Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратаҫҫӗ (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Гоп капитан, мачта тӑрӑх упаленсе чавсана хытӑ вистентертӗм; манӑн аякпа ҫурӑм ыратаҫҫӗ, пӳрнесем хуҫланмаҫҫӗ, пуҫ ҫурӑлса тухасла янӑрать, урасем чӗтреҫҫӗ.

— «Капитан Гоп, я ободрал локти, ползая по снастям; у меня болят бока и спина, пальцы не разгибаются, голова трещит, а ноги трясутся.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Ой, урасем ҫав тери ыратаҫҫӗ! — терӗ Эмиль амӑшӗ.

— Ой, как ноги болят! — сказала мама Эмиля.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Манӑн урасем ҫав тери ыратаҫҫӗ, — тенӗ те Лена ещӗк ҫине ларнӑ.

— Лена села на ящик: — У меня очень ноги болят.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Сурансем хытӑ ыратаҫҫӗ.

Боль сильная.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Манӑн йӗри-тавра ӗлӗкхи пекех: сурансем ыратаҫҫӗ, манӑн турккӑ юлташӑм ӗлӗкхи пекех тем пысӑкӑш, пӗр хускалмасӑр выртать.

Все по-прежнему: раны болят, сосед лежит, такой же огромный и неподвижный.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Урасем ҫӗр тӗмӗскисене ҫакланаҫҫӗ, хускалмассерен тем пекех ыратаҫҫӗ.

Ноги цепляются за землю, и каждое движение вызывает нестерпимую боль.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Шӑл ыратнӑ пек: вӗҫӗмсӗр, пӗр чарӑнмасӑр, чунтан туртса ыратаҫҫӗ.

Боль, как зубная: постоянная, тянущая за душу.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Алӑпа сӗртӗнсен суранӗсем тата хытӑрах ыратаҫҫӗ.

Когда я трогаю их руками, боль еще сильнее.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

— Сӗлӗхсем начар каяҫҫӗ, — терӗ вӑл каллех, — пӗр татӑк сысна ашӗпе пӗр стакан эрехшӗн, сирӗн шӑмӑсем ыратаҫҫӗ пулсан, эпӗ сирӗн пӗҫ кӑкӗ ҫумне пӗр дюжин питех те лайӑх сӗлӗхсем лартса пама хатӗр… — тет.

«Плохо идёт торговля пиявками, — сказал он опять. — За кусок холодной свинины и стакан вина я готов вам приставить к ляжке дюжину прекраснейших пиявочек, если у вас ломота в костях…»

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Хӑпарса тухнӑ вырӑнсем тӳсме ҫук ыратаҫҫӗ.

Невозможно мозоли жмут.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Ишсе ывӑннӑ аллисем туртса ыратаҫҫӗ унӑн.

Натруженные веслом, его руки болезненно ныли.

«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пӗррехинче, питӗ вӑйлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ пулнӑ хыҫҫӑн, Лодка кӑнтӑрла ҫитсен тин вӑранчӗ, ҫурма чирлӗ, ҫилленчӗк хӑй: унӑн кӑкарӗ хӗртет иккен, типшӗрсе кайнӑ ӳт-тирне тутӑк ҫисе шӑтарнӑн туйӑнать тата куҫӗсем ыратаҫҫӗ.

Однажды, после сильного кутежа, Лодка проснулась в полдень полубольная и злая: мучила изжога, сухую кожу точно ржавчина ела, и глазам было больно.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ҫав вӑхӑтрах урам варрипе, бульвар тӗлӗнчен иртсе, вӑл, Вавила Бурмистров, утса пырать, унӑн аллисене ҫурӑм хыҫнелле ҫавӑрса хурса ҫинҫе чӗн пиҫиххипе ҫыхса лартнӑ, аллисем ыратаҫҫӗ, ҫӑварӗнче — тӑварлӑ юн тути, хӑрах куҫӗ шыҫса тухнӑ, нимӗн те курмасть.

А посредине улицы, мимо бульвара, шагает он, Вавила Бурмистров, руки у него связаны за спиною тонким ремнём и болят, во рту — солёный вкус крови, один глаз заплыл и ничего не видит.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Чӑнах калатӑп, ыратаҫҫӗ!

— Честное слово, болят!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Алӑ-урасем ыратаҫҫӗ, тет, хӑй тата пуҫхӗрлӗ ҫӳрет!

Говорил, руки-ноги болят, а сам тут вверх ногами ходишь!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Пӗтӗмпех ыратаҫҫӗ; урасем те, алӑсем те…

— Все болит: и руки и ноги…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Манӑн хӑлхасем ыратаҫҫӗ.

У меня болят уши.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Аяксем — шӑннипе ыратаҫҫӗ, тен, хырӑм та ыратать пуль.

Боль в боку от расстройства желудка, простуды или чего-нибудь в этом роде.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Манӑн урасем ыратаҫҫӗ, — терӗ вӑл.

— У меня болят ноги, — отвечает он.

Сывпуллашни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Манӑн сурансем ыратаҫҫӗ, вӑл сурансене нимӗнле эмел те пулӑшас ҫук.

Раны мои болят, и они такого рода, что все лекарства бессильны.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех