Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ямалла (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрамасть Хӗлипе кӳрентерме, ямалла мар ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Чиперскер иккен, пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалла, — терӗ пӗри, йӑл-йӑл кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑр укҫа-тенкӗпе тунӑ танксене салтаксене леҫсе пама ялтан виҫӗ ҫын ямалла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Танккисене леҫме Хура Ҫимуна тата такама ямалла, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Военкоматран хыпар пулсанах ялтан кама та пулин ҫав хурҫӑ машинӑсене леҫме фронта ямалла пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Мӗнле ҫавӑн чул пыла пӗрре ларса ҫисе ямалла», — тӗлӗнсе пӑхрӗҫ Кулюккан шӑтӑкран тухнӑ шӑши пек выляса тӑракан хӑмӑр куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малалла йӗрлеме чарас тесен, кусене халех пӳртрен кӑларса ямалла».

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Выҫӑпа аптранӑ ҫынна тавӑрасси темех мар, пушӑ алӑпа ҫеҫ кӑларса ямалла.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арҫынсен хӑйсен тимлӗхне тивӗҫ ҫынна кӑна хӑйсен ҫывӑхне ямалла, унсӑрӑн ӗҫре йывӑрлӑхсем пулма пултарӗҫ..

Мужчинам следует впускать в свой круг только достойных их внимания личностей, иначе возможны затруднения в делах.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӗлхене ҫӑтса ямалла!

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Мӗншӗн вӑхӑта пустуй сая ямалла?

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫыртмалли илсе укҫана сая ямалла мар, эрех валли перекетлемелле.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Тен, ямалла та марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Халӗ вара пӗр тӑхтамасӑр вӑрман вӑррисемпе кӗрешӳ пуҫарса ямалла.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Выльӑх пусма ҫеҫ ямалла сана аш-какай комбинатне.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗррехинче Егор Силыч Подоприхин, «Малалла» колхозӑн ҫӗнӗ председателӗ, районтан ҫӗнӗ хыпарпа тавранчӗ: пӗр колхознике Хусана ямалла — зоотехнике вӗренме.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑ ялӑн хӗрӗсене Пӑрпа лартса ямалла.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Туй валли сӑра ҫакса ямалла!

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Эпӗ кунта пульницӑра чылай шутласа выртрӑм та, чӑн малтан, пӗтнӗ ӗне фермине тепӗр хут хута ямалла терӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара ҫапла шухӑш тухса тӑнӑ: ҫав шурлӑхра пысӑк электричество станцийӗ лартас та проводсем тӑрӑх тока кирлӗ ҫӗре ямалла тӑвас, тенӗ.

Тогда возникла мысль: построить на болоте большую электрическую станцию и посылать по проводам ток куда надо.

Ленин Шатури // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех