (шуйттанне) хӑй куҫӗпе куртӑм текеннине те ӗненсех пӗтересси килмест Янтулӑн.

И ни один не признается, что видел собственными глазами черта или еще там кого-то.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Катрам Иванӗ ӑна ан хӑра, ыраша чиперех вырса пуҫтаратпӑр тесе шантарать, анчах Ятман ӑна ӗненсех каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӑна ӗненсех калатна? — ун енне ҫаврӑнса ыйтать Ятман.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑна ӗненсех тӑратӑп-ха эпӗ, анчах шухӑшпа тепӗр чухне шикленсе те пӑхатӑп: хӑҫан тытса чараҫҫӗ нимӗҫе? тӗтӗп.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ват ҫын, халиччен тимӗрҫӗ лаҫҫинче пулманскер, ҫурла хуҫӑкӗнчен ҫӗҫӗ тума май пуррине ӗненсех те каймасть.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ӗненсех ӗненет-ши вӑл вӑхӑтлӑха ҫеҫ хуларан тухса каясса е ҫынсене палӑртасшӑн мар пулса ҫеҫ сассине хӑпартса калаҫать? — иккӗленчӗ Михаил Николаевич.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ывӑл пулать пирӗн — Костик, — ывӑл пуласса ӗненсех каларӗ Соня.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тияккӑн ҫынна тӑмран тунӑ тесе вӗрентнӗ, турӑ ӑна чун панӑ, тенӗ — куна ачасем ӗненнӗ (упӑтерен, чӑнах, епле ҫын пулма пултарӗ — куна ачасем мар, пысӑккисем те ӗненсех каймӗҫ).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куна ачасем ӗненсех кайман.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Унӑн тытӑҫмаллахчӗ, — чӑнласах, ӗненсех каларӗ Давенант.

— Он должен был драться, — серьезно сказал Давенант.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫакӑн ҫумне тата, хӑй ӗненсех, ӑна ҫурри сахал тарлӑ патронсем панӑ тесе хушса хучӗ.

Вдобавок он уверял, что ему подсунули патроны с наполовину отсыпанным порохом.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗсене пула Стелла Дижон ӗненсех лартрӗ: ӑна пач шанчӑксӑр юратса пӑрахнӑ (ку тӗрӗс мар) Гарри Эванс ниҫта кайса кӗрейменнипе аптӑраса О'Нэйль ятлӑ хӗре качча илнӗ иккен.

Стелла Дижон благодаря им получила уверенность, что безнадежно влюбленный в нее (чего не было) Гарри Эванс с отчаяния женился на девице О'Нэль.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех