Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпаланса (тĕпĕ: хыпалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чечекне палӑк умне лартсан, Тимуш кӑшт каялла чакса тӑчӗ те карттусне хыврӗ, ҫӳҫне те, мӑйӑхне те тураса якатрӗ, хыпаланса утнӑ чух ӑшӑ пулнӑран вӗҫертсе янӑ пиншак тӳмисене ҫаклатрӗ, хулпуҫҫисене тӳрлетрӗ, кӑкӑрне хӑпартрӗ — пысӑк куҫ харшисем айӗнчен салтак ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Лере! — машина кабининчен хыпаланса тухакан шур халатлӑ арҫынна та малалла васкама хушса аллине тӑскаларӗ главнӑй инженер.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл хыпаланса ҫӗре анчӗ те Турунов умне пырса тӑчӗ, щитокне шӑтӑр-шатӑр хывса илсе, ӑна бригадир еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Темшӗн вӗриленсе-ҫӗкленсе кайнӑ вӑл халь: ӑшталанчӑк ҫын пек васкаса утать, аллисене сулкаласа, хыпаланса калаҫать.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл хыпаланса аттине тӑхӑнчӗ те ман умах килсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шкулти Ҫӗнӗ ҫул утренникӗ ҫитиччен пӗр-икӗ кун маларах мама хыпаланса костюм ӑсталама тытӑнатчӗ.

За день или два до школьного новогоднего утренника мама начинала впопыхах собирать костюмы.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Зала кӗрсен Инесса арҫын ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ, хыпаланса ҫутӑ сӳнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл тӑвалла утма пуҫласан кӳршӗсен хапха алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, урама пушӑ витре ҫӗкленӗ Хӗвекле кинеми хыпаланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл сасартӑк хыпаланса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Вӗренме? — хыпаланса ыйтрӗ Ваҫҫа, унтан кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Аван, аван, — ман ҫине ӑшшӑн пӑхса каларӗ лесник, унта каллех хыпаланса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Давай, давай, кӗртер лашана! — хыпаланса каларӗ лесник, унтан пире алӑ парса тухрӗ: малтан аттене, ун хыҫҫӑн пиччене, юлашкинчен — мана.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тарас ӑна-кӑна пӑхса тӑмасӑр хыпаланса утать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫав вӑхӑтра культурӑпа кану паркне йӗритавралла кӑн-кан пӑхкаласа кӗрен плащ тӑхӑннӑ тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм хыпаланса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хыпаланса тӑрӑшса мӗскер туянас?

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нӳхрепрен сӑрине саркавуй пичкинчен Аран ӗлкӗреҫҫӗ йӑтма тарҫисем, Хыпаланса ӗҫтереҫҫӗ хӗрарӑмсем пӳртӗнче, Ӑшӑтаҫҫӗ сӑрине, хатӗрлеҫҫӗ апатсем.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уҫрӗҫ хыпаланса.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ӑшӑмра эпӗ хыпаланса чӳречесене, алӑка хупса питӗретӗп.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Куратӑп: шывран Саша пуҫӗ чалт! сиксе тухрӗ, Саша ӑна, пуҫне, шыв сирпӗнтерсе, аяккалла вӑнк! ывӑтса илчӗ, унтан хӑй, хыпаланса, хатӑррӑн авӑскаласа, сӗвекрех ҫыран хӗрринелле брасспа шӑмпӑр-шӑмпӑр, шӑмпӑр-шӑмпӑр, шӑмпӑр-шӑмпӑр ишсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Тимлӗрех пӑхсан, «ҫӗрулми суйлакан» ман шӑлавар кӗсйисене хыпаланса ухтарни те аванах курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех