Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑҫӗсем сцена урайӗнчи вӑрттӑн шӑтӑксенчен анса кайрӗҫ.
Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑл вилнӗ ҫынсем ҫинчен калама тапратрӗ: вӗсем шӑтӑксенчен тухса, ҫурҫӗрччен хула тӑрӑх ҫапкаланса, хӑйсем пурӑннӑ ҫӗре, хӑйсен тӑванӗсем юлнӑ ҫӗре шыраса ҫӳрени ҫинчен каларӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир никама та вӑрҫас темерӗмӗр, ҫак тӗрлӗ хатӗрсене — пӑчкӑсене, йӗкевсене, савасене, ӑйӑсене, пӑшатансене, мӑлатуксене, хыпкӑчсене тата ытти нумай япаласене мӗнле, ӑҫти шӑтӑксенчен туртса кӑларни ҫинчен ыйтмарӑмӑр.
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсем ҫак шӑтӑксенчен персе тӑрса нимӗҫсене пӗр батальон чарса тӑнӑ та ӗнтӗ.От скризь них и держали воны наступ целого нимецького батальона.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Пӗтӗм урама снарядсем шӑтӑкласа пӗтернӗ, ҫав снарядсем ҫурӑлнипе пулнӑ шӑтӑксенчен шурӑ тӗтӗм халӗ те сирӗлсе пӗтмен-ха.Вся улица изрыта свежими воронками, на дне которых еще белеет устойчивый дым.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Шӑтӑксенчен ывӑтакан тӑпра шӑхӑрать, улӑм чӑштӑртатать.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ялсенче ӗҫшӗн хыпӑнакан мужиксем юр айӗнчен колхоз пурлӑхне туртса кӑларнӑ, пытарса усранӑ шӑтӑксенчен тӗштырӑ кӑларнӑ, — ҫуракине хатӗрленнӗ.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Шӑтӑксенчен кӗрекен пайӑркасенче тусан пӗрчисем выляҫҫӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӗсем, ҫурма ӳсӗрскерсем, хулпуҫҫийӗсемпе пӗр-пӗрне тӗртӗнсех тӑраҫҫӗ, пӗри — темӗн пысӑкӑш, сӗлӗ миххи пек тӳрккес кӗлеткеллӗ, унан куҫхаршисем айӗнчи хӗрлӗ те ансӑр шӑтӑксенчен ӳсӗр савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем пӗр чарӑнми юхаҫҫӗ; тепри — халех сиксе ӳкме хатӗрленнӗ пек, пур шӑнӑрсене те хытарса, вӑрӑм аллисене хускаткаласа, хӑйӗн пӗҫҫисене шӑлкаласа тӑрать, куҫӗсем унӑн ӑсран кайнӑ ҫын куҫӗсем пек ялтӑраҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Совет Ҫарӗ хула патне ҫывхара пуҫласан, подпольщиксем, Чул кӑлармалли шӑтӑксенчен тухса, нимӗҫсемпе ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Партизансен отрячӗ чул кӑлармалли шӑтӑксенчен тухайман, ҫавӑнпа десантниксене те пулӑшайман.Партизанский отряд был полностью изолирован и не мог оказать помощь десанту.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ӑҫтан та пулин хура шинель курӑнсанах, таҫтан, паллӑ мар шӑтӑксенчен, амбарсем хыҫӗнчен, картасем хыҫӗнчен, маччасем ҫийӗнчен, тӳрех ҫӗр ӑшӗнчен, тенӗ пек, Петька, Миша, Алеша тухса тӑраҫҫӗ, Манька сиксе тухать, Климушка сӗнкӗлтетет.
Моряксем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Кусем те, шӑтӑксенчен тухса, пурте ҫие пуҫларӗҫ.
Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Решеткеллӗ тимӗре вырнаҫтарса лартнӑ стенари шӑтӑксенчен вак чул татӑкӗсемпе ҫӳп-ҫапсем тӑкӑннӑ…Щебенка и мусор посыпались из гнезд, где железные полосы были вделаны в стены…
IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Шӑтӑксенчен ҫутӑ лекет пулин те, лайӑхрах курас тесе майор фонарьне ҫутатрӗ.Майор для верности зажег фонарик, хотя внутрь машины проникал свет через пробоины.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
— Кунта чи аслӑ генерал килсен те, ҫӗрле вӗсем шӑтӑксенчен тухса хӳмесем тӑрӑх вырнаҫса ларсан, — вӑл та тарса пытанӗ.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тург башни чылай вӑхӑт хушши ҫак пушхирте хӑйӗн пӑшал пемелли шӑтӑкӗсемпе хӑратса ларнӑ; ҫав шӑтӑксенчен тӑшман ҫине вӗресе тӑракан вӗри ҫу, ҫунакан смала, шӑратнӑ тӑхлан пӗрӗхнӗ; вӑл хӑйӗн ҫынсене пайӑн-пайӑн ҫурса ваклакан пӳлӗмӗпе, хӑйӗн мӗнпур хӑрушлӑхӗпе хӑратса тӑнӑ.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Виҫҫӗмӗш стена вырӑн-вырӑнта ҫунса пӗтрӗ, пулса юлнӑ шӑтӑксенчен ҫулӑм хӑйӗн хаклӑ йышши чулӗсене сапаласа кӑларать; мачча ҫинче ҫунакан сӗлӗпе улӑм чӳречерен ылтӑн ҫумӑр пек тӑкӑнать: сӗлӗ ахах, улӑм пӗрчисем мерчен евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кӗлтесем хушшинчи шӑтӑксенчен кӑна кӑвак пӗлӗт ҫап-ҫуттӑн курӑнать.
Тӗмсем айӗнче пытанмалла выляни // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Ҫӑра вӗтлӗхре, йывӑҫ тымарӗсене кӑмрӑк тума ҫунтармалли пӗчӗк шӑтӑксенчен пӗрин хӗрринче, ҫӗре ҫитиех усӑнса аннӑ туратсен айӗнче, ҫулҫӑсенчен тунӑ пӗчӗк пӳлӗмре (унӑн пӗр айкки уҫӑ), хӗрарӑм пӗр ачине кӑкӑр ӗмӗртсе ларать; икӗ ачи, шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗсене унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, тутлӑн ҫывӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.