Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхма (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара чӑлана кӗрсе чӗнтӗр ҫыхма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пишпӳлек районӗнчи волонтерсен юхӑмӗ маскировка тетелӗсем (сеть) ҫыхма сӗнсен Ситекпуҫ ялӗн хастарӗсем тӳрех килӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Вӗрене ҫыхма пӳрт кӗтесӗнчи ыттисенчен тухсарах тӑракан ҫӳлти пӗренине суйласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Ку пӗтӗм ҫӑма кассан, пӗр мӑшӑр алсиш ҫыхма та ҫитет пуль!» — кулса илчӗ Андронов хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх Галя Андреева мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ҫитӗннӗ: 7 ҫулта кроликсем пӑхнӑ, амӑшӗпе «Мир» колхоз хирӗнче утӑ тавӑрнӑ, кӑшман, ҫӗр улми йӑранӗсене кӑпкалатнӑ, купӑста шӑварнӑ, 9-та ӗне сума хӑнӑхнӑ, 10-ра алсиш-чӑлха ҫыхма вӗреннӗ, 14-ра ашшӗпе вӑрман каснӑ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Вӗсен маттур арӑмӗсемпе чипер пикисем кӗнчелепе ҫӑм арлама, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме, пански йӗппипе ӑшӑ чӑлха-алсиш, ҫекӗлпе сӗтел-пукан, урай сармисем ҫыхма пит ӑста иккен.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Вӗсене кашнине икшер кило ҫӑм панӑ — фронта валли алса-чӑлха ҫыхма.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӗҫех ҫӳҫне пуҫтарса ҫыхма ӗлкӗрнӗ Сухви пӗр ҫӗклем тип шанкӑ йӑтса кӗчӗ те, Саня ҫине куҫ уҫса пӑхмасӑрах, именчӗклӗн пуҫне чиксе, хӑвӑрт тӗпеле иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗркун кӑштах вуласа патӑн, халь малалла вула-ха, — ывӑлӗ ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхать чӑлха ҫыхма ларнӑ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

— Хӑшӗ кӗлте ҫыхма ӗлкӗртӗр-ха?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Нумай пулатчӗ хирте сурат-ҫӗмел курманни, ял ҫынни алӑпа тырӑ вырма, кӗлте ҫыхма, тырра картасем туса, салтаксем туса типӗтме манса кайрӗ пуль тесе шутлама та сӑлтав пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Папа, мама тата Тимофей пахчара милӗк ҫыхма юлчӗҫ, хӗрачасем кукамӑшӗпе кукаҫи патне вӑрман парнисене пама чупрӗҫ.

Папа, мама и Тимофей остались в огороде вязать веники, а девочки побежали к бабушке и дедушке сдавать лесные подарки.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Вӗсем ҫӗршыва усӑ тӑвасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, килӗсенче сеткӑсем ҫыхма пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Ун чух унта хӑйне улӑм хытарса ҫыхма пулӑшакан ҫынсем те пухӑнма ӗлкӗреймен-мӗн.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйсен ҫемйинче хӗрарӑм сахалтарах пулнӑран-ши — ҫамрӑк чух алсиш-чӑлха ҫыхма та ӳркенмен имӗш.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗр ачасене шкулта ҫӗлеме, ҫыхма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Интеллигентлӑ ҫын пек тумланнӑскер галстук ҫыхма та манман.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӗскӗн, кӗпи ҫӗтӗкӗпе те пулин ҫыхма ӗлкӗреймен ӑна.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсене йытӑ ҫыртнисем суранӗсене ҫыхма васкарӗҫ, теприсем тем-тем усал сӑмах каласа такама ылханчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем патне тата темиҫе ҫын пычӗҫ, вӗсем пурте пӗрле ун суранне ҫӗнӗрен пухса килнӗ курӑк хурса ҫыхма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех