Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳперен (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳперен аннӑ сӑваплӑ ҫулӑма ӗненекенсем кашни чиркӳрех Троица уявӗчченех илме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

— Эпӗ акӑ чӑн-чӑн юратӑва хисеплеме пӗлмерӗм те ҫӗр ҫине ҫӳллӗ тӳперен пӗр-пӗччен татӑлса антӑм, пӗрреллӗ хисепри вӑйсӑр ҫын пулса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗтмен ҫӗртенех тӳперен ҫумӑр тӑкӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел, тӳперен пӑхса, лӑпкӑ куллипеле ҫут тӗнчене савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел тӳперен ӑшшӑн кулса пӑхать, вӑл паян ҫапла асаплӑ чӑваш ҫӗрне, ватӑ Улатӑр хулине ирӗклӗх килнишӗн савӑнать, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳперен ҫутӑ хӗвел вӗсем ҫине ялкӑшса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳперен ӑшӑ хӗвел ачашшӑн пӑхать, вӑл пурне те савать, пурне те телей сунать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел ҫынсене ӑшӑ, телей пехиллесе тӳперен йӑл кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫут хӗвел тӳперен ярӑнса ҫаврӑнать, Кӑвар пек, ҫулӑм пек шӑратса ҫунтарать: Янкӑр уяр кунсем, калама ҫук шӑрӑх!

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗвел тӳперен хӗвеланӑҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Манӑн саркайӑкӑм теме ирӑк парсам, тархасшӑн, — терӗ вӑл мана, куҫран шӑтарасла пӑхса, — саншӑн эп чиркӳ тӑрринчен сикме хатӗр, санпа пӗрле Ҫурҫӗр полюсне те вӗҫӗттӗм, сана валли ҫӳл тӳперен ҫӑлтӑр татса антарӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Вӗсен шӗвек мӗлкине, тӳперен йӑтӑнсах тӑракан вӗрирен хӳтӗленсе, тапӑра аннӑ, шӑрӑхпа минкӗренӗ сурӑх кӗтӗвӗ кӗпӗрленнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Пилӗк пинлӗ хор — чӑвашӗ, вырӑсӗ, тутарӗ, ҫармӑсӗ, мӑкши — пурте пӗр харӑс, килӗшӳллӗн, мӑнаҫлӑн «Тӑван ҫӗршыв» юрра янратса ярсан, эпӗ хама хам ҫунатланнӑ пек, ҫӳл тӳперен пӗтӗм аслӑ ҫӗршывӑмӑра курса вӗҫнӗ пек туятӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл тӳперен, уй-хир енчен вӑйлӑ ҫил-тӑман илсе килекен юра чугун ҫул ҫине хӗвесрен хӳтӗлеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Унччен те пулмарӗ, юрӑҫа тӗпсӗр тӳперен ҫакса янӑ куҫа курӑнман ҫип сасартӑк пач татӑлса кайнӑ пекех пулчӗ — вӑл сывлӑшри муклашка пек ҫул ҫине ярӑнса анчӗ те ыраш хӑмӑлӗ хушшине шӑши пек чупса кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳперен хӗвел пӑхрӗ, тӳлек ҫил вӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепре пӑхсан вӗсем хӑрушӑ япала курчӗҫ: тӳперен, кайӑк хурсем вӗҫсе иртнӗ тӗлтен, хула ҫине тем пысӑкӑш ҫӗр муклашкисем, чул татӑкӗсем, пӗрене сыпӑкӗсем, ҫынсем йӑтӑнса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑтранчӑк тӳперен ҫумӑр пӗрчисем тӑкӑна пуҫларӗҫ, ӑнсӑртран сиксе тухнӑ ҫилпе йӑмра турачӗсем темӗн канашларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тӳперен пӑхать ҫут уйӑх, Сапалать хӑй кӗмӗлне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Тӳперен пӑхать ҫут уйӑх, Таврана вӑл асамлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех