Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш чухне мана пур япаласенчен те ҫынсем валли савӑнӑҫ тума май пур пек туйӑнать, ун валли ҫавна питӗ тӑвас килни ҫеҫ кирлӗ тата хӑвна ху хӗрхенес пулмасть, ҫине тӑрса, хӑюллӑрах, тӳрӗ чунпа тӑрӑшас пулать, вара пур япаларан та ҫынна савӑнтармалли тума пулать…
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Виктор куҫа курӑнман япаларан такӑннӑ пек шӑпланчӗ.
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ют чӗлхене вӗренсен нумай япаларан тӗлӗннӗ вӑл.
Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263
Анчах ҫав пӗтӗмӗш текен сӑмах, ӑна ӑнлану енӗпе илсе пӑхас пулсан, пӗр пӗлтерӗш пулин те, пӗр япала мар, темӗн чухлӗ вак япаларан пухӑнса пулать».
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Анчах ҫак усал япаларан та пӗррехинче манӑн куҫ хупӑмӗнчех, асап-ырату туймасӑрах хӑтӑлма май пулчӗ.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
— Тӗкме юсамалла, йӑваннӑ пӗр йӳн картана ҫӗклемелле, упи-супи япаларан хӑтӑлмалла.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ҫак тӗнчери пур япаларан ун куҫӗ умӗнчен пӗри ҫеҫ — шурӑ ҫӑмарта — ҫухалмарӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
— Мана нимӗн те кирлӗ мар, — хитре, анчах усал шӑршлӑ япаларан йӗрӗннӗ пек пуҫне аякалла пӑрчӗ Аркадий.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Пӗр япаларан теприн патне васкамалла мар.
8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Лаша ҫинчен татӑлса аннӑ офицер патӗнчен темӗнле усал шӑршлӑ япаларан пӑрӑннӑ пек демонстрантсем аяккарах парӑнчӗҫ те ҫирӗппӗн малалла утрӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫӗҫӗ таврашӗ кирлӗ те мар, турӑ хӑтартӑр ун пек япаларан!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӗрисем юратнӑ ҫынран, япаларан уйрӑласшӑн мар, чун ыратӗ.
5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Вӑл пӗр япаларан ҫеҫ тӗлӗнчӗ: Ту енчи мӑрсасем ӑна пӗр хӗнемесӗр кӑларса ячӗҫ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сарри тепӗр япаларан тӗлӗнчӗ: ӑна никам та чӗнтермен-ха кунта, вӑл калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, хӑй кӑмӑлӗпе килнӗ, лешсене Салтыков воевода чӗнтернӗ ав.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Халӗ вӗсем пӗр япаларан кӑна шикленчӗҫ: Кучак хӑйне сыхланине ан систӗрччӗ, тепӗр ҫӗре тарса ӳксе Кама урлӑ тӑварах каҫма ан шутлатӑрччӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хӑвӑн куҫу умӗнчех илсе тухса кайрӗ-и ывӑлна, Ахтупай? — кӗтмен япаларан тӗлӗнсе ыйтрӗ Офоня.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫав ҫӗре Укка виҫӗ япаларан астуса юлчӗ: йӗкӗт ҫӑварӗнчен тухакан сӑра-эрех шӑршинчен, ачаш ҫӗртине ыраттарса пӗтернинчен, ӳсӗр йӗкӗте хӑй ҫинчен урайне тӗксе антарнинчен.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пин тӗрлӗ япаларан.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ку вара шухӑшлама пӗлекеншӗн йывӑр япаларан та йывӑр пулас, пӗр мучи ав ҫӗре ҫити пӗкӗрӗлсе аннӑ…
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пурнӑҫра пур япаларан та — турӑран, усал-тӗселсенчен, ял-йышран, тӳре-шарасенчен (пуринчен ытла тиекрен) — хӑрама вӗреннӗскер, вӑл каҫхине хӑйне чаплӑ хуҫа пекех ирӗклӗн те хӑюллӑн тыткаланӑ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.