Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗҫ (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре ларса вӗсем ӑна курас килми пуличченех ҫирӗҫ.

За один раз они съедали столько, что потом не хотелось на них смотреть.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Хирте вӗсем кӑнтӑрлахи апат пӗҫерсе ҫирӗҫ, апат хыҫҫӑн тӳрех командовани палӑртнӑ вырӑна, танксемпе пехота иртекен ҫулсене, минӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Уя тухнӑ ҫынсем пурте Аванкай мучирен ҫӑмарта татӑкӗ илсе ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑна-евӗр халаппи, Урха ҫинчен сӑмаххи; Ҫирӗҫ майра патшана, Асса кайнӑ тӑшмана.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Яшкана пурте савӑнса ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вара кунӗпе ӗшеннӗскерсем сумкӑри ҫӑкӑра пӗрер чӗлӗ касса илчӗҫ те тӑварпа сапса ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗнех, ҫирӗҫ, ӗҫрӗҫ лешсем, ир енне кӑна саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ, савӑнчӗҫ, кулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурте шепӗр хӑналанчӗҫ: кӗреке курки ҫавӑрса ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ, ӗрехетленчӗҫ, киккирикӗсем самаях хӗрсен хӑюҫахсем е йӑпӑш-япӑш та тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑртаткаларӗҫ, е яшши-вутлисем хӗм сирпӗтсе, урайне силлентерсех, пӳрте чӗтрентерсех ташша сӳрӗҫ, чун тӗпӗнчи чи вӑрттӑн, ҫывӑх туйӑмӗсене халӑхӑн кӗмӗл ҫӑриллӗ, ылтӑн уҫҫисемлӗ юман сунтӑхӗнче упранса юлнӑ пӗр-ик юрра ҫавӑракансем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑшӑра нӳретсе шӑтарнӑ ыраша та чӑхӑсем юратса ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Апат антарса патӑм та - сивлемерӗҫ, ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ҫынсем будка умне вырнаҫтарнӑ вӑрӑм сӗтелсем хушшинче хаваслӑн калаҫса-кулса ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑвӑр питӗ наркӑмӑшланасран хӑратнипе, кам саппунпа тухнӑ, вӗсем ун арки витӗр катса ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Аш яшки, ӑшаланӑ ҫӗрулми ҫирӗҫ, чей ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киленсех ӗҫрӗҫ вара хӗрсемпе каччӑсем тин сӗрнӗ сӑрана; васкамасӑр, тутӑ ҫынсем пек, какайне тирпейлӗн иле-иле хыпрӗҫ, пӑттине ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ӑна куҫпа ҫирӗҫ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Икӗ наместникпа Шигалей бояр ҫыннисемпе пӗрле хӑйсем ҫеҫ ӗҫсе ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫаксем ҫирӗҫ ман пуҫа Хусанта, — терӗ Шигалей малта тӑракан мӑрсасем умӗн паттӑррӑн утса иртсе.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑй питти ҫынсемсӗр тӑрса юлнӑ икӗ старикпе пӗр карчӑк выҫлӑх ҫул хӑйсен пӗртен-пӗр ӗнине пусса ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн атте тӑванӗсемпе кукаҫи сӗтел хушшине ларчӗҫ, виҫшер кашӑк пӑтӑ ҫирӗҫ те сӗтел хушшинчен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех