Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрлесерен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальҫине вӑл комиссара асаилсех те кайман, ытларах хӑйне ҫӗрлесерен тунсӑх «ҫатӑрласа» илнине ҫеҫ кала-кала панӑ вӑл.

Она теперь редко вспоминала комиссара, а больше рассказывала, как на нее «накатывает» ночами.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Е тата ҫӗрлесерен, ыйхӑ вӗҫсен, шӑппӑн шӑкӑлтатма та пулать…

Или ночью, когда не спится, можно потихоньку поговорить…

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех