Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗлеме (тĕпĕ: ҫӗле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Мини-панноран пӗр пысӑк кӗҫҫе кавир ҫӗлеме тӳр килӗ.

— Нам предстоит сшить мини-панно в один большой коллективный войлочный ковер.

Ӗпхӳре 90 панноран кӗҫҫе кавир ҫӗлӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/al-sti/2023-09-1 ... -l-3443133

Костюмсем ҫӗлеме ятарлӑ ҫӑмран тӗртнӗ пир-авӑр фабрикине хута ярасси ыйту кун йӗркинче тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Инди компанийӗ «Ҫӗнӗ Шупашкар» уйрӑм экономика зонине кӗме пултарать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/indi ... omika-zoni

Ҫула май вӑл сӑран атӑ ҫӗлеме, тамашаллӑ апат пӗҫерме, хӑй пӗлнӗ япаласенчен хӑй халӑхӗ пӗлмен япаласем тума вӗреннӗ тет.

По пути он научился шить ботинки из кожи, готовить диковинные блюда, использовать привычные материалы для изготовления совершенно необычных для его народа вещей.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

– Калама маннӑ, ман хӗрсем ҫӗлеме вӗренеҫҫӗ.

— Забыл сказать, мои девочки шитью учатся.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Настьӑпа Ксюша япала ҫума юратман, ҫавӑнпа та Барбисем валли ҫӗнӗ кӗпе ҫӗлеме шут тытрӗҫ.

Стирать Настя с Ксюшей не любили, поэтому решили сшить для Барби новые платья.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Хӗр ачасене шкулта ҫӗлеме, ҫыхма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Анчӑк валли тумтир те ҫӗлеме пулать, сӑмахран, йӗм, кофта, кӗпе, нуски — тумтирсӗр те выляма юрать.

Можно и одежду сшить для щенка, например, штаны, кофту, рубашку, носки — можно играть и без одежды.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

— Хӑлхисем кӗрӗк ҫӗлеме юрамаҫҫӗ, вӗсене кӑларса пӑрахрӑм, — тет ҫӗвӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗҫӗ пулманнипе вӑл ҫав куннех кӗрӗк касса ҫӗлеме ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ача ҫуртӗнчи ӗҫсене майлаштарсан, ялтан тумтир ҫӗлеме кӳре пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку ҫын питӗ савӑнчӗ, ҫав кунах ҫӗлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унтан ӑнланса илчӗ те, — эпӗ сана ҫӗлеме корова парасшӑнччӗ, — тесе хӑй те йӑваланса кула пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пусса тирне сӳсе ҫӗлӗк те ҫӗлеме пултаратӑп, кам туянас тет, сутма та пултаратӑп!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Калӑпӑр, кӗпе-тумтир ҫӗлеме е вӑлтапа пулӑ тытма пӗртте сӑрт-ту хушшинче шанкав чул кӑларакан вӑйӗ-халӗ кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрсем Юрпике тумне ҫӗлеме ыйтрӗҫ, ҫавна пӗтермелле-ха мӑнӑн.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Арӑма тӳрех, ӗҫе ырана хӑвармасӑрах, чи ҫирӗп пиртен — хамӑр комбинат тӗртсе кӑларнинчен! — вӑрӑм михӗ ҫӗлеме хушрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пурне те артист пулма пӳрмен, ӳнерҫӗ-художник пулма та, йывӑҫран каскаласа тӗрлӗ илемлӗ эрешсем тума та, хитре кӗпесем ҫӗлеме те пурте пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

«Малтанлӑха 10 ҫын анчахчӗ. Кӗпе-йӗм кӑна ҫӗлетчӗҫ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн производствӑна сарсах пытӑмӑр. Ӗҫ тумтирӗ, вырӑн таврашӗ тата пысӑкрах ытти япала ҫӗлеме тытӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсен йышӗ те 54 ҫынна ҫитрӗ», — аса илет халӗ Анатолий Витальевич.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Пӗчӗк тухьясем ӑсталама, кӗпесене ҫӗлеме ашшӗ-амӑшӗ те, ачасем те пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех