Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхепе (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн писательсем, калаҫура наци ыйтуне хускатсан, тӳрех, чи малтан тӑван чӗлхепе литературӑна илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Карт уҫса парам-и сана, Кулюкка? — йӑпӑлти чӗлхепе ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ют чӗлхепе ҫырнӑ сӑвӑсене Петӗре вырӑсла куҫарса парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр самантра пӗчӗк вокзал таврашӗ тӗрлӗ чӗлхепе янӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗлхепе тем каласан та пырӗ, ху ӑшра ҫеҫ ним пытармасӑр турӑран каҫару ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Епле-ха вӗсем Куля калаҫакан чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Унтан хӑвӑрттӑн урама тухрӗ те кӳршӗ Мишша патне кайса ӑна кӑмӑллӑ чӗлхепе чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫак сӑмахсем хам сисмен-туман ҫӗртен тӑван чӗлхепе вӗҫсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тӑван чӗлхепе те туслӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Паянхи чӗлхепе каласан, 100 метрлӑ хушша вӑл 7,2 ҫеккунтра чупса тухнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Пирӗн чӗлхепе каласан, тӳнтертӗмӗр, эппин.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

НКВД Хураҫӗр пайӗнче Кузнецовӑпа калаҫса пӑхнӑ мӗнпур сотрудниксем пӳрнине тӑнлавӗ тӗлне тытса ҫавӑркаланӑ — ухмаха ернине пӗлтернӗ ҫакӑ ятарлӑ чӗлхепе.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ренат асламӑшне тӑван чӗлхепе Ваҫиле ӑҫта кайни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑван чӗлхепе юрӑ ӗлӗкхиллех юн тымарӗсенче упранса юлнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Туслӑха ҫухатас мар тесе вӗсем пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхепе анчах калаҫнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Ӗлӗк-авалтанах Атӑлпа Сӗве тӑршшӗнче, Теччӗпе Элшел таврашӗнче, пӗр-пӗринчен кӑштах уйрӑмрах темиҫе чӗлхепе калаҫакан йӑхсем пурӑннӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

«Музыка родного края» (чӑв. Тӑван тӑрӑхӑн музыки) программӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — ертсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхӑн музыки янӑрарӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36678.html

Банглапедие икӗ чӗлхепе — бенгал тата акӑлчан чӗлхисемпе — ҫырнӑ.

Банглапедия написана на двух языках — бенгали и английском.

Банглапеди // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%B4%D0%B8

Вӗрентессине пур ҫӗрте те тӑван чӗлхепе вӗрентеҫҫӗ.

Преподавание ведется на родном языке.

2. ССР Союзӗнче пурӑнакан халӑхсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Спутник пур тӗрлӗ чӗлхепе те «спутник».

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех