Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхепе (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вара чи кӑткӑс ыйтӑва та пурте ӑнланмалла ҫӑмӑл та сӑнарлӑ чӗлхепе каласа пама е ҫырса кӑтартма пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Паян ҫав тери пӗлтерӗшлӗ чӗлхепе кулленхи пурнӑҫра усӑ курасси, ҫавӑн пекех пирӗн ачасене чӗлхемӗре парасси!

Прежде всего использование языка в повседневной жизни, а также передача языка нашим детям!

Тӑван чӗлхесен кунӗпе! // Хавал. https://t.me/cv_haval/491

Урӑхла чӗлхепе вӗсемпе калаҫма та ҫук: унсӑррӑн ӑнланаймаҫҫӗ.

Другим языком с ними разговаривать нельзя: иначе они не поймут.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мӗнле чӗлхепе сайт пулсан та, ӑна пурпӗр эпир вуласа ӑнланма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

Чӑвашла калаҫ эс манпа; ӑнланмалла мар чӗлхепе ан калаҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем хӑйсем пекех чӑваш хитре ҫи-пуҫпа ҫӳренинчен, вӑл тӑван чӗлхепе чипер калаҫнинчен тӗлӗнеҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ, хамран килес пулсан, поэтсене ҫеҫ пӗр чӗлхепе — илемлӗ литература чӗлхипе — ҫыртарнӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗли-пӗлми чӗлхепе ялан пӗр евӗрлӗ проповедьсем вуласа йӑлӑхнӑ вырӑс пупӗ, никам ҫине пӑхмасӑр, кӗлӗ сӑмахӗсене ӳркевлӗн тӑсса калать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Пур аслӑ Руҫ тӑрӑх ман ятӑм чаплӑ пулӗ, пур чӗлхепе те асӑнӗҫ мана унта! — терӗ Аркадий Пушкин сӑмахӗсемпе, унтан нимӗн кулмасӑр хупса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пушкин калашле, пур аслӑ Руҫ тӑрӑх яту сан чаплӑ пулӗ, пур чӗлхепе те асӑнӗҫ сана унта! — аллинчи хаҫачӗпе сулкаласа сӑвӑларӗ хаваслӑ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Юлашкинчен Кузнецов ӑнланмалла чӗлхепе, класлӑ общество мӗнле аталанса кайнинчен пуҫласа, обществӑлла пӗр формацинчен тепӗр формаци ҫине куҫса, ҫула май Разинпа Пугачев ҫинчен, вӗсем мӗншӗн ҫӗнтерме пултарайманни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫӗр ҫинчи чӗлхепе калаҫма тытӑннӑшӑн тав тума та тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Луччӗ ҫӗр ҫинчи чӗлхепе калаҫ: татах сахал патӑм-и?

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара никам ӑнланмалла мар чӗлхепе тем сӳпӗлтетсе чӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ытла мӑка чӗлхепе пуҫарчӗ пек сунса, ӑшӗнче кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Этем тенин чӗри таса пултӑр, вара чӗлхепе калаҫнине турӑ каҫарать», — тесе ӗненчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ тетӳпе ӗмӗрех пӗр чӗлхепе, пӗр шухӑшпа пурӑннӑ, Захар Петрович ҫавӑн чухлӗ япала пытарма пултарнӑ пулсан, эсӗ те унран сахал пытарман теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта тутарсем — чӑвашла, чӑвашсем тутарла тӑван чӗлхепе калаҫнӑ пекех калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылай пулать курманни, — шахвӑртма пуҫларӗ Петӗр тап-таса тутарла чӗлхепе.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хам чӗлхепе хам калаҫрӑм унпа садра.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех