Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑранпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарта транспорт реформине пуҫарса янӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ ӗнтӗ.

С того дня, как в Чебоксарах началась транспортная реформа, прошел уже год.

Шупашкарти маршрут схемине ҫӗнетесшӗн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23758.html

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне хута янӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Питӗр хулинче пурӑнакан Валерий Жиляев Германири Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗнче пулнӑ ветерансен Халӑхсен хушшинчи ассоциацине йӗркелесе янӑранпа тӑхӑр ҫул иртрӗ.

Прошли девять лет, как житель города Петербурга Валерий Жиляев организрвал Международную ассоциацию ветеранов бывших в рядах Советской Армии в Германии.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — «сестра постне» хута янӑранпа тухтӑрӑн кашни йышӑнура 1-4 минут пушанать, пациентсен йышӗ те куллен 3-5 ҫын чакать.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

9. Пирӗн хамӑр чунӑмӑра пусарма алӑра сӑваплӑ кӗнекесем пуррипе пире ҫав ҫыру кирлех те мар пулин те, 10. сирӗнтен сивӗнсе пурӑнас мар тесе, тӑванлӑхпа туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе ямашкӑн сирӗн патӑра ҫак ҫырӑва ярас терӗмӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир пирӗн патӑмӑра ҫырса янӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ.

9. Мы же, хотя и не имеем надобности в них, имея утешением священные книги, которые в руках наших, 10. но предприняли послать к вам для возобновления братства и дружбы, чтобы не отчуждаться от вас; ибо много прошло времени после того, как вы присылали к нам.

1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа «Нарспи» поэмӑна чи лайӑх вулакан» конкурс, «Шетмӗ ҫыравҫисем» поэзипе музыка каҫӗсем, Кӗҫӗн Шетмӗ ялне йӗркелесе янӑранпа 415 ҫул ҫитнӗ май ӳкерчӗксен конкурсӗ, уяв концерчӗ /пурӗ 320 мероприяти/ йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ.

11 марта Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвященном тринадцатой годовщине создания органов наркоконтроля.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Акӑ иртнӗ кунсенче кооператив йӗркелесе янӑранпа 15 ҫул ҫитнине халалласа «Новый путь» кооперативӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн шахматла хӑвӑрт выляссипе турнир иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

1900 ҫулта Хӗрлӗ Чутайри чиркӳпе прихут ҫумӗнче ултӑ класлӑ шкул хута янӑранпа унӑн попечителӗ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех