Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнӑҫлӑнах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ӗнте, ҫӗр ҫинче ӑнланакан тӑватӑ ҫын пур чухне, вӗсем мана ӑҫта анса лармаллине пӗлтерессе, ҫӗр ҫине ӑнӑҫлӑнах анса ларасса шансах тӑратӑп эпӗ.

Я знал, что теперь, когда на земле четыре понимающих человека, я благополучно приземлюсь, они дадут мне знак, где садиться.

Япӑх аэродромсем ҫинче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Сахалин ҫине хамӑр ӑнӑҫлӑнах анса ларсан, эпӗ хам паха та пысӑк вырӑн йышӑнакан ӗҫе пуҫарса янине ӑнланса илтӗм.

И когда мы благополучно приземлились на Сахалине, я понял — положено начало большому, важному делу.

Самолёт тата ҫӑматӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫӗр ҫине ӑнӑҫлӑнах пырса тӗкӗнтӗм.

Земли коснулся хорошо.

Кӗтмен япала // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫак вӑхӑтра летчик ҫӳлерех хӑпарнӑ та ангар урлӑ ӑнӑҫлӑнах вӗҫсе каҫнӑ.

Между тем летчик взял горку и перескочил через ангар.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Флагмана шыраса тупса, ун палуби ҫине вымпел пӑрахсан, летчик самолет бакӗнчи юлашки бензинпа ҫӗр ҫинелле вӗҫсе ҫитнӗ те, машинӑна Ораниенбаумран (хальхи Ломоносов хулинчен) темиҫе километрта ӑнӑҫлӑнах антарса лартнӑ.

Обнаружив флагмана и сбросив на его палубу вымпел, летчик с трудом, на последних каплях бензина дотянул до суши и благополучно посадил машину в нескольких километрах от Ораниенбаума (ныне город Ломоносов).

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Тахҫанах, ультрасасӑсене тытакан приборсем ҫук чухнех, Васильев тинӗс тӗпӗнче ҫӳрекен танк нефть шыраса тупас задачӑна ӑнӑҫлӑнах татса парасса шанса тӑнӑ.

Даже в те далекие годы, когда еще не было приборов ультразвуковой разведки, Васильев понимал, что движущийся по дну танк мог с успехом решить задачу поисков нефти.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ковшов отделӗнче те пӗр пӗчӗк ушкӑн ҫеҫ юлнӑ — ӑна Кобзев ӑнӑҫлӑнах ертсе пырать.

Из отдела Ковшова на месте оставалась лишь небольшая группа — ею вполне успешно командовал Кобзев.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ковшов ҫавӑн пек сыпас техникӑна ӑнӑҫлӑнах тунӑ.

Ковшов успешно разрабатывал технику такой сварки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Поезд ҫак вырӑнтан та ӑнӑҫлӑнах иртсе кайнӑ.

Поезд проскочил это место.

2. Тӑшманпа ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Тепӗр секундран вӑл Шексна тӑрӑх пычӗ, Рыбинск тинӗсне тухрӗ, ӑнӑҫлӑнах Мускава ҫитрӗ те савӑнса сывласа ячӗ.

Через секунду он уже плыл по Шексне, достиг Рыбинского моря, благополучно прибыл в Москву и с облегчением вздохнул.

14 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Эпӗ халӗ тӑвакан ӗҫе тепӗ ҫын туса курнӑ, вӑл ӑнӑҫлӑн туса пӗтернине эпӗ те ӑнӑҫлӑнах туса пӗтерӗп.

То, что делаю я, уже сделал другой, и то, что удалось ему, удастся также и мне.

XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Унӑн сывлӑхӗшӗн Горева паян ним чухлӗ те шикленмест, мӗншӗн тесен снаряд ванчӑкне ӑнӑҫлӑнах кӑларнӑ ӗнтӗ.

Его состояние не внушало ей сегодня ни малейших опасений, потому что осколок был уже благополучно извлечен.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫапла майпа вӗсем батарея патне ӑнӑҫлӑнах ҫитсе тухнӑ.

Так они благополучно доползли до самой батареи.

IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫапла пулин те Джон тепӗр енне ӑнӑҫлӑнах каҫма шанать.

Тем не менее Джон Мангльс не сомневался в успешности переправы.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унтан ытти уроксенче вӑл ташланӑ, хуҫи тавра чупнӑ, музыка сассипе уланӑ, чан ҫапнӑ тата пистолетран пенӗ, тепӗр уйӑхранах вӑл египетски пирамидӑра ӑнӑҫлӑнах Федор Тимофеич вырӑнӗнче пулма пултарнӑ.

Затем в следующие уроки она плясала, бегала на корде, выла под музыку, звонила и стреляла, а через месяц уже могла с успехом заменять Федора Тимофеича в «египетской пирамиде».

V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Хамӑн кимме эпӗ ӑнӑҫлӑнах утравӑн хӗвелтухӑҫ енне илсе ҫитертӗм, кунта ӑна валли питӗ лайӑх вырӑн тупрӑм, ӑна пур енчен те чӑнкӑ чулсем хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ.

Мне удалось благополучно перевести свою лодку на восточную сторону острова, где для нее нашлась очень удобная бухта, защищенная со всех сторон отвесными скалами.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Чӳлмек катӑкӗ вутра ҫавӑн пек хытса ҫирепленнӗ пулсан, кӑвар ҫинче тӑм савӑт-сапана та ӑнӑҫлӑнах хӗртсе хытарма пулать», — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ.

«Если глиняный черепок так затвердел от огня, то, значит, с таким же успехом можно обжигать на огне и глиняную посуду», — решил я.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпир ҫав ҫутӑ пӑнчӑ еннелле ҫул тытрӑмӑр та газа хупнӑ хыҫҫӑн ӑнӑҫлӑнах анса лартӑмӑр.

Мы бросились к этому пятнышку, сразу закрыли газ и благополучно сели.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн республикӑра ҫав критикӑпа библиографи ӗҫӗ халлӗхе ӑнӑҫлӑнах пулса пыраймасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

1. Иосафат, Иудея патши, хӑй килне Иерусалима ӑнӑҫлӑнах таврӑннӑ.

1. И возвращался Иосафат, царь Иудейский, в мире в дом свой в Иерусалим.

2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех