Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлет (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Техникӑна вара ҫӗр ӗҫченӗ хӑй хатӗрлет – кирек мӗнле профессионал пекех ӑна юсама пӗлет, хӑйӗн комбайнӗпе типтерлӗ усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Баймак районӗнчи лаша ӗрчетекен Руслан Мужавиров хӑйӗн тур ӑйӑрне парада хутшӑнма хатӗрлет, вӑл «Башҡорт аты» пушкӑрт лашин Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш фестивалӗн шайӗнче иртет.

Коневод из Баймакского района Руслан Мужавиров готовит своего гнедого жеребца к участию в параде, который пройдет в рамках Второго Международного фестиваля башкирской лошади «Башҡорт аты».

Утлӑ парада хатӗрленесси хӗрсе пырать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3380815

Ферма пӗр кунра 100 литр кӑмӑс хатӗрлет.

В день ферма готовит 100 литров кумыса.

"Башҡорт аты" фестивальте Кумысфест иртӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/common_material/ ... rt-3378622

Вӑл Тӗпчев институчӗн архивӗнче упранакан тата унччен кун ҫути курнӑ текстсене пухса 1982 ҫулта уйрӑммӑн «Чӑваш юмахӗсем» кӗнеке те хатӗрлет (кӑларӑмра 115 текст, вӗсенчен 8-шӗ — паттӑр юмахӗсем).

который из текстов, хранящихся в архиве Чувашского научно-исследовательского института и ранее опубликованных, составил и издал в 1982 г. сборник «Чувашские сказки» (в нем 115 текстов, богатырских сказок 8).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑл хӑй те чӑвашла пьесӑсем ҫырать, вӗсене ачасемпе сцена ҫине кӑларма хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Электронлӑ пособисем, кашни урок валли презентацисем хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Машинӑсем хатӗрлеҫҫӗ, техника хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Турунов пирки «этем мар, копер тукмакӗ…» тенине илтнӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ кун иртсенех ҫакскер, Аликов, трафарет туса хатӗрлет те, унпа усӑ курса, леш хайхи ӳкерчӗкпе сӑмахсене (сӑвай ҫапакан копер тукмакӗпе «Эпир завод лартатпӑр…» текен сӑмахсене ӗнтӗ) бригадӑри ҫынсен курткисем ҫине сӑрла-сӑрла лартать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кашни муниципаллӑ округра ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен яш-кӗрӗмпе сцена ҫинче лартма тӗрлӗ хайлав хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗмӗрлере - «Асам» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xc2QVX-ZFLQ

Пуса каччи, хӗр ҫумми Пыллӑ шерпет астивет, Такмакласа хӗр йӗрри Чӗкеҫ валли хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Карчӑк-кӗрчӗк пӗҫерет — Хуран пӑтти хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗтӗм участок хатӗрлет сана валли пенси укҫи.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Ҫӗнӗ ҫул валли кашниех мӗн те пулин хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр хӗрача вӗсене ӗҫтерме утӑ чейӗ хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫтаппан килӗнче ҫакнашкал йӑла: ака туса е авӑн ҫапса пӗтернӗ ятпа арӑмӗ яланах сӑра туса хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлет мӗн ҫӗмӗрлессине, малтанах запас пайӗсем хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 4 вӗренӳ учрежденийӗ хӑна кӗтсе илмелли индустри валли кадрсем хатӗрлет.

В настоящее время в нашей республике кадры для индустрии гостеприимства готовят 4 образовательных учреждения.

Культарӑпа искусствӑсен институчӗ туризмпа музеологи валли кадрсем хатӗрлесшӗн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33593.html

Эсӗ ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре арӑму уйран уҫласа хурать, ҫӗрулми пӗҫерсе хатӗрлет.

Вернешься с поля, а жена тебе и пахту собьет, и картошку сварит.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ир-ирех, ҫынсем тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вӑл вӑлтисене хатӗрлет те пулла васкать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Апла май килмесен, арӑмӗ ҫине тӑрсах ниҫта та пӑрӑнмасан, Якур малтан тӑварӗпе какайне илсе хатӗрлет.

Если же не выйдет эта уловка — не покинет жена своего поста, — Ягур заранее припасет мясо и соль.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех