Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тавар илме хӗрарӑм пырса кӗрсен, хуҫа аллине кӗсьерен кӑларса, уссийӗсене тӗрткелесе илет те, кӑмӑллӑн кулнӑ пек тӑвать; унӑн пит ҫӑмартисем пӗркеленсе каяҫҫӗ, анчах тӗксӗм куҫӗсем улшӑнмаҫҫӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Рамоспа Аррелано пӗр шанӑҫ ҫуккипе хӑйсен вӑрӑм уссийӗсене пӗтӗркеленӗ.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Taрас уссийӗсене якаткаларӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Тухрӗ те вӑл, хӑйӗн хура уссийӗсене тӳрлеткелесе, таҫталла, кавир ҫинеллерех пӑхса, хулпуҫҫийӗсене кӑшт ҫеҫ асӑрхамалла хускатса илсе хӑйне сывлӑх сунакан офицерсене пуҫтайрӗ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Генерал Рот аллипе шурӑ уссийӗсене тӳрлеткелесе илнӗ, унтан йӑвашрах сасӑпа ыйтнӑ:
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
Николай Петровича кабинета хӑварса, вӑл пӳртӗн малти пайӗпе кайрине уйӑрса тӑракан коридор тӑрӑх утрӗ, лутра алӑкпа танлашсан, шухӑша кайса чарӑнса тӑчӗ те, уссийӗсене турткаласа илчӗ, вара алӑка шаккарӗ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унан тутине тата уссийӗсене пӑхсан, вӑл хӗрсе кайнишӗн тата ҫапӑҫӑва хутшӑннӑшӑн кӳреннӗ пек туйӑннӑ.Судя по выражению его морды и усов, он сам был недоволен, что погорячился и вступил в драку.
III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Пансем савӑнаҫҫӗ, мухтанаҫҫӗ, хӑйсем халиччен туман ӗҫӗсемпе каппаяҫҫӗ, чӑн тӗне ӗненекенсенчен мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ, украинецсене хӑйсен тарҫисем теҫҫӗ, уссийӗсене мӑнаҫлӑн пӗтӗркелеҫҫӗ те, пуҫӗсене каҫӑртса, саксем ҫине саркаланса та таянса лараҫҫӗ.
VIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Курать пан Данило (хальхинче вӑл, ҫывӑрмастӑп-ши тесе, уссийӗсене те хыпашласа пӑхрӗ), светлицӑра ӗнтӗ кӑвак тӳпе мар, пачах урӑх пӳлӗм ку, хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗ: стена ҫинче хӑй тутарсемпе турккӑсенчен тытса илнӗ хӗҫсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; унтах — ҫӳлӗксем; вӗсем ҫинче килти чашӑк-тирӗксемпе ӑпӑр-тапӑрсем; сӗтел ҫинче — ҫӑкӑрпа тӑвар; сӑпка ҫакӑнса тӑрать…
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫил-тӑман унӑн сухалӗпе уссийӗсене, сӑмсаран тискеррӗн ярса илекен цирульник супӑнь кӑпӑкӗпе сӗрсе янӑ пек, юрпа шуратнӑ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тӳрех сылтӑм енчи клирос патне пырса тӑрать вӑл, дьякӗ ӗнтӗ юриех, ӳсӗрнӗ пек пулса, куҫне хӗскелесе ун еннелле пӑхать; голови уссийӗсене шӑлкалать, ҫӳҫ пайӑркине хӑлхи хыҫнелле ҫавӑрса хурать те, юнашар тӑракан ҫыннине ҫапла сӑмах хушать: «Эх, маттур хӗрарӑм! Хӗрарӑм мар — шуйттан!» тет.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Кирлӗ пулнӑ вӗт-ха ӑна, шуйттана, ҫав ӗҫе хутшӑнма, — терӗ Чуб, уссийӗсене ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлкаласа.— Надобно же было, — продолжал Чуб, утирая рукавом усы, — какому-то дьяволу, чтоб ему не довелось,
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ голова, тарӑн шухӑша кайнӑ пек, пуҫне пӗкерех мӑнаҫланса ҫӳреме, хӑйӗн вӑрӑм та аялалла пӗтерсе лартнӑ уссийӗсене шӑлкалама, куҫӗпе кӑйкӑр пек хӑяккӑн пӑхкаласа илме вӗреннӗ.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах та унӑн кӑвакарнӑ уссийӗсене кура мар сывлӑх суннӑ вӗсем, вӑл мӑнаҫлӑн утса пынине кура та мар; вӗсем ӑна мӗншӗн ҫав териех хисепленине пӗлес тесен, куҫа кӑшт ҫӳлелле ҫӗклесе кӑна пӑхмалла пулнӑ: лав ҫинче унӑн чипер хӗрӗ ларса пынӑ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Уссийӗсене унӑнне хайхи никама шеллемен парикмахер, пӗр вӑхӑтрах чипер пике патне те, чипер марри патне те пырса тухса пудра сапса яракан парикмахер, темиҫе пин ҫул хушши ӗнтӗ пӗтӗм этем ӑруне пудра сапса яраканскер пудрӑланӑ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1
- 2