Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑннӑ (тĕпĕ: шӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр кунхине ҫурҫӗрелле ҫаврӑннӑ ҫил унтан сивӗ сывлӑш каплантарса килсе виҫӗ кун хушши выҫӑ кашкӑр пек тискеррӗн уларӗ те, улмуҫҫи ҫулҫисем хӑмӑрланса пӗтӗрӗнчӗҫ, хура туратсене тӑлӑха хӑварса кӑчӑр шӑннӑ ҫӗр ҫине кӗшӗлтете-кӗшӗлтете тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Хӑш тӗлте акнӑ тырӑ шӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫыран хӗрринчен ҫаврӑна-ҫаврӑна анса, шӑннӑ ҫырма урлӑ каҫса, тепӗр ҫыранах пырса тӗкӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Бомбӑсем тӑкӑнчӗҫ, шел, вӗсем пирӗн нумай салтакӑн пурнӑҫне татрӗҫ, ӳт-пӗвне суранлатса-вакласа, пӑрпа та шӑннӑ ҫӗрпе хупла-хупла хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Тӑшмана автоматран тӑхлан кӳптере-кӳптере, Неван алтӑклӑ-путӑклӑ, санлӑ-тӗмеллӗ шӑннӑ пӑрӗ тӑрӑх пӗтӗм вӑя карӑнтарса чупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ав епле кӳнтӗркесе, йӳтенсе, чӗтресе ларать вӑл, шӑннӑ карӑш, шӑлӗ ҫумне шӑлӗ перӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑннӑ эсӗ, кинемей.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Гидротехник» Атӑл тӑрӑх тӑвалла хӑпарнӑ чухне шыв шӑннӑ май пӑр хушшине ларса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӗсемшӗн сана шӑннӑ сухан шӑлӗ те тыттармаҫҫӗ!

За все это тебе и мороженой луковицы не дадут!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сӑмси вара хӗп-хӗрлӗ, шӑннӑ кишӗр тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Пӳрт умӗнчех Кӗҫтук ӳстернӗ тирек сарӑлса ларать, унӑн лапсака турачӗсем хулӑн пас пуснипе авӑна-авӑна аннӑ, вӑл мӗнле йывӑҫ иккенне те тӳрех пӗлсе илме ҫук; мӑръесенчен шурӑ тӗтӗм юпаланса хӑпарать; хӑй те шӑннӑ тӗслӗ хӗвел лаштра йӑмрасем хыҫӗнчен хӗрелсе тухать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин кухньӑна тухса ҫӑвӑнчӗ, «вӑй-хал вӑййи» тумалла хуҫкаланса илчӗ, вара шӑннӑ чӳрече кантӑкне вӗри сывлӑшӗпе ирӗлтерсе, урамалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем ӗнер кунӗпе сивӗре тӑрса шӑннӑ та каҫхине килсен сӗтел хушшинче самаях «ӑшӑнчӗҫ» пулас, халӗ пур пӳлӗме те илтӗнмелле «хуп турттараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Чӑвашла каламасӑр хывӑнмастӑп, сивви те сан кунта — ҫурҫӗр полюсӗ ҫинчи пекех пуль, чӳрече янаххинче те шыв шӑннӑ, авӑ, кантӑкӗсем те пӳрне хулӑнӑш пасарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Шӑннӑ чухнехи пек пуҫ ҫинчен витӗнсе, хутланса выртрӗ, куҫне хупса иртнисене аса илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӗрлӗ ялав ҫӗкленӗ, пуҫне тӳп-тӳрӗ тытса, ҫап-ҫутӑ аттипе шӑннӑ ҫӗр ҫине шап! шап! тутарса, ҫирӗп утать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке аллисене вӗҫертсе ячӗ, шӑннӑ ҫӗр ҫине тӳп-тӳрӗ анса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳлтен ҫыхнӑ пралук пат! ҫеҫ татӑлса кайрӗ — шӑнкӑрч вӗлли, алӑран вӗҫерӗнсе, туратсене ҫапӑнкаласа, шӑлтӑр-шалтӑр! сасӑ кӑларса, шӑннӑ ҫӗр ҫине хаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ те, хӑйне хирӗҫ власть ҫыннисем кӗнине асӑрхасан, шӑннӑ пӑр пек хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чикан шӑннӑ ҫӗр ҫинче ун тавра вӑрӑм хӳрине выляткаласа ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех