Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳнсе (тĕпĕ: тӳн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур ҫӗрте те тӳнсе кайнӑ йывӑҫсем купаланса выртаҫҫӗ, тымарӗ-мӗнӗпех кӑкланса ӳкнисем те нумай тата хуҫӑлса ӳкнӗ хӑрӑк йывӑҫсем, хутӑш мӑн чулсем купаланса выртаҫҫӗ; ҫавна пурне те мӑксем тата лишайниксем хупласа илнӗ.

Повсюду были нагромождены упавшие, часто с вывернутыми корнями, деревья, валежник, глыбы камней, и все это сильно заросло мхами и лишайниками.

Тайга ҫийӗнче тата тайгара // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Манипулятор хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ.

Манипулятор опрокинулся на бок.

Манипулятор кранӗ ҫӑмӑл машина ҫине ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35849.html

Торф купи ҫинче ларакан хӗр хуллен ура ҫине тӑрать те тачкӑна хускатать, хӑрах кустӑрмаллӑ тачка тӳнсе каять.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӑхать: лаша ҫавӑнтах тӳнсе каять.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Айлӑм тӗпӗнче — Пахом Петровичӑн тӑван ялӗ, нимрен те маларах куҫ умне тухса тӑракан техника паркӗ, колхоз сачӗ, тӳнсе кайнӑ пысӑк йывӑҫ пек курӑнакан нумай юплӗ ҫырма.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Тӳнсе каяс пулсан, юсман туса хурать ӗнтӗ мана ку карап пек лав…

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӳнсе кайрӑмӑр!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӳнсе кайрӑмӑр вӗт!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтан вырӑн ҫине такам тӗртсе янӑ пек тӳнсе кайса кӗтесе хӗсӗнчӗ, хӑйӗн айӑпне туйса, айӑпа кӗнӗшӗн тем тӳсме-чӑтма та хатӗр пулса, йыснӑшӗ ҫине тилмӗрсе, тархасласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫав самантра ун ҫумне панель татӑлса аннӑ, тӳнсе кайса, унӑн хӑрах урине ирсе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кайран ӗҫлӗпӗр, юлхав этем хӑна килсен ӗҫ пуҫарать, хӑна кайсан, кӑнтӑр варринчех тӳнсе кайса ҫывӑрать, тенӗ пек хӑтланар мар.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑт вара тӑрса юлчӗ хайхи Мӗтри хӑйӗн тӳнсе кайнӑ пурнӑҫ урапийӗ айккинче.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара Мӗтрин пурнӑҫ урапийӗ чӑнах та тӳнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Эх, кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе тӳнсе кӑнчӗҫ, тӑкӑнчӗҫ, тет вара ҫав «мӗскӗнсем» мухмӑр асапне чӑтаймасӑр…

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Вӑл аллинчи стаканне ҫӗр ҫине тӳнк! лартанҫи турӗ те (стаканӗ ҫавӑнтах тӳнсе кайрӗ), кутяккине выҫӑпа касӑлнӑ кӑткӑ ҫыртса илнӗ пек, ярт! сиксе тӑрса, малалла чикӗнтернӗ пуҫӗпе «сӑнӑланса», яштака, йӑвӑ хӑвалӑхалла чӑшт-чашт! тӑрӑнса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак алла пуслӑх хулӑнӑшлӑ йывӑҫ лекрӗ, хӑй тӗкӗннӗ-тӗкӗнменех тӳнсе ӳкрӗ (янкарлӑскер, шултӑрканӑскер, шӗкӗ ҫулӑхнӑ сухӑрсӑр хыр пулчӗ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Пӗлместӗп, — аллине лаш сулчӗ те арҫын уринчи аттипех вырӑн ҫине тӳнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пукан тӳнсе кайрӗ.

Стул опрокинулся.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑшӗ хыпнӑ сысна шыва курсанах каллех ӗҫме пуҫларӗ, унтан тӳнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Тӳнсе кайсан лаша ҫине хурса киле пырса пӑрахни те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех