Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ямалла (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хут ҫырса ямалла мар-ши пӗр-пӗр ҫӗре?..

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пӗтӗмпех ӑнланмалла, эппин пӗччен эсӗ килте, ӗнтӗ хӑраххӑн пурӑнма тытӑнатӑн, тен, кичем ан пултӑр тесен, пӗр-пӗр хӗре илсе килмелле те авлантарса ямалла?

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пачах ӑсран тайӑлнӑ этем, психбольницӑна леҫсе ямалла ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эсир кайса килнӗ тӗле эпӗ сысна ҫӑвӗпе ҫӗрулми ӑшалӑп, чӗлхе ҫӑтса ямалла тутлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

53 млн тенкӗ ытла тӑракан объекта ноябрьте хута ямалла.

Куҫарса пулӑш

Клуб ҫӗкленет // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50161-klub-c-klenet

Уй кунне хутшӑнма ЧР «Агро-Инновацисем» предприятие заявка ямалла.

Куҫарса пулӑш

Заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%b0cce-2/

Хуняма чӗрӗллех ҫисе ямалла пӗрле пурӑнас пулсан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лаша тапнӑ пек шанлаттарса ямалла та…

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑт «ӑҫта та пулин» ятлӑ вырӑнта тымар епле ямалла пулать-ши иккӗн тан?..»

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Этемлӗхӗн пултаруллӑ ачисем каланӑ ӑсла сӑмаха мӗн-ма ҫураличченех пуҫ мими ҫумне «ҫыпӑҫтарса» ямалла туман-ши?

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вара, анасласа ыран та ҫумӑр ҫутарсан, — хихиклетет Ултутти, — хурама туратти пек кӑтӑркаса кайнӑ шӑмшакна самантра ирӗлтерсе ямалла чуптӑватӑп килне пырсах.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эпӗ Валя пек хӑрах алӑллӑ пулас пулсан, мана Миша тахҫанах хӑваласа кӑларса ямалла

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кунта калаҫнипе кӑна ирттерсе ямалла мар, кунта ҫав инкекӗн сӑлтавне, уншӑн кам айӑплине шыраса тупса ҫирӗп ответ тыттарасси пирки те шухӑшламалла.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ваканси ҫинчен пӗлтерӳре работникӑн ватӑ граждансенчен посылкӑсем илмелле те вӗсене «ӗҫ паракана» ямалла тесе каланӑ.

В объявлении о вакансии было сказано, что работнику необходимо забирать посылки у пожилых граждан и пересылать их «работодателю».

Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627

Карттӑ ҫинче юлнӑ укҫапа ҫитес ҫулхи мероприятисене каймашкӑн та халех билет туянма пулать — сая ямалла мар.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Пурте пӗр шухӑш патне пырса тухрӗҫ: Артека Актая ямалла.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Юрамасть Хӗлипе кӳрентерме, ямалла мар ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Чиперскер иккен, пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалла, — терӗ пӗри, йӑл-йӑл кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑр укҫа-тенкӗпе тунӑ танксене салтаксене леҫсе пама ялтан виҫӗ ҫын ямалла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Танккисене леҫме Хура Ҫимуна тата такама ямалла, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех