Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралҫи (тĕпĕ: хуралҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кас хуралҫи пуль-ха?

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Юмах ҫапма юратан вара эсӗ, — терӗ тепӗр хуралҫи.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуралҫи чиркӳ чанне ҫапнӑ вӑхӑтра алтарь айне кӗтӗм-лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чиркӳ хуралҫи пуп патне уҫӑ илме килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Воевода полковнике ҫеҫ чӗнет! — аса илтерчӗ пӗр хуралҫи.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа пуль аякран пӑхсан чиркӳ икӗ пуҫлӑ асамлӑ ҫӗлӗклӗ яла асӑрхаса, кашни ҫын мӗн шухӑшланине сӑнаса тӑракан тӑшман хуралҫи пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑкӑрлӑкри сад пахчи Ҫӑтмах пекех илемре, Анчах шалта хуралҫи — Хура упа ӳплере: Упа Урхан хуралҫи Пит шанчӑклӑ сыхлавра, Халӗ Чӗкеҫ ун хуҫи Ирӗк илнӗ пахчара.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Урха пулнӑ пулсассӑн Ула лаша пирӗнччӗ» — Ӳпкелешрӗ Уланки, Урха учӗн хуралҫи.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑшман хуралҫи урамра, пӳрт умӗнче каллӗ-маллӗ утать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫав кунхинех Микула вӑрман хуралҫи патне те вӑшкӑртса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Ача ашшӗ вӑрман хуралҫи пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эрех шӑршине чӑтма пултарайман килти «сывӑ пурнӑҫ хуралҫи» ӑна унта-кунта артакласа илетех, асра-тӗсре унран, нӳчӗркесе, «антрекот» тукалани те пулкалать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лукери карчӑкӑн, ялти «халӑх академикӗн», тавҫӑрулӑхӗ пулас мар-тӑк, сыхлӑх хуралҫи, ӗҫӗ ӑнманнине кура, туртине каялла та ҫавӑрнӑ пулӗччӗ-и.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Шиклӗ ӗҫченҫе хӑратасран сыхланса, ҫав вырӑнтан шӑппӑн-шӑппӑн пӑрӑнтӑм та тӗттӗм ҫӑкалӑха кӗме тӑтӑм кӑна эпӗ — кӑвак тумлӑ вӑрман хуралҫи кӑшт ҫеҫ ман ҫине пырса тӑрӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Директор чӗнтернипе шкул хуралҫи Аким канцелярине пырса кӗчӗ.

Когда по зову директора привратник Аким явился в канцелярию.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйсем килте яшка ҫисе ларнӑ чухне тырӑ ҫинче ҫӳрекен хурӗсемпе сыснисене уй хуралҫи Пӑраски Илли колхоз витине хӑваласа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Вутри пек хыпаланса ҫӳрет вӑрман хуралҫи Шартак текенни.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Вӑрман хуралҫи ҫуттине сыпма юратнине пӗлсе, Матви ун патне пӗр пулштух эрех чиксе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви вӑрман хуралҫи Шумилов патне кайса ыйтма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Тӑхта-ха, тамӑк хуралҫи!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех