Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнать (тĕпĕ: шӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑпӑр, акӑ, вӑрманта, юханшыв ҫывӑхӗнче, хӑрпӑк юр тӑрӑх хӑш кайӑка мӗнле йӗрлесе тытмаллине пӗлет вӑл е тата ирччен кӗлетре ҫӑкӑр шӑнать пулсан, йытӑсем кӳлсе хӑнана кайма юрать вара, нартӑна пӑр чӑтать, ҫил Хура сӑмсах енчен вӗрсен, тата уйах ҫавраланса ҫитнӗ пулсан, ҫил-тӑвӑл пуласса кӗт.

Он зная, например, как близ ручья в лесу выследить соболя по пороше, знал, что если к утру хлеб замерзнет в клети, то можно уже ездить в гости на собаках — лед выдержит нарту, и что если ветер дует с Черной косы, а луна стоит круглая, то следует ждать бурана.

XI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Анчах Керчьра Мелекчесме ятлӑ ҫырма пур, вӑл хӗлле кӗске вӑхӑта шӑнать те, Керчь ачисем, чӑн-чӑн коньки пулмасан, йывӑҫ тупан туса е тимӗр татӑкӗ ҫыхса, пӑр ҫинче ярӑнаҫҫӗ.

Но в Керчи была речка Мелекчесме, она зимой ненадолго замерзала, и керченские ребята делали себе деревянные полозы или привязывали железки, если не было настоящих коньков, и катались на льду реки.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Варсенче ҫил кӗрлесе улать, сивӗ ҫил-тӑман ал-урана кӳттерет, юн та тымарта шӑнать.

Ветер завывал в ущельях, ледяное дыхание бури сковывало руки и ноги, кровь застывала в жилах.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ, сӑмахран, эпӗ агрономсен журналне ҫырӑнса илеттӗмччӗ, ҫавӑнта пӗр питех те нумай пӗлекен ҫын, леш, студентсене вӗрентекеннисенчен, ҫапла ҫырнӑччӗ: ҫӗр ҫап-ҫара выртсан, ун ҫине юртан тунӑ тумтир витмесен, ыраш калчи шӑнать кӑна мар, пӗтсех ларать, ҫӗр ҫуркаланса каять те хӑйпе пӗрле калча тымарӗсене те таткаласа пӗтерет, тенӗччӗ.

Вот, к примеру, выписывал я агрономовский журнал, и в нем один дюже грамотный человек из этих, какие студентов обучают, писал, что, мол, жито даже не мерзнет, а гибнет через то, что голая земля, на какой нету снежной одежины, лопается и вместе с собой рвет коренья.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех