Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпаланса (тĕпĕ: хыпалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ме, тыт ҫыххинчен, — ҫапла каласа, кил хуҫи картишнелле хыпаланса тухать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӳренмерӗ-и? — тӑкӑлтарма тытӑнчӗ Пӑлаки апла, савӑннипе кӑлӑк чӑххи майлах хыпаланса ӳксе.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Лаша витин хӳттине хыпаланса ҫитнӗ ҫӗре пурте йӗпеннӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пач кӗтмен самантра, вут тухнӑ чухнехилле хыпаланса, Шӑнкӑрчсен килне кӳрши — Вихтӗр бригадир — каптӑрт кӗрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Шӑнкӑрч, — тет вӑл, — ӑҫтан килетӗн каплах хыпаланса?

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ачасен сассине илтсе ӗнтӗ Тина хыпаланса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ним тӑхтамасӑр больницӑна ӑсатмалла! — терӗ Тина хыпаланса.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Апуҫ хыпаланса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ой, Тина, тавҫӑрса илтӗм, — хыпаланса ӳкрӗ Урине.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ватӑ ҫын мӗнле васкать, пачӑшкӑ та ҫавӑн пекех хыпаланса алтаре кӗрсе кайрӗ те хӑйӗн тӗрлӗ-тӗрлӗ тумне майларӗ: стихарь ҫийӗн сулахай хулпуҫҫи урлӑ орарьне ҫакса хӳрисене пӗрне ҫурӑм ҫине, теприне мал енне меллӗн вырттарчӗ, нумай ҫул хушши усӑ курнипе кивелнӗ, анчах ылтӑн эрешне ҫухатман «поручи» текеннипе ал сыппине сӑрса ылтӑн тӗслӗ вӑрӑм кантрапа ҫирӗплетсе пӗтӗрчӗ те пуҫӗ ҫине куфья тӑхӑнса васкамасӑр кадила ӑшӗнчи тӗтӗм кӑларакан катӑксене шӑрпӑкпа чӗрте пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Иван Сидорович, Архипов мӑн каланипе тӗлӗнсе, ура ҫине сиксе тӑчӗ те темрен хӑранӑн пӳлӗмрен хыпаланса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман хыҫала тӑрса юлнӑччӗ, ӑна Сятров тытса чарчӗ, хыпаланса калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тарӑн ҫырма урлӑ хыпаланса каҫнипе сывлӑшӗ пӳлӗнсех ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Конверта хӑвӑрт ҫыпӑҫтарса (виҫкӗтеслӗх ҫавах килӗшмерӗ) вӑл каҫхи сӑвӑма хыпаланса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хыпаланса тумланма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ара, ара, — хыпаланса ӳкрӗ Курак Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Ха, ҫитрӗмӗр те-и? — хыпаланса ӳкрӗ Курак Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Чечекне палӑк умне лартсан, Тимуш кӑшт каялла чакса тӑчӗ те карттусне хыврӗ, ҫӳҫне те, мӑйӑхне те тураса якатрӗ, хыпаланса утнӑ чух ӑшӑ пулнӑран вӗҫертсе янӑ пиншак тӳмисене ҫаклатрӗ, хулпуҫҫисене тӳрлетрӗ, кӑкӑрне хӑпартрӗ — пысӑк куҫ харшисем айӗнчен салтак ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Лере! — машина кабининчен хыпаланса тухакан шур халатлӑ арҫынна та малалла васкама хушса аллине тӑскаларӗ главнӑй инженер.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл хыпаланса ҫӗре анчӗ те Турунов умне пырса тӑчӗ, щитокне шӑтӑр-шатӑр хывса илсе, ӑна бригадир еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех